«Шанăç телефонĕ»
РФ Шалти ĕçсен министерствин 2001 çулхи августăн 10-мĕшĕнчи 1Ÿ14559-мĕш номерлĕ “Мĕн пур преступленисене регистрациленине, учета илессине тивĕçтермелли мерăсем çинчен” тата ЧР Шалти ĕçсен министерствин 2003 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчи 160-Р-мĕш номерлĕ хушăвĕсемпе килĕшÿллĕн, районти шалти ĕçсен пайĕнче “шанăç телефонĕ” ĕçлет.
Хисеплĕ район çыннисем! Енчен те эсир преступлени тунине, е йĕркене пăснă тĕслĕхсене асăрхасан е халиччен пĕлтермен фактсем пулсан тÿрех шалти ĕçсен пайне шăнкăравлăр. Унсăр пуçне милици ĕçченĕсем, сирĕн хуйха-суйха ăнланма тăрăшмасан, кăнттам пулсан та районти ШĔП-пе çыхăнăр.
“Шанăç телефонĕ” канмалли тата уяв кунĕсемсĕр пуçне кашни кунах ирхи 8 сехетрен тытăнса 17 сехетчен ĕçлет. Унăн номерĕ: 2-13-84. Республикăри Шалти ĕçсен министерствинчи “шанăç телефон” номерĕ: 30-61-24.