Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çарта е вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсен çемйисене Федераци бюджечĕ пулăшĕ

Ватлăх куçран пăхса килмест. Пурнăçăн саккунĕ çавнашкал: пурте ватăлатпăр, кукăрлатпăр, хÿтлĕх кĕтетпĕр, шыратпăр...

Районти ялсенче пурăнакансене илес пулсан та, ытларахăшĕ - ватăсем. Хуçалăхри ĕçсене те тивĕçлĕ канăва тухнисемех майлаштаркаласа пыраççĕ. Урăхла каласан, ял ватăлса пырать, патшалăх хÿтлĕхне кĕтекенсен йышĕ ÿсет.

Ватă çынсен пурнăçне лайăхлатса пырассишĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансем нумай ĕç туса ирттереççĕ. Вĕсем ветерансен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса май килнĕ таран пулăшу парсах тăраççĕ. Акă, вĕсем çарта тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсен арăмĕсене пулăшас тĕллевпе февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне 31 çыннăн тĕрлĕ докуменчĕсене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине çитерчĕç. Паянхи кун çав документсем Мускавра, çитес вăхăтра кун пирки района тĕплĕнрех хурав та çитĕ.

31 çынна мĕнле пулăшу; Палăртма кăмăллă, РФ 2006 çулхи майăн 27-мĕшĕнчи 313 № йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çарта е вăрçă хирĕнче çемье пуçлăхĕ пурнăçран уйрăлнă пулсан, унăн çемйине 10 çулта пĕрре пурăнмалли кил-çуртра юсав ĕçĕсем пурнăçлама Федераци бюджечĕ пулăшĕ.



"Пирěн пурнăç"
17 февраля 2007
00:00
Поделиться