Район депутачĕн Пухăвĕнче
Кĕçнерни кун, февралĕн 15-мĕшĕнче, район Пухăвĕн депутачĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисенпе предприятисен ертÿçисем тата райадминистрацин ĕçченĕсем район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 10-мĕш ларăвне пухăнчĕç. Калас пулать, 18 депутатран 6-шĕ темĕнле сăлтавпа ларăва çитеймен.
Ларăва В.А.Никитин депутат йĕркелесе ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл кун йĕркинче пăхса тухмалли 10 ыйтупа паллаштарчĕ, унсăр пуçне тата 2 хушма ыйту пуррине пĕлтерчĕ.
Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕсен 2007 çулхи ĕç планĕ çинчен В.А. Никитин тухса калаçрĕ.
Районăн иртнĕ çулхи социаллă тата экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата 2007 çулхи тĕллевĕсем пирки район пуçлăхĕ А.И. Криков тĕплĕн паллаштарчĕ. Александр Иванович иртнĕ çулхи кăтартусем пирки чарăнса тăнă май çакна палăртрĕ: “Янтарь” тулли мар яваплă общество, 2005 çулхипе танлаштарсан, 113,7 процент, “Четайское” тулли мар яваплă общество 107,7 процент, вăрман хуçалăхĕ - 105,3 процент, “Сельэнерго” вара 185,5 процент тĕрлĕ продукци кăларса плана тултарнă. Шел те,”Гидравлика” уçă акционерлă общество вара плана тултарайман, вăл 76,3 процентлăх кăна ĕç тунă.
Халăха пулăшу парас тĕллевпе вара муниципаллă предприяти “Быт” - 141,6 процент, районти почтамт - 118,9 процент, коммуналлă хуçалăх - 101,9 процент - лайăх ĕçленĕ. Калас пулать, ку енĕпе “БТИ” МУП вара япăхрах ĕçленĕ. Строительство ĕçĕсене, 2005 çулхипе танлаштарсан, “Резон” ХАО 132,9 процентлăх, КСО “Красночетайская” ХАО 45,9 процентлăх пурнăçланă. Тавар çаврăнăшĕ 23-мĕш номерлĕ аптекăн 110,4 процент, “Гидравлика” УАО-н 2 хут ÿснĕ, райпон - 118 процент, “Питание” тулли мар яваплă обществăн - 132,1 процент.
Ял хуçалăхĕнче лару-тăру çапларах: 2005 çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 92 процентпа танлашать, сĕт - 101,3 процент, вăл шутра хуçалăхсенчи сăвăм - 99,3 процент. Халăхран вара 2 миллион та 658 пин тенкĕлĕх сĕт пуçтарнă. Пĕр ĕнерен вăтамран сĕт суса илесси 104,6 процент таран ÿснĕ.
Вĕрентÿ отраслĕнчи лару-тăру та пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Маларах районти 21 вĕренекене пĕр компьютер тивнĕ пулсан, халĕ вара çакă 16-па танлашать.
Паянхи кун районти ялсенчи çĕнĕ урамсене электричество çути çитерес ĕç те анлă сарăлнă. 2005 çулта ку ĕçе 333 пин тенкĕлĕх пурнăçланă пулсан, 2006 çулта - 3 миллион та 223 пин тенкĕлĕх.
Район пуçлăхĕ малашлăх тĕллевĕсемпе умри ĕçсене те палăртрĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕç шалăвне ÿстермелли, ялта пурăнакансене таса та паха шывпа тивĕçтермелли, кооперативсенче выльăх-чĕрлĕх шутне пысăклатса пырса, çĕнĕ технологисемпе усă курса продуктивлăха ÿстермелли, Хĕрлĕ Чутай-Туктамăш-Ачкасси автоçула кăçал вĕçлемелли тата ытти пирки те каларĕ Александр Иванович Криков.
Район пуçлăхĕ иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарнă хыççăн, И.Н. Никифоров Тури Çĕрпÿкассине автобус маршручĕ хăçан уçассипе тата ял хуçалăхĕнче тăрăшакан ĕçченсен шалăвĕн вăтам кăтартăвĕпе интересленчĕ.
А.И.Криков автобус II Хурашаш ялне çитессине, Тури Çĕрпÿкассине çитересси пирки вара ĕçсем пынине тата ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕç шалăвĕ вăтамран 2009 пин тенкĕ пулнине пĕлтерчĕ.
Малалла депутатсем социаллă аталану пайĕн начальникĕн А.Н.Самсоновăн районта, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн “2006 çул - Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ” çинчен калакан Указĕпе килĕшÿллĕн, тĕрлĕ мероприятисем ирттерни пирки докладне итлерĕç, ун хыççăн 2005-2007 çулсенче аслă ăрури çынсене хÿтлĕх пани çинчен Э.Н.Викторова каласа пачĕ.
Унтан пухăннисем район уставне улшăнусем кĕртсе хăварчĕç, “Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ” паллăна парас йĕркене çирĕплетрĕç, чылай хушă сăмахланă хыççăн кашни депутат районти çул çитмен ачасен комиссийĕнче учетра тăракан çамрăксемпе ĕçлеме шантарчĕç.
Кун йĕркин 8-мĕш ыйтăвĕпе райадминистрацин ял хуçалăх предприятийĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Г.П.Алмакаева доклад туса пачĕ, районти ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем уçăлнине пĕлтерчĕ. Кун пек кооперативсем кашни ял тăрăхĕнче уçăлсан аван пулмаллине каларĕ, кăмăл тăвакансене пулăшма шантарчĕ.
2007-2010 çулсенче вĕренекенсен апатланăвне лайăхлатас енĕпе йĕркелемелли мероприятисен планĕпе райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева паллаштарчĕ.
Юлашкинчен депутатсем иртнĕ çулхи йышăнусене çĕнĕллĕхсемпе улшăнусем кĕртрĕç.