Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çын сывă пулни - телей

“Çын сывă пулни - телей”, - тенĕ Аристотель. Сывлăхлă пулас тесен вара физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Тралькасси ял тăрăхĕнче те халăха массăллă спорта явăçтарас тата çемье спортне аталантарас тĕлĕшпе пĕтĕм вăя парса ĕçлеççĕ. Февралĕн 21-мĕшĕнче, акă, кунта “Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи” ятпа спорт мероприятийĕ иртнĕ. Унта ку тăрăхри 10 çемьене яхăнах хутшăннă. Çемьесем дартс енĕпе, мечĕкпе чупса, вăрăмăшне сиксе тупăшнă. Пултарулăхпа Турханти Юрийпе Галина Вороновсен тата вĕсен ывăлĕ Виталий, Карăкçырминчи Еленăпа Сергей Лаврентьевсен тата вĕсен ывăлĕ Дмитрий палăрнă, пĕрремĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕсене “Нива” лавкка хуçи Н.Мурайкина 100-шер тенкĕ укçа парса хавхалантарнă.

Çак кунах Тралькасси ял тăрăхĕнчи ялсем пĕр-пĕринпе волейболла выляссипе ăмăртнă. Кашни командăра икĕ хĕрарăмпа 4 арçын пулнă. Çĕнтерÿçĕ Мучикасси ялĕнчи спортсменсен енче пулнă. Вĕсем Турхан, Тралькасси, Карăкçырмипе Шуккакасси ялĕсенчи командăсене парăнтарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.

Мартăн 3-мĕшĕнче те ку тăрăхра Спорт кунне ирттернĕ. Спорт кунне çынсем йышлăн пухăннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Мурайкин, “Нива” ЯХПК ертÿçи В.Мурайкин, вырăнти шкул директорĕ Н.Катейкин тухса калаçнă хыççăн йĕлтĕрпе чупассипе хĕрÿ ăмăрту пуçланнă. Чи малтанах арçынсем старта тухнă. Унтан хĕрарăмсем, хыççăн ачасем. 35 çулхи арçынсенчен чи малтан финиша Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Мурайкин çитнĕ, 30 çулхисенчен - “Нива”ЯХПК ĕçченĕ С.Лаврентьев, 40 çулхисенчен - кунти хуçалăхăн тĕп инженерĕ Ю.Воронов. 20 çулхи хĕрсенчен  Тралькассинчи Культура çурчĕн ĕçченĕ Г.Катейкина йĕлтĕрпе ăста чупни сисĕннĕ, 30 çулхисенчен - “Нива”  лавкка хуçи Н.Мурайкина, 35 çулхисенчен - ял тăрăхĕн специалисчĕ Г.Воронова, 50 çулхисенчен - вырăнти шкул учителĕ Н.Ермакова. Тралькасси шкулĕн ачисем те ăмăртура хастарлăх кăтартнă.

Унтан икĕ ушкăна пайланса волейболла вылянă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Мурайкин ертсе пыракан ушкăн çĕнтерÿçĕ пулнă.

Спорт кунне ку тăрăхри культура ĕçченĕсем, учительсем, “Нива” ЯХПК ĕçченĕсем, ял тăрăхĕн специалисчĕсем активлă хутшăннă. Спорт кунĕ Тралькасси тăрăхĕнчи çынсен асĕнче нумайлăхах юласси иккĕлентермест.



"Пирěн пурнăç"
10 марта 2007
00:00
Поделиться