Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çын пурнăçĕ татăлнă

Инкек куçа курăнса килмест. Хĕллехи тапхăрта уйрăмах вут-кăварпа сыхă пулмалла. Акă, февралĕн 21-мĕшĕнче, каçпа, Шуккакасси ялĕнче пысăк инкек пулнă - пушарта кил хуçи Иван Николаевич Яркин (41 çулхискер) вилнĕ. Сăмах май, арçын пĕчченех пурăннă, “хаяр шĕвеке” тиркесех кайман. Ÿсĕрле вырăн çинче пирус мăкăрлантарнăранах кил-çурта вут-çулăм ярса илнĕ. “Хĕрлĕ автан” вара ниме те шеллемест. Ĕçке пулах çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Февралĕн 24-мĕшĕнче, 14 сехет те 30 минутра, пушар хуралне Тихăнушкăнь ялĕнчен шăнкăрав çитнĕ - пăру ферминче пушар тухнă. Пĕрремĕш пулăшăва ялта пурăнакансем И.Кирилловпа Г.Медведев, унтан М.Долгов çитнĕ, хăвăртрах пăрусене (пурĕ 70-е яхăн) сăнчăртан вĕçертсе урама кăларнă. Вĕсен паттăрлăхне пула выльăх-чĕрлĕхе  сыхласа хăварнă. Пушар тухнин сăлтавне тĕпченĕ тăрăх, вут-çулăм электрооборудованипе усă курнă чух асăрхануллă пулманран тухнă.



"Пирěн пурнăç"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться