Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чутай пикисем этноэстетика тавра курăмлăхĕпе - Шупашкарта

Çын çут çанталăк йĕр­кипе çĕнни патне малаллах талпăнать. Унăн тĕллевĕсем улшăнаççĕ, пуянланаççĕ. Çавăнпа та хушнине çеç тăвакан е компромислă шухăшлакансем паянхи куна тивĕçтереймеççĕ. Техногенăллă обществăна халĕ пурнăçа урăхлатма пултаракан, çĕнетекен, нумай пĕлекен, хăйĕн тавра курăмлăхне теприне çитерекен, ертсе пыракан ĕçчен те хавхаланчăклă çын кирлĕ.

Кун пек идеала пĕр вăхăтрах тупма хĕн, паллах, ăна хатĕрлемелле. Анчах çакна массăллă репродукци енĕпе шкул та кăлараймасть. Унсăр пуçне пултарулăха потоклă май çине те лартаймăн. Йывăр ыйтусене, кирлĕ тĕллевсене пурнăçлама шкулсене темиçе çул каялла «Технологи» ятлă çĕнĕ предмет кĕртнĕ. Вăл ачасене ĕçе хăнăхтарма çеç мар, тухса тăракан проблемăсене хăй тĕллĕн планлама вĕрентекен урок пулмалла.

Технологи урокĕсенче ачасем предмет тытăмĕпе творчествăлла проектсем тума хăнăхаççĕ. Проектлă метод вĕренекенсене тавралăха тĕрлĕ енчен тĕпчеме хистет. Лартнă тĕллевсене пурнăçлама шкул ачисем ăслăлăх, творчество, технологи, халăх йăли-йĕрки, эстетика, экономика тата ытти енчен пăхаççĕ.

Ку ырă вĕрентÿ шкулсенче мĕнле пурнăçланнине республика шайĕнче ирттернĕ технологи предмечĕн олимпиади кăтартса пачĕ. Олимпиада январь уйăхĕн 24-25-мĕш кунĕсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртрĕ. Унта республикăри пĕтĕм пултаруллă вĕренекенсем хăйсен творчествăлла проекчĕсемпе паллаштарчĕç.

Хÿтĕлеме тăратнă проектсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи творчествăлла ĕç самаях палăрчĕ. «Тури чăвашсен хальхи наци тумĕ. Халăх йăли-йĕрки тата çĕнĕлле курăну» ятлă творчествăлла проекта 10 А класри пултаруллă  Марина Никитинапа Александра Захарова хатĕрленĕ, ертсе пыраканĕ - технологи вĕрентекенĕ Галина Петровна Артемьева. Проектра халăхăн йăли-йĕркине, уйрăмах унăн этноэстетика енне тĕплĕнрех уçса парассине вĕренекен хĕр упраçсем анлăн палăртнă. Вĕсем çапла çыраççĕ: «Мĕн пĕчĕкренех хĕр ачасене авалхи йăла - туй хитрелĕхĕ илĕртет. Пĕррехинче чăваш туйĕнче пулма тÿр килчĕ. Унта халăх тумĕпе юрă-ташă пĕрле çыхăнни тÿрех курăнчĕ. Вырăс халăхĕн йăли-йĕрки хушшинче çитĕннĕ пирки, туй çи-пуçне, унăн эрешĕсене, пĕлтерĕшĕсене пĕлменни кăсăклантарчĕ. Çавăнпа эпир Чутай тăрăхĕнчи туй тумне, хальхи хĕр кĕпине нациллĕ стильпе çĕлеме шухăш тытрăмăр.

Вĕсене сутăн илме те пулать, анчах вăл кĕпесенче пире эстетика туйăмĕпе илĕртекен уйрăмлăхсем çук. Çавăнпа эпир Чутай тăрăхĕн этноэстетика йĕркисене шута илсе хамăра килĕшекен халăх кĕписене çĕлеме палăртрăмăр».

«Проекта хатĕрленĕ чухне ялти ватăсемпе калаçрăм, тĕрлĕ библиотекăсенче этнографи, халăх ал ĕç искусстви, этноэстетика çинчен çырнă нумай кĕнекесене тĕпчерĕм. Туй хитрелĕхне, унăн йăла уйрăмлăхĕсене, туй арăмĕн çи-пуç-эрешне ăнланма мана хамăн асанне (Кив Ирчемес ялĕнче пурăнакан  Анна Петровна Никитина) нумай пулăшрĕ», - каласа парать пултаруллă Марина.

Шкулта проектлă методăн вĕрентÿ тĕллевĕ - ачасене хăй тĕллĕн вĕренме вĕрентесси. Асăрхарăмăр ĕнтĕ, ку енĕ ачасен проектĕнче сисĕнет. Çавăнпа, малтанах палăртнă алгоритма шута илсе, Маринăпа Александра маркетинг тĕпчевĕ тунă, этнографи материалĕсене, халăх тумĕн этноэстетика уйрăмлăхĕсене экономика ыйтăвĕсемпе çыхăнтарнă. Вĕсене шута илсе, пулас кĕпесем валли тĕрлĕ вариантлă ÿкерчĕксем сĕннĕ.  Александра Захарова Чутай тăрăхĕнчи туй арăмĕн тумне, Марина Никитина çамрăк хĕрсен хальхи наци кĕпине конструкциленĕ, хăйсемех технологи карти тунă.

Кун пек вĕрентÿ ĕçĕ ачасене пурнăçра харпăр хăй тĕллĕн ĕç пуçарма вĕрентет. Çавăнпа 10 А класс хастарĕсем, творчествăлла проект алгоритмне шута илсе, хăйсен ал ĕç фирмине палăртса «Чутай пики» ят панă. Унта вĕсем çынсене туй кĕписем, алăпа тĕрленĕ хальхи наци тумĕсем çĕлесе пама сĕнеççĕ.

Республикăри олимпиадăн жюри членĕсем проект ĕçне, çÿлте асăннă творчество уйрăмлăхĕсене çеç мар, автор ăна мĕнле хÿтĕлеме пултарнине те уйрăм пăхаççĕ. Маринăпа Александра хăйсен творчествăлла ĕçне комплекслă презентацилерĕç. Хÿтĕлевре халăх ăслăлăхĕ, унăн эстетика туйăмĕ Чутай туй тумĕсем витĕр лайăх палăрчĕ. Технологи вĕрентекенĕн Галина Петровнăн ĕçне Чутай пикисем çеç мар, ытти шкул ачисем пурăнан пурнăçра пăрахмĕç, унпа усă курĕç. Гимнази хыççăн темле профессие алла илсен те, çак вĕренекенсем этноэстетика туртăмлăхне сыхласа хăварасса ша­наççĕ шупашкарсем.



"Пирěн пурнăç"
21 февраля 2007
00:00
Поделиться