Петр Ялкира асăнса
Февралĕн 19-мĕшĕнче, шăп та лăп, чăвашсен паллă поэчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чылай çул районти хаçат редакцийĕнче тимленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Петр Алексеевич Ялкир пурăннă пулсан 85 çул тултаратчĕ. Шел те, хисеплĕ çыннăмăр 2006 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчепе сыв пуллашрĕ. Паянхи кун унăн вил тăприйĕ мăшăрĕпе, Клавдия Васильевнапа, юнашар Вăрнар районĕнче. Анчах та, П.Тихонов пирĕнпе юнашар мар пулин те, унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕрере упранĕ.
Çавăнпа та, февралĕн 19-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче районăн Хисеплĕ гражданинне халалласа асăну каçĕ иртрĕ. Палăртнă мероприятие район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева, райадминистрацин пайĕсен начальникĕсем, шкулсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, таврапĕлÿçĕсем, культура ĕçченĕсем пухăнчĕç. Асăну каçне районти «Çын тата çут çанталăк» музейăн директорĕ З.С.Спиридонова йĕркелесе ертсе пычĕ. Пухăннисем чи малтанах чăвашсен паллă поэчĕн сăвă пуххисенчен йĕркеленĕ «Ĕмĕтĕм ман пысăк» ятлă куравпа паллашрĕç. Унтан вĕсем районти тĕп библиотекăн ĕçченĕ Л.Майорова вуланă «Кун-çул илемĕ» сăввине итлерĕç, Шулю шкулĕнчи вожатăй Г.А.Бровкина П.Ялкирăн пурнăçне аса илтерчĕ, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Шереметьева тата районти ветерансен хорĕн солисчĕ Ю. Егоров пĕрремĕш тĕл пулусем пирки каларĕç, Петр Алексеевичăн пиччĕшĕн хĕрĕ Мăн Этмен шкулĕн директорĕ М.И. Ярадаева тăванне хисеплесе çакăн пек мероприятие ирттерекенсене тав сăмахĕ каларĕ. Пухăннисем Хĕрлĕ Чутай салинчи культура ĕçченĕсен тата ветерансен хорĕн юррисене итлесе киленчĕç, районти шкулсенче вĕренекенсем поэтăн сăввисемпе паллаштарчĕç. Палăртма кăмăллă, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем Наташа Шорникова, Александра Фондеркина, Татьяна Кудряшова, Мăн Этмен шкулĕнчи Екатерина Ерофевапа Елена Ельмова, Серенкассинчи Вероника Мидушкина, Хусанушкăнчи Алена Пакрушова тата Шулюри Алена Павлова сăввăсене илемлĕн пăхмасăр каларĕç, парнеллĕ пулчĕç.