Шкулпа пĕрлех ÿснĕ, ырă ята тивĕçнĕ
- Пирĕн ачалăх вăрçă çулĕсенче иртрĕ, - пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Мишеркассинче пурăнакан учительница-пенсионерка Надежда Александровна Вазякова. - 1942 çулхи февраль уйăхĕнче атте мана, вырăн çинче чирлĕ выртаканскерне, пырса ачашларĕ те вăрçă хирне тухса кайрĕ. Ун чухне эпĕ тăхăр çултаччĕ. Çамрăклах пирĕн ĕçе кÿлĕнме тиврĕ. Эпир аннесене тыр-пул пуçтарса кĕртме пулăшаттăмăр, çурлапа тырă выраттăмăр, наçилккасемпе кĕлтесене тултса капана хывма хатĕрлеттĕмĕр. 12 çулта чухне мана бригадир тырă выракансем валли ыраш пăтти пĕçерме хушрĕ. Вăрçă нуши пурне те пырса çапрĕ, - терĕ ĕç ветеранĕ.
Пурнăç ерипен иртсе пынă. Вăрçă пĕтнĕ çулхине Надя Трифонова Мишеркассинчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă. 1945-1948 çулсенче Шулюри çичĕ çул вĕренмелли шкулта, унтан пĕр çул Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ.
1949 çулта Н.Трифонова Етĕрнери педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Хаваслансах ăс пухнă вăл кунта. Вăрçăран таврăннă ашшĕ ăна пулăшса тăнă. 1953 çулта педучилищĕне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ те пуçламăш класс учительници пулса тăнă. Анчах учитель ĕçĕ пулман пирки унăн ĕç стажне Калинин районĕнчи Кăкшăм ялĕнчи библиотека заведующийĕнчен пуçлама тивнĕ. Унтан Алгазинăри шкулта пионерсен аслă вожатăйĕ пулса ĕçленĕ. 1955 çулта хастар комсомолкăна ВЛКСМ Калинин райкомĕн пленумĕ çамрăксемпе тата пионерсемпе ĕçлекен уйрăмĕн заведующийĕ пулма суйланă. Тепĕр çултан ăна çак должноçрах ĕçлеме ВЛКСМ Хĕрлĕ Чутай райкомне куçарнă. Икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Н.Трифоновăна Ваçкаçырминчи пуçламăш шкула ачасене вĕрентме янă. Тинех вăл хăйĕн профессийĕпе юратсах ĕçлеме тытăннă. 1958 çул уншăн паллă çул пулса тăнă. Вăл Чăваш патшалăх педагогика институтне филологи факультетне куçăмсăр майпа (заочно) вĕренме кĕнĕ, Мишеркасси ялĕнчи Иван Вазяковпа çемье çавăрса хушаматне улăштарнă. Ăнăçлă вĕреннине кура 1960 çулта Надежда Александровна Вазякована Хватукассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкула вырăс тата чăваш чĕлхипе вĕрентекен учительница тата директорăн çумĕ пулса ĕçлеме куçарнă. Тепĕр çултан Мишеркасси тата Хватукасси шкулĕсене пĕрлештерсе Мишеркассинчи сакăр çул вĕренмелли шкул туса хураççĕ, Н.Вазякована вырăс чĕлхипе вĕрентме хушаççĕ. 1964 çулта Надежда Александровна Чăваш патшалăх педагогика институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Мишеркасси ялĕнчи хĕрарăмсенчен пĕрремĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ специалист пулса тăрать. 1966 çулта Мишеркассинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан вăтам шкул туса хураççĕ. 1969 çулта кунта çĕнĕ шкул çуртне туса пĕтереççĕ.
Ку тапхăрта учительсем çĕнĕ системăпа ачасене вĕрентме тытăнаççĕ. Надежда Александровна та хăйĕн ăсталăхне çулсерен ÿстерсе пырать. Вăл тăрăшнипе вырăс чĕлхипе литература кабинечĕ шкулта лайăххисен шутне кĕрет. Унта нумай тĕрлĕ кăтарту пособийĕсем, таблицăсем, карточкăсем, фонограммăсем упранаççĕ. Кашни урокрах вĕсемпе усă курать учительница. Çăмăл мар учителĕн ĕçĕ. Кашни уроках тĕплĕн хатĕрленмелле, классем пысăк пулнипе (30-40-шер ача) каçсенче çывăрмасăр тетрадьсем тĕрĕслемелле. Хĕрарăмăн килте те нумай ĕç тумалла. Уроксенче ачасем тимлĕн пулни, вĕренме тăрăшни Надежда Александровнана ĕçре хавхалантарнă, вăй хушнă, ÿсĕмсем тума май панă.
1967 çулта вăл класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Шкулта уроксем хыççăн нумай мероприятисем ирттерет, каçхине кăна киле таврăнать. Чуна парса ĕçлемесĕр ÿсĕм пулмасть. Вăл ертсе пынипе шкулта пионер тата комсомол организацийĕсем, тĕрлĕ кружоксем тухăçлă ĕçлеме тытăнаççĕ. Пилĕк çул вăй хурать вăл ку ĕçре.
1972 çулта РСФСР Çут ĕç министерствипе профсоюзăн республикăри комитечĕ Надежда Александровна Вазякована вĕрентÿ ĕçĕнчи ÿсĕмсемшĕн “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” паллăпа наградăлаççĕ. 1981 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ ăна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕн хисеплĕ ятне панă.
Вăтăр икĕ çул хушши ачасене воспитани панă хыççăн 1990 çулта Н.А.Вазякова учительница тивĕçлĕ канăва тухнă, “Ĕç ветеранĕ” медале илме тивĕçнĕ. Çĕршер ачана вăл пурнăç çулĕ çине кăларнă. Манмаççĕ унăн ырă ĕçне вĕренсе тухнисем, уяв кунĕсенче саламлă çырусем яраççĕ, тĕл пулусенче парнесем параççĕ.
Икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ Вазяковсем. Галя Шупашкарта, Валя Украинăра пурăнаççĕ. Çемьеллĕ. Мăнукĕн ачине курма та шăпа тивнĕ ветерансене. Иккĕнех пурăнаççĕ халĕ ватăсем, иртнине аса илеççĕ. Вĕсем ĕçленĕ тапхăрта пурнăç вĕресе кăна тăнă, колхоз экономики вăйлă аталаннă. Учительсем обществăлла ĕçе активлă хутшăннă. Н.А. Вазякована панă грамотăсем çакна çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен пĕрне ĕçпе кану лагерĕнче лайăх ĕçленĕшĕн, теприне вырăспа чăваш шкулĕсем хушшинчи туслăха çирĕплетнĕшĕн, виççĕмĕшне “Искра” колхозăн пĕрремĕш бригадинчи хĕрарăмсен шкулне ăнăçлă ертсе пынăшăн панă.
Çапла Надежда Александровна Вазякова халăх хушшинче ырă ята, хисепе тивĕçнĕ.