Яваплăха ÿстермелле
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комисси юн кун ларăва пухăнчĕ. Ăна райадминистрацин çул-йĕр секторĕн заведующийĕ В.Н.Романов ертсе пычĕ. Кун йĕркине тăватă ыйту кĕртнине палăртмалла.
Хĕллехи вăхăтра автоçулсене пăхса тăрас ыйтупа тата çак ĕçе лайăхлатмалли мелсем çинчен чи малтан КСО “Красночетайская” ХАО-н ертÿçи В.В.Спиридонов сăмах илчĕ. Вăл çулсене пăхса тăрас подрядчик тивĕçне предприяти пĕрремĕш çул кăна мар пурнăçланине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Владимир Васильевич çут çанталăк иртнĕ çула ăнăçлă вĕçлеме май панине асăнчĕ, хĕллехи тапхăра çулсене йĕркеллĕ пăхса тăрса вĕçлеме шантарчĕ. Унсăр пуçне вăл хăйăрпа тăвар хутăшне çителĕклĕ янтланине пĕлтерчĕ. Ытти подрядчиксене те ку енĕпе пулăшма пултараççĕ иккен кунта. КСО “Красночетайская” ХАО ĕçне тишкернĕ май, В.Н.Романов Çĕн Ирчемесри автобуссем çаврăнмалли вырăнта юра тасатса тăманни пирки пăшăрханса калаçрĕ. Унтан çак ыйтупах районти коммуналлă хуçалăхĕн начальникĕн çумĕ П.В.Столяров сăмах илчĕ. Вăл та хĕллехи вăхăтра епле ĕçлесе пыни çинчен пĕлтерчĕ. Районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Г.Ербулаткин вара коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен ирхине çынсем ĕçе тухса утиччен çулсене юртан тасатмаллине асăнчĕ, çавăн пекех вăл çуран утакансем валли тротуарсене тасатса тăманнипе ирхине васкакан ял çыннисем çул варрипех утнишĕн пăшăрханнине пĕлтерчĕ. Юрий Григорьевич хăйăрпа тăвар хутăшне вăхăтра сапма ыйтрĕ, çулсем çинче пăрлак пулни те çул-йĕр аварийĕн сăлтавĕ пулма пултарни пирки асăрхаттарчĕ.
«Дорсервис» ТЯО подрядчикăн представителĕ Г.Л.Петухова ПТО начальникĕ те ларăва хутшăннă май, В.Н.Романов вĕсен ĕçĕнчи çитменлĕхсене палăртрĕ. Валентин Николаевич Сĕнтĕкçырми, Штанаш ялĕсем патĕнче, чарăнусем çывăхĕнче юр хырманни чăрмав кÿнине асăнчĕ, çак çитменлĕхсене пĕтерме ыйтрĕ. Унсăр пуçне В.Н.Романов çулсене юртан тасатакан бригада районта пурăнсан аванрах пулнине, çакă ĕçе чылай çăмăллатнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Валентин Николаевич çул-йĕр аварийĕнче подрядчик та айăплă пулма пултарни пирки асăрхаттарчĕ, çавăнпа çак ĕçре яваплăха татах та ÿстерме ыйтрĕ.
2006 çулта пулса иртнĕ çул-йĕр инкекĕсем çинчен ГИБДД уйрăмĕн ертÿçи Ю.Г.Ербулаткин сăмах илчĕ. Иртнĕ çулта район территорийĕнче 14 авари пулнă, вĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă, çирĕммĕн аманнă. Калас пулать, çул-йĕр инкекĕсенчен улттăшĕ Сура автоçулĕ çинче пулнă. 14 инкекрен 8-шĕ уйрăм çынсен айăпĕпе, 5-шĕ çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе тата пĕри руль умĕнче ÿсĕр водитель ларнипе пулнине палăртнă. Сăмах май, çул-йĕре тивĕçлĕ пăхса тăманни те икĕ аварин сăлтавĕ пулса тăнă. Кăçалхи январь уйăхĕ хушшинче çул-йĕр правилисене пăснă 113 çынна палăртнă, пĕр водителе ÿсĕрле тата 36-шне пысăк хăвăртлăхпа çÿренĕшĕн тытса чарнă. Пĕрремĕш уйăхра пĕр авари пулнă, пĕр çын вилнĕ. Унтан Юрий Григорьевич хăш-пĕр çынсем хăйсен техникине ГАИ-ре учетран кăларма васкаманнине пĕлтерчĕ. Предприятисем панкрута тухсан та техникăна баланс çинчен кăларнă, анчах учетран хураттарман тĕслĕхсем пурри пирки те асăнчĕ вăл.
Юлашкинчен район территорийĕнче «Транспорт хатĕрĕ» профилактика мероприятийĕ, «Автобус» тата «Трактор» уйăхлăхсем ирттересси пирки калаçрĕç, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ĕçне тишкерсе кăçалхи ĕç планне сутсе яврĕç.