Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Патриотизмла юрăсен фестивалĕ

Февралĕн 22-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче патриотизмла юрăсен фестивалĕ иртрĕ.

Фестивалĕн тĕллевĕсемпе задачисем - ачасен чунĕнче Раççей патшалăх историйĕнче паттăрлăхпа палăрнă салтаксене, воин-интернационалистсене чыслама тата хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме, пурнăçра кирлĕ çын пулса ÿсме вĕрентесси. Çавăн пекех талантлă ачасене тупса палăртасси, вĕсен тавра курăмне аталантарасси.

Фестивальте районти шкулсенче вĕренекенсем патриотизм темипе çырнă сăвă-юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç. Çамрăк артистсем Тăван çĕршыв çинчен хывнă тата салтак юррисене чăвашла та, вырăсла та шăрантарчĕç. Кунта аслă классенче кăна мар, кĕçĕн классенче ăс пухакансем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уйрăмах Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем, “Святая Русь” ансамбле çÿрекенсем (ертÿçи Ирина матушка) Тăван çĕршыв çинчен хывнă юрăсемпе пурне те тыткăнларĕç. Питĕркасси шкулĕнче 4 класра вĕренекен Сергей Фадеев салтак юррисене пултаруллăн шăрантарнипе асра юлчĕ. Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче ăс пухакан О.Тимофеева Чăваш Ене мухтаса  çепĕç юрă парнелерĕ. Тралькассинчи вăтам шкулта 1-мĕш класра вĕренекен Т.Мурайкина салтаксене халалласа “Сто дней до приказа” илемлĕ юрă шăрантарчĕ. Атнар шкулĕнче вĕренекенсем те фестивале лайăх хатĕрленнĕ. Мăнэтменсем те пуян программăпа килсе çитнине палăртмалла.

Жюри членĕсем, председателĕ райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ А.В.Белова, вĕренекенсен пултарулăхне тивĕçлĕ хак пачĕç, Дипломсемпе тата призсемпе чысларĕç. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, фестиваль çĕнтерÿçисем Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи артистсем пулчĕç, иккĕмĕш - Атнар, виççĕмĕш - Питĕркасси шкулĕнче вĕренекенсем. “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин вырăнти уйрăмĕн парнисене Т.Мурайкина (Тралькасси), С.Фадеев (Питĕркасси), О.Тимофеева (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ) тивĕçрĕç. Хĕрлĕ Чутайри РОСТО Канашĕн председателĕ  В.В.Егоров фестивальте малти вырăнсене йышăннă шкул коллективĕсене Хисеп грамотисем тата укçан преми парса хавхалантарчĕ, малашне те çарпа патриотизм тата оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхне хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Палăртмалла, тĕрлĕ сăлтавсене пула Мишеркассипе Тури Çĕрпÿкасси шкулĕсен коллективĕсем фестивале хутшăнаймарĕç, çавăнпа  унти талантсем сцена çине тухаймарĕç.

Çар тата салтак çинчен хывнă юрăсем малашне те шăранччăр, çамрăк чунсенче патриотизмла туйăмсем çуратчăр.



"Пирěн пурнăç"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться