"Кайăк тусěсем"
!["Кайăк тусěсем"](https://fs01.cap.ru/gov-home/69//2007 foto/2007_02_22_05/006.jpg?i=38)
Кăçал çанталăк сивě тăмасан та хĕл каçма килнĕ кайăксене апат-çимěç тупма питě йывăр. Çавăнпа Мишеркасси вăтам шкулěнче çиччěмěш класри ачасене «кайăк тусěсем» тесе шутлама пулать. Çав класри маттур ачасем кайăксем валли илемлě кормушкăсем туса пачěç. Çав ытарайми лайăх ěçре Эдик Хрисановпа Николай Сорокин паллăрчěç. Вěсен кормушкисем кайăк-туссем валли питě илемлě, апатланма та питě лайăх. Çиччěмěш класри ачасем вěсене кашни кун пăхса тăраççě, çăкăр тěпренчěкěсемпе тырăпа апатлантарсах тăраççě. Кайăк-туссем кормушкăсенчен апатланни, çиччěмěш класри ачасемшěн питě пысăк савăнăç.