Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Днем защитника Отечества
Хисеплĕ Ĕçпе вăрçă, çар тата тинĕс флочĕн ветеранĕсем, хĕçпăшаллă Вăйсен воинĕсем!
Хисеплĕ Хĕрлĕ Чутайсем тата районăн хăнисем!
Февралĕн 23-мĕшĕ – пĕтĕм халăх уявĕ. Унăн тĕп символĕ - Тăван ене, Çĕршыва пур енлĕн йăли-йĕркисене пăхăнса упраса пынипе çыхăннă. Тăван Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ – Хĕçпăшаллă вăйсенче тивĕçлĕ шайра службăра пулнă, пулакан тата хальхи вăхăтри çар çыннин тивĕçне пурнăçлакансен уявĕ.
Çак кун кашни çемьере, килте аслашшĕсен, ашшĕсен паттăрлă кун-çулне аса илеççĕ. Вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисем умĕнче пуç таяççĕ. Вĕсен патриотизм туйăмĕ, çирĕп кăмăллăхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.
Районти мĕн-пур халăх ячĕпе, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăнăçлăх парнеленĕ ветерансене чун-чĕререн тав тăвас килет. Çавăн пекех пĕтĕм кăмăлтан, çар çыннин профессине суйланă яшсене саламлас килет. Патшалăх интересĕсене хăйсен постĕнчен хÿтĕлесси – вĕсен тÿрĕ тивĕçĕ.
Уяв ячĕпе пурне те çирĕп сывлăх, телейпе çителĕклĕ пурнăç, вăй-хăват сунатăп.
Район пуçлăхĕ А.И.Криков