Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çăварни уявларăмăр, хĕле ăсатрăмăр

Çут çанталăк кăçал тĕлĕнмеллипех тĕлĕн­терчĕ. Шартлама сивĕ çанталăк тăмалла чухне çумăр лÿшкерĕ, Хĕле ăсатса Çуркуннене çул памалли вăхăт çитсен вара чăн-чăн хĕл кунĕсем хуçаланчĕç. Акă, кăçал Хĕл ăсатăвне ытти чухнехинчен иртерех уявларăмăр, иртнĕ çулсенче вăл ытларах март уйăхĕнче килетчĕ.

Акă, шăмат кун вăрман леш енче пурăнакансем  те çак уява паллă тунă. Кунти халăха уяв ячĕпе район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ  Т.Н.Шереметьева ăшшăн саламланă. Лашасемпе тройкăсен чупăвне виçĕ ял тăрăхĕ хутшăннă, анчах  Хусанушкăнь ял тăрăхĕн çеç тройка пулнине палăртмалла. Кăтартусем тăрăх,  “Чи лайăх тройка”, “Чи лайăх колонна”, “Чи лайăх лав” номинацисенче Хусанушкăнь ял тăрăхĕ çĕнтернĕ, музыка центрне тата DVD-пе  сотовăй телефона тивĕçнĕ. Штанаш ял тăрăхĕн пултарулăх ушкăнĕ чи лайăххи пулнине те палăртнă.  Кив Атикасси ял тăрăхне вара çак уява йĕркелесе ирттерес ĕçре активлă пулнăшăн райадминистрацин Тав çырăвĕпе чысланă.

Вырсарни кун Хĕрлĕ Чутайри Çĕнтерÿ лапамĕнче ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăраса кăмăла çĕклерĕ, уява хăвăртрах тухма чĕнчĕ. Лăшсăр юр çуни вара чылайăшне, тен, килтех ларма хистерĕ. Апла пулин те, халăх Çăварни уявне пухăнкаларĕ. Пĕрин хыççăн тепри вырнаçса тухнă лавккасем уява килнисене хăйсен тĕрлĕ таварĕпе илĕртрĕç. Техĕмлĕ шашлăк шăрши те тутанса пăхма астарчĕ. Карусельпе çаврăнса ача-пăча савăнчĕ. Фонтан патĕнче ал ĕçĕсен ăстисен куравĕ хăйĕн патне туртрĕ. Кунта Кÿпеш ялĕнчи З.Перепелкинан, Питĕркассинчи Е.Охливанкинан  тĕрленĕ япалисене, Хĕрлĕ Чутайри ачасемпе çамрăксен пултарулăх Çуртне çÿрекенсен ĕçĕсене курма пулчĕ.

Часах ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ умĕнче Тралькасси ял тăрăхĕн пултарулăх ушкăнĕ юрăпа савăнтарчĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕ çумĕнчи “Хăмăш” ансамбль те халăха юрă парнелерĕ. Унтан сцена çине район ертÿçипе А.И. Криковпа пĕрле хĕрлĕчутайсен “Чавал” ентешлĕхĕн председателĕ П.В.Ивантаев хăпарчĕç. Калас пулать, Çăварни уявне çавăн пекех “Чавал” ентешлĕхĕн председателĕн çумĕ А.П.Самылкин, ЧР Президент Администрацийĕн  эксперт пайĕн начальникĕ В.А.Борисов, Шупашкарти  керамблоксен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Н.Кандейкин, 80-мĕш çулсенче района ертсе пынă И.В.Пугачев, ентешлĕхĕн активлă членĕ, Сывлăх сыхлавĕн министерствин районти тĕп больницăн кураторĕ пулнă Р.А.Петрова тата ЧР Президент Администрацийĕн консультанчĕ  Л.В.Белов хутшăннине палăртмалла. Чи малтанах райадминистрацин пуçлăхĕ Александр Иванович сăмах илчĕ, ял çыннисене уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, творчествăлла ÿсĕмсем, ăнăçу тата тату пурнăç сунчĕ. Унтан А.И.Криков 2006 çул пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Предприятисемпе организацисен тавар çаврăнăшĕ, 2005 çулхипе танлаштарсан, 36 процент чухлĕ ÿснĕ, урăхла каласан, 194 миллион тенкĕпе танлашать. Ку енĕпе “Четайский”, “Янтарь” тата “Сельхозэнерго” ТЯО-сен, “Быт” МП, “Резон” ХАО ĕçне ырламалла.

- Ял хуçалăхĕпе илсен, пĕтĕмпе иртнĕ çулта 11 615 тонна тыр-пул туса илнĕ, çакă 2005 çулхинчен 1030 тонна ытларах. Кашни гектартан вăтам тухăçлăх 18,4 центнерпа танлашнă, 2005 çулта 2 центнер сахалрах пулнă. Районти вăтам кăтартусенчен тыр-пул тухăçлăхĕ “Свобода” колхозăн, “Коминтерн” тата “Аккозинский” ЯХПК-сен, “Асамат” ТЯО-н пысăкрах пулнине палăртмалла. Анчах та иртнĕ çулталăкра ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт туса илесси 0,7 процент, аш илесси вара 8 процент чакнă. 2006 çулта хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхĕн хисепне чакарассине чарса лартма пултартăмăр.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине татах та лайăхрах аталантарас тесе “Коминтерн” ЯХПК 2006 çулта сысна фермине реконструкцилеме 11 миллион тенкĕлĕх кредит илчĕ. Калас пулать, кăçалхи çул валли фермăсенче строительство, реконструкци, модернизаци ĕçĕсем ирттерме 8 ял хуçалăх предприятийĕ 38 миллион тенкĕлĕх заявка тăратнă. 2007 çулта ял хуçалăхĕсенче аш тата сĕт туса илесси ÿсессе шансах тăратпăр.

Килти хушма хуçалăха аталантарма 478 граждан 52 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ.

Иртнĕ çул хушшинче районта виçĕ потребитель кооперативĕ йĕркеленчĕ: Пантьăк ял тăрăхĕн территорийĕнче “Родник”, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче - “Агрика”, Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче - “Залесное-Согласие”. Сăмах май каласан, пирĕн кашни ял тăрăхĕнче пĕрер потребитель кооперативĕ пулмалла.

Çывăх 2 çул хушшинче пирĕн çул-йĕр строительствине вĕçлемелле. Урăхла каласан, 26 яла 46 километр хытарнă çул пĕрлештерĕ. Çак ĕçе 430 миллион тенкĕлĕх пурнăçламалла. Палăртмалла, 22 километрне кăçалхи çулта тумалла.

“Вĕрентÿ” тата “Сывлăх сыхлавĕ”  наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланса пынине те палăртма кăмăллă. Вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази самаях çирĕпленчĕ. Çĕнĕ информаци технологийĕсем активлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра районта 16 вĕренекен пуçне 1 компьютер тивет. Пур шкулта та Интернет çыхăнăвĕпе электрон почти пур. Шулюри тата Хăмарккари шкулсем тата “Родничок” ача сачĕсĕр пуçне ытти вĕрентÿ учрежденийĕсене газификациленĕ.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен йышĕ те ÿссех пырать. Вĕсен йышĕ 4 çитрĕ. Кăçал Тралькасси, Сĕнтĕкçырми ялĕсенче уçма палăртатпăр. 2006 çулта 7 тĕслĕх библиотека уçнине те асăнмалла, чылай культура учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

2006 çул Раççей патшалăхĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Иртнĕ çул вырăнти хăй тытăмлăх реформин çулталăкĕччĕ. Çак тапхăрта ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчен çирĕпрех ыйтасси ÿсрĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн ЧР Патшалăх Канашне “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” Çырăвĕ тата “Ача çулталăкĕ çинчен” Указĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемшĕн 2007 çул валли програмлă документ вырăнĕнче шутланаççĕ. Н.В.Федоров унта виçĕ тĕп приоритетлă задача палăртнă: халăха упрасси, инновациллĕ экономика йĕркелесси,  коррупцие тĕп тăвасси тата патшалăх эффективлăхне пĕтĕмĕшле ÿстересси, - терĕ Александр Иванович.

Унтан вăл кăçал август уйăхĕнче район йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине, Хĕрлĕ Чутай сали 425 çул тултарнине уявлассине аса илтерчĕ, Раççей Президенчĕ палăртнă наци проекчĕсене (вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче, ял хуçалăхĕнче тата кил-çурт строительствинче), республика тата район программисене пурнăçа кĕртес ĕçре район халăхĕ те вĕсен пĕлтерĕшне, ăнланса пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.

Ун хыççăн район халăхне уяв ячĕпе чĕререн хĕрлĕчутайсен “Чавал” ентешлĕхĕн председателĕ П.В.Ивантаев саламларĕ. Вăл халĕ иртнине пĕтĕмлетмеллине, умри тĕллевсене палăртмаллине, тумалли ĕçсем татах та нумаййине пĕлтерчĕ. Петр Васильевич пурте пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен, çирĕп ыйтсан ÿсĕм пулатех терĕ.

Уява малалла ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тăсрĕç, Хĕл Çуркуннене çул панине евĕрлесе пачĕç. Унтан тĕрлĕ ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем халăха юрă-ташă парнелерĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, лашасемпе тройкăсен чупăвне Хĕрлĕ Чутай, Атнар, Ачкасси, Пантьăк ял тăрăхĕсем хутшăннине палăртмалла. Атнар тата Ачкасси ял тăрăхĕсем тройкăсем те кăларма пултарнă. Тĕрĕссипе калас-тăк, хальхи вăхăтра лашасен хисепĕ районĕпе чаксах пырать, хуçалăхсенче вĕсем вуçех сахал. Чупăва та ытларах уйрăм çынсен лашисем хутшăнни сисĕнчĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕн вара “тимĕр лашасем” çеç чупăва тухнă. Ытти ял тăрăхĕсен те пурччĕ-ха.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе Ачкасси ял тăрăхĕ “Чи лайăх тройка” номинацире  пĕрремĕш пулчĕ, Атнар - иккĕмĕш. Вĕсене музыка центрĕ парнелерĕç. “Чи лайăх капăрлатнă лав” номинацире Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ DVD-е тивĕçрĕ. “Чи лайăх лав” - Атнар ял тăрăхĕн пушар депоне сăнлакан лавĕ, вăл сотовăй телефонлă пулчĕ. Пантьăк ял тăрăхĕ те активлă хутшăннăшăн парнеллĕ пулса тăчĕ. “Чи лайăх пултарулăх ушкăнĕ” ята питĕркассисем тивĕçрĕç.

Уява спорт вăййисем пуянлатса пычĕç. Çамрăксем, аслăрах çулхисем, хĕрарăмсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса вăй-халне тĕрĕслерĕç.  Турник çинче туртăнассипе Константин  Степанова (Тумликасси) çитекенни пулмарĕ. Ку енĕпе кĕçĕн çулхисем те хастар тупăшрĕç.

Сĕтел хушшине ларса алă вăйне виçессипе хĕрарăмсенчен чи вăйли Р.Секайкина (Хĕрлĕ Чутай) пулчĕ, арçынсенчен - А.Николаев (Туктамăш).

Кашта çине хăпарассине уявсенче час-часах йĕркелеççĕ, анчах ку енĕпе пултаракансем сахалрах. Уявра Калкассинчи С.Катюков пек пултарулли пулмарĕ.

“Автансен çапăçăвĕ” тупăшу питĕ çивĕч иртрĕ. Çирĕп вăй-халлă арçынсем кашни ăмăртăва хутшăнчĕç. Финала вара Н.Катюковпа (Калкасси) А.Иванов (Хĕрлĕ Чутай) тухма пултарчĕç, вĕсемех çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Кире пуканĕ йăтассипе пурне те çĕнтерсе малти вырăна В.Ульянов (Хĕрлĕ Чутай) йышăнчĕ.

Мини-футболла выляссипе 6 команда тупăшрĕ. Финалта “ЦСКА” (тренерĕ В.Герасимов) командăпа “Айхол” (Атнар)  тупăшрĕ. Хĕрлĕ Чутайпа Питĕркасси ял тăрăхĕнчи çамрăксем пултаруллăрах пулчĕç, уяв парнине тивĕçрĕç.



"Пирěн пурнăç"
21 февраля 2007
00:00
Поделиться