Кашнин хăйĕн шăпа
- Пирĕнтен пĕри аннене, тепри аттене хывнă. Раиса малтанрах çуралнă, хыççăн эпĕ. Пиллĕк пĕр тăван эпир: аслисем иккĕшĕ те ывăлсем, ыттисем хĕрсем. Эпир вара - виççĕмĕшпе тăваттăмĕшсем. Пĕчĕк чухне яланах пĕр пек тăхăнса, пĕрле çÿреттĕмĕр, анчах 1-4 классенче вĕреннĕ чухне пире пĕр парта хушшине лартман, пĕр-пĕринчен пăхса çырасран тетчĕç. 5 класран пуçласа вара яланах пĕрле ларнă. Халĕ те, çулсем иртсен те, пĕр-пĕрне курса калаçмасăр пурăнаймастпăр, темле шалти асамлă туйăм пĕрле пулма чĕнет, хистет, пĕри теприншĕн çунсах тăратпăр, - каласа пачĕ Зоя Андреевна.
Чăнах та, йĕкĕрешсемпе тĕл пулса калаçнă чухне вĕсем пĕр-пĕринпе питĕ туслă, килĕштерсе пурăнни сисĕнчĕ. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, ăраскалĕ пулсан та, вĕсем тĕл пулма вăхăт тупаççех.
Палăртмалла, чылай чухне йĕкĕрешсем пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ. Раиса ача чухнех шут ĕçĕпе интересленнĕ. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă, ĕмĕр тăршшĕпех вĕрентÿ пайĕнче бухгалтерта тимленĕ. Зойăна вара апат-çимĕç хатĕрлес професси илĕртнĕ. Çапла вăл ăста повар пулса тăнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшнă.
- Пурнăçа ÿпкелеместпĕр эпир, атте-анне пире çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, тав вĕсене, пĕр тăвансем пурте сывă, тĕрĕс-тĕкел, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатпăр. Çакă - чи пахи.