Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чунри тасалăх çулăмĕпе сипленĕшĕн те тав

Ырă сăмаха тивĕçлĕ çынсем çинчен сăмах пуçарсан манăн Черемушки поселокĕнче фельдшер пулса тăрăшакан Надежда Ивановна Савинкинана асăнас килет.

Шупашкарти медицина училищине пĕтернĕ хыççăн малтанласа вăл Мишеркасси ялĕнче ĕçленĕ. 1995 çулта пурнăç çулĕ ăна поселокри фельдшерпа акушер пунктне илсе çитернĕ. Вăл хăйĕн тивĕçне пурнăçласа сахал мар çынна медицина пулăшăвĕ панă, вилĕмрен çăлса хăварнă самантсем те пулнă. Çĕрлехи шăнкăравсем ăшă вырăн çинчен те тăратса чирлĕ çын патне васкатнă: поселокра ватă çынсем те чылай, малтанхи вăхăтра кашни килте икшер-виçшер ача пулнă. Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем те ун патĕнчех сипленнĕ. Пĕр-ик çул каялла кунта ĕçлекенсен шучĕ 200-300 çынтан та иртнĕ. Хăш-пĕр чух Надежда Ивановнăна хирурги сестринче ĕçлесе опыт пухни те кирлĕ пулăшу панă: çынсем хушшинче тимсĕртерех пулнипе алă-урана кастарни те, ÿксе пуçсене шăтарни те пулкаланă. Кун пек чухне вăр-вартарах пулни вырăнлă. Манăн çавăн пек пулăма курма та тÿр килчĕ. Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕ Ваттисен кунне уявланă вăхăтра пĕр пенсионер аптраса ÿкнине пула Надежда Ивановнăна чĕнчĕç. Вăл çийĕнчех хыпаланса чупса çитрĕ те васкавлă пулăшу пама пуçларĕ, унăн кашни хусканăвĕ вăхăтлă та типтерлĕ, пĕлсе те ăнăçлă ĕçлекен алăсем кĕске хушăрах ват çынна ура çине тăратрĕç.  Çакă мар-и ăсталăх; Хама илес пулсан та, эпĕ яланах унăн пулăшăвне пула ура çинче тесе шутлатăп. Миçе хутчен район больницине çитмен пулĕ, хурласа каламастăп, анчах та санăн пурте йĕркеллех, анализсем те лайăх тесен, кайла таврăнса утни темиçе те пулнă. Мана Надежда Ивановна чăнахах та тĕрĕс диагноз лартса тĕрĕс сĕнÿсем панине Шупашкарти врач патĕнчи сиплев хучĕсем тăрăх пĕлтĕм. Хăйĕн пĕлĕвне те Надежда Ивановна ÿстерсех пырать, ялан кирлĕ литература унăн ал айĕнчех. Пĕлтĕр кăна вăл Шупашкарта темиçе профильлĕ диплома чи лайăх паллăпа алла илчĕ. Надежда Ивановна ăста специалист анчах мар, лайăх мăшăр, амăшĕ те. Упăшки чылай вăхăт вăрман хуçалăхне ертсе пырать. Савинкинсем хĕрпе ывăл ÿстереççĕ, иккĕшĕ те аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Çемье ăшшишĕн, юнашар пурăнакан çынсем таса та сывă пулччăр тесе тăрăшать Надежда Ивановна.

Фельшерпа акушер пунктĕнче яланах çын: пĕрин куçне эмел тумлатмалла, теприн юн пусăмне виçтермелле, виççĕмĕшне район больницинчен илсе килнĕ сиплев хучĕпе сыватмалла, шăл кăларттарма килекенсем те пур. Эпĕ те хама япăх туйрăм та кирлĕ-кирлĕ мар эмел ĕçиччен медпункта кайса килем-ха тесе утрăм. Мана хирĕç поселокри тава тивĕçлĕ пенсионерка З.М.Ванюшина процедурăран таврăнать. Шалта ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ хĕрарăм тĕрĕслеве пынă. Черете кĕтсе вăрман хуçалăх ĕçченĕ суранне çыхтарассишĕн ларать. Район центрне тухса çÿреме питех те йывăр, уйрăмах чирлĕ çынсене. Ĕç вăхăтĕнче те тÿрех тухса кайма май çук. Наукăпа техника прогресĕ малалла кайсан та, çемье центрĕсем уçăлсан та, пирĕншĕн, аякри çынсемшĕн, çакăн пек фельдшер пункчĕсем пурри питех те кирлĕ тесе шутлатăп. Уйрăмах Надежда Ивановна Савинкина пек çынсем пурри тата ун пек ăста специалистсем пулни питĕ те вырăнлă.

Черемушки поселокĕнче пурăнакансем ячĕпе Надежда Ивановнăна çывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, çемьере телей сунатăп. Тавтапуç сана чирлĕ çынсемпе тарават пулнăшăн, эмелпе кăна мар, чунри тасалăх çулăмĕпе сипленĕшĕн те...



"Пирěн пурнăç"
07 марта 2007
00:00
Поделиться