Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕçчен алă валли Ĕç тупăнать

ЮЛАШКИ вăхăтра ялта та хулари пекех тĕрлĕ сăлтава пула ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем курăна пуçларĕç. Ку таранччен ял хуçалăх предприятийĕсенче е пĕр-пĕр учрежденире тăрăшнисем паян ĕçсĕррисен ретне тăчĕç. Вĕсем çеç-и, самана улшăннă тапхăрта аслă пĕлÿ илнисем те ĕçсĕр юлчĕç. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: е предприяти хупăнать, е тата ĕçлекенсен шутне чакараççĕ...

Пĕр 20-40 çул каярах ертÿçĕсем çÿлтен хушнипе ĕçлеме хăнăхнăскерсене, паллах çакна тÿрех ăнкарса илме çăмăлах пулмарĕ. Вăл вăхăтра пирĕншĕн парти шухăшланă, хресчене çĕр çинче ĕçлеме: ака-суха тума, тыр-пул пухса кĕртме, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илме те вăлах «вĕрентнĕ».

Кăмăлсăр пулнă пулин те, çĕр ĕçченĕ майĕпен хăй тĕллĕн шухăшлама та пăрахрĕ: мĕн хушаççĕ - çавна тума тытăнчĕ. Чылай колхоз-совхоз рынок тапхăрĕнче хăйсен çул-йĕрне тупаймасăр арканчĕ.

Пурнăç таппи улшăннине, çĕнĕ вăхăтăн варкăш çилĕ пире çĕнĕлле пурăнма хистенине те сиссе юлаймарăмăр-çке. Информацин çĕнĕ хатĕрĕсемпе технологисем вăй илсе пынă чух, ял хуçалăхĕнче алă вĕççĕн тунă ĕçсене механизациленĕ тапхăрта тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме ял çыннине çăмăл пулмарĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта кăрлачăн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен шучĕ - 172 çын. Вĕсенчен 40,1 проценчĕ аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ* 37,2 проценчĕ вăтам шкул пĕтернĕ.

Çулталăк хушшинче Центр пĕтĕмпе 750 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Вăл шутра: 255 çын яланхи ĕç вырăнĕ тупнă* 495-шĕ вăхăтлăха вырнаçнă. Районта ытларах тин çеç шкул е вăтам професси паракан вĕрентÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăк специалистсем тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупаймаççĕ. Предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем çакна вĕсен ĕç опычĕ çуккипе çыхăнтараççĕ. Тин çеç вĕренсе тухнă çамрăкăн ăçтан-ха ĕç стажĕ пултăр? Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă ярмăркка йĕркеленĕ, унта 12 çамрăк хутшăннă. Предприятисен ертÿçисем 5 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕçсĕррисенчен 29-шĕ центр урлă вĕренсе çĕнĕ специальноçа алла илнĕ.

40 урлă каçнă хĕрарăмсене те районта ĕç тупма йывăр, вĕсен хисепĕ те ĕçпе тивĕçтерекен центрта сахалах мар. Çул юппинче тăма та çăмăл мар.

Вăхăт пĕр вĕçĕм малалла васкать, паянхи пурнăçра ыранхи çинчен шутламаллах пирĕн. Акă юлашки вăхăтра республикăмăрта пулса иртекен ырă улшăнусем ĕçсĕррисен чĕрисенче те шанăç çуратаççĕ. Çаврăнăçуллисем, пуçаруллисем вара паянхи вăхăт таппипе тан утма тăрăшаççĕ. «Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать», - тенĕ ваттисем.

Çĕршыв аталанăвĕн наци пĕлтерĕшлĕ проекчĕсенчен пĕри шăпах «АПК аталанăвĕ». Хальхи вăхăтра вăл килти хушма хуçалăха тупăшлă аталантармалли тĕп çăл куçсенчен пĕри пулса тăрать. Иртнĕ çул вăя кĕнĕ проект хресчен çемйине витĕмлĕ пулăшу пачĕ.

«Ялта пурăнакан 13 пине яхăн çемье хăйсен уйрăм хушма хуçалăхне аталантарма 1 миллиард та 812 миллион тенкĕлĕх çăмăллăх кредитне илчĕ, пурлăхне пуянлатрĕ», - терĕ Республика Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Лайăх пурăнас текенсем никам çине шанмасăр, çÿлтен такам пăрахса парасса кĕтмесĕр, хăйсен вăй-хăвачĕ çине шанса патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма тытăнчĕç. Çĕр ĕçченĕ тинех тарăннăн сывласа, малашлăхра пуласлăхăн çирĕп никĕсĕ палăрнине чĕрепе туйса илчĕ.

Етĕрне районĕнчи 596 çын иртнĕ çул 89 миллион та 595 тенкĕ кредит илчĕ. Хĕрлĕ Чутайра 478 çын 52 миллион тенкĕ илсе килти хушма хуçалăха аталантарма усă курчĕ. Патшалăх уйăрса панă кредитпа хресчен çемйи ăратлă выльăх-чĕрлĕх тата пысăк репродукциллĕ ял хуçалăх культурисен вăрлăхне туянчĕ, техникине çĕнетрĕ, выльăхсене хупса усрама хăтлă витесем туса лартрĕ. Ял çынни илнĕ укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курни куç умĕнчех. Акă, Етĕрне районĕнчи уйрăм хушма хуçалăхсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче аш-какай туса илесси иртнĕ çул 2005 çулхипе танлаштарсан 250 тонна, сĕт сăвăмĕ 357 тонна ÿснĕ. Выльăхсен шучĕ те самаях ÿснĕ.Уйрăм хушма хуçалăхсенче ял çыннисем 5-10-шар ĕне, 20-100 пуç сысна усраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи кивĕ фермăсене арендăна илсе тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Ĕçленине кура хресчен тупăшне те илет. Ял çыннисем «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕн уссине курчĕç, маларах кăштах ĕненмесĕр тăчĕç пулсан, халĕ пĕр хăрамасăрах унпа тухăçлă усă курас тĕллевлĕ.

Иртнĕ çул çăмăллăх кредитăн виçи 300 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал 1 миллион таран илме пулать. Çакă ял çыннисене çĕнĕ техника, выльăх-чĕрлĕх туянма кăна мар, çĕр ĕçченĕ туса илнĕ продукци тирпейлекен оборудовани туянма та май парать. Паян республикăра ял хуçалăх продукцине тирпейлекен предприятисем çукпа пĕрех. Хушма хуçалăхра туса илекен пахча çимĕçе, аш-какая вырнаçтарма кăткăсрах. Çакă ял çыннисен умне чăрмавсем кăларса тăратма пултарать.

Шăпах çак ыйтăва наци проекчĕ татса пама пулăшĕ, пирĕн вара унпа тĕллевлĕ усă курассишĕн çанă тавăрса ĕçлемелле кăна. Патшалăх енчен паракан çăмăллăх чăннипех те хушма хуçалăха витĕмлĕ аталантарса ял хуçалăхĕнче туса илекен продукци калăпăшне пысăк хăвăртлăхпа ÿстерме май парĕ. Тепĕр енчен, ялта ĕçсĕр юлнă çынсем те алă усса лармĕç. Ял çыннисен ăс-хакăлĕ, кăмăл туртăмĕ ырă енне улшăнма тытăнчĕç. Вăй илсе аталанакан уйрăм хушма хуçалăхсен ÿсĕмĕ ыттисене те хавхалантарать. Кăçал ялсенче наци проекчĕн кредичĕпе усă курас текенсен хисепĕ палăрмаллах ÿсĕ.



"Хыпар"
06 марта 2007
00:00
Поделиться