Смотр-отчет пуçланчĕ
Кăçалхи смотр-отчета “Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!” ятпа район йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалласа ирттерме палăртнăччĕ. Çавăн пекех вăл XX-мĕш ĕмĕрĕн паллă композиторĕ В.П.Соловьев-Седой çут тĕнчене килнĕренпе 100 çул тата П.Ялкир поэт-юрăç, Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа иртнине пĕлтермелле.
Пултарулăх коллективĕсен смотр-отчетне кăçал “Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ” муниципаллă культура учрежденийĕн ĕçченĕсем февралĕн 22-мĕшĕнче пуçларĕç. Чи малтанах райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н. Самсонов смотр-отчет пуçланни, вăл мĕнле уявсемпе çыхăнса иртни çинчен калаçрĕ, культурăпа кану центрĕн директорне А.И.Магаськина сăмах пачĕ.
Алексей Иванович иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Культурăпа кану центрĕн ĕçĕ ЧР Президенчĕн 2006 çулта ЧР Патшалăх Канашне янă “Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле” Çырăвĕпе килĕшсе тăрса йĕркеленсе пынă. Çамрăксен канăвне йĕркелемелли тĕп мелсенчен пĕри дискотека пулнă. Çавăн пекех яшсемпе хĕрсем валли “Кивĕ Çĕнĕ çул”, “Татьяна кунĕ”, “Юратакансен тĕл пулăвĕ”, “Айтăр-ха, каччăсем!” тата ытти мероприятисем ирттернĕ. Çамрăксен творчествăлла активлăхне хавхалантарас тĕллевпе 16-20 çулхи каччăсемпе хĕрсем хушшинче “Чутай пики” конкурс йĕркеленĕ. Атнар хĕрĕ В.Волкова “Билайн” компанирен сотовăй телефона тивĕçнĕ. Районта ял тăрăхĕсен командисем хушшинче КВН вăййисем те иртнĕ. Финал вăййисем хыççăн малти вырăна Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн çамрăкĕсен “Спрайт” ушкăнĕ тухнă, икĕ кассетăллă магнитофонлă пулнă. Вăйăсен спонсорĕ культурăпа кану центрĕ пулнă. Çÿлерех асăннисемсĕр пуçне тата чылай мероприяти иртнĕ.
Культурăпа кану центрĕнче халăх хорĕ, ветерансен халăх хорĕ, халăх театрĕ тата бал ташшисен “Акăш” халăх ансамблĕ ĕçленине палăртмалла. Вĕсен çитĕнĕвĕсем те çук мар. Акă, Элĕк салинче иртнĕ “Ташша яра пар!” зонăри фестивальте “Акăш” виçĕ номинацире (халăх, эстрада, чăваш) хутшăннă. Ветерансен халăх хорне ачасемпе çамрăксен ăс-хакăл аталанăвне тÿпе хывнăшăн тата çÿллĕ шайри ăсталăхшăн иртнĕ çулта район администрацийĕн Дипломĕпе чысланă. Çĕмĕрлере йĕркеленĕ зонăри смотра хутшăнса хор Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Халăх театрĕн иртнĕ сезонĕ икĕ премьерăпа палăрса юлнă. Н.Сидоровăн “Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть” тата А.Вампиловăн “Свидание” камичĕсемпе театр чылай ял халăхне савăнтарнă. “Шокăль” ансамбль вара Н.Новгород хулинче Раççей кунне тата Улатăрта Республика кунне уявланă çĕре хутшăннă.
2006 çулхи тупăш, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 55 процент ытларах пулнă. Çавна пулах ĕнтĕ центрăн пурлăхпа техника бази самаях çирĕпленнĕ. Калас пулать, тĕрлĕ аппаратура, 2 компьютер, цифрăллă фотоаппарат, 2 микрофон, сĕтел-пукан, ветерансен хорĕ валли çи-пуç туяннă. 110 пин тенкĕ ытла шалти юсав ĕçĕсене пурнăçлама кайнă.
А.И.Магаськинăн тĕплĕ доклачĕ хыççăн район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева салам сăмахĕсем каларĕ. Вăл ветерансене, арçынсемпе яшсене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламларĕ, ĕлĕкех çар тивĕçне пурнăçласси арçынсем çине тиеннине аса илтерчĕ, Тăван çĕре хÿтĕлеме яланах хатĕр пулнăшăн тав турĕ, малашнехи пурнăçра сывлăхлă пулма сунчĕ.
Смотр-отчета малалла концерт тăсрĕ. Ăна Регина тата Рената Чишкинасем ертсе пычĕç. Чи малтанах ветерансен халăх хорĕ “Кĕреке юрри”, “Йăс таканлă” юрăсене шăрантарчĕ. Арçынсен ушкăнĕ те куракансене юрă парнелерĕ. Ачасем вара сцена çине “В ритме марша” ташăпа тухрĕç. Халăх хорĕ, культурăпа кану центрĕнче тимлекенсем, “Шуçăм” ансамбль пĕрин хыççăн тепри илемлĕ те савăк юрăсем шăрантарчĕç. “Брачное агентство” сценка та куракансен кăмăлне кайрĕ.
х х х
Февралĕн 23-мĕшĕнче Серенкассинчи Культура çуртĕнче Ачкасси тăрăхĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Калас пулать, ачкассисен смотр-отчетне район пуçлăхĕ А.И.Криков хутшăнчĕ. Александр Иванович иртнĕ çула пĕтĕмлетсе тата умри тĕллевсене палăртса доклад туса пачĕ. Унăн сăмахĕнче Серенкасси тата Калкасси ялĕсенчи Çĕнĕ урамсенче электричество çутин юписене лартни пирки тата унта кĕçех çутă çитесси, Калкасси ялĕнче асфальтлă çул пуласси (шкул патне çити), “Путь Ильича” колхоза пĕтме памалла мар тесе чĕнсе калани палăрчĕ.
Çавăн пекех ачкассисен смотр-отчетне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.И.Мидушкин хутшăнчĕ, район бюджечĕпе паллаштарчĕ. Серенкасси шкулĕн директорĕ А.И.Тверсков хăйĕн калаçăвĕнче шкулти 1 компьютер 6 ачана тивĕçнине, классенче тата ача садĕнчи пÿлĕмсенче ăшă пулнине палăртрĕ.
Ачкасси ял тăрăхне 6 ял кĕрет: Ачкасси, Калкасси, Серенкасси, I Липовка, Шулю, Ваçкаçырми. Ял тăрăхĕнче демографиллĕ лару-тăру ырă еннелле улшăнса пырать теме çук. 2006 çулта 14 ача çуралнă, 56 çын вилнĕ. Шулю ялĕнче вара пĕр чун тĕпренчĕкĕ те çут тĕнчене килмен, 19 çын çĕре кĕнĕ. Ачкасси ял тăрăхĕнче 4 ачаллă çемьесем тăваттă.
Палăртма кăмăллă, иртнĕ çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче район пуçлăхĕ А.И.Криков “Районти чи лайăх ял тăрăхĕ” конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн йышăну кăларнă. Комисси членĕсем çирĕп тĕрĕслев тунă хыççăн Ачкасси ял тăрăхне II степеньлĕ Диплом тата 30 пин тенкĕ укçа парса чысланă. Тÿрех каламалла, ял тăрăхĕсен ĕçĕ нумай енлĕ. Çавăнпа вĕсен ĕçне хаклама та çăмăл пулман, чи пĕлтерĕшли - экономикăпа социаллă ыйтусене, ЧР Президенчĕ лартнă тĕллевсене вăя кĕртессипе мĕнле ĕçсем пурнăçланни тĕп вырăнта пулнă.
- Умри тĕллевсем пысăк, тумалли ĕçсем чылай, халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, пулăшса пырсан палăртнине тума пулатех, - тесе палăртать Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Семенович Патьянов.
Юрă-ташă ăстисем пирки çакна калама пулать. Концерт программи пуян пулчĕ тесен те юрать. Куракансен умне чылай юрă-ташăпа шкул ачисем тухни савăнтарать. Уйрăмах О.Данилова (Шулю ялĕнчен), В.Логинова (Ваçкаçырминчен), Е.Мидушкина (Серенкассинчен), И.Кудряшова (I Липовкăран) шăрантарнă юрăсем пухăннисен кăмăлне кайрĕç.