Газпа асăрхануллă пулмалла
Ăшăтмалли тапхăр пынă май, газпа усă куракан уйрăм çынсене, предприятисемпе организацисен ертÿçисене çакăн пирки асăрхаттаратпăр: нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕтĕм тухмалли тата вентиляци системисем юсавлишĕн, вĕсене тасатса тăрассишĕн‘ çурт-йĕрпе эксплуатаци организацийĕсем яваплă. Вĕсем “Кил-çуртра газпа усă курасси çинчен” правилăсемпе килĕшÿллĕн, тĕтĕм тухмалли тата вентиляци каналĕсене палăртнă сроксенче тасатса тăмалла:
- ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен - сезонлă газ приборĕсемпе аппарачĕсене*
- кирпĕчрен тунă тĕтĕм тухмалли системăна виçĕ уйăхра пĕр хутран кая мар*
- асбестлă цементран, тăмран, вĕри тÿсекен ятарлă блоксенчен тунă тĕтĕм тухмалли тата вентиляци каналĕсене - 12 уйăхра пĕр хутран кая мар.
Тĕтĕм тухмалли тата вентиляци каналĕсем юрăхсăра тухнине асăрхасан АДС участокне “04” телефонпа инкек-синкек сиксе тухасран кирлĕ мерăсем йышăнмашкăн шăнкăравламалла.
Хисеплĕ граждансем!
Тĕтĕм тухмалли каналсен, кăмакасен штукатурки çурăлса кайнă, кирпĕчĕсем ваннă, вентиляци çук çĕрте газ приборĕсемпе усă ан курăр.
Ас тăвăр, кашни абонент çакна пĕлме тивĕç:
- газпа асăрхануллă усă курасси çинчен ирттернĕ инструктажра пулмалла, газпа тата газ приборĕсемпе усă курмалли правилăсене пĕлмелле тата пăхăнмалла*
- газпа усă курнă хыççăн приборсен тата газ пыракан пăрăх çинчи крансене тĕплĕ хупмалла*
- газ приборĕсене вырăнтан вырăна куçарма, харпăр хăй тĕллĕн юсама юрамасть*
- газпа мĕнле усă курмалли çинчен калакан правилăсемпе паллашман çынсене тата пĕчĕк ачасене газ приборĕсемпе усă курма чармалла*
- çурт-йĕре газ плитипе ăшăтма юрамасть*
- газ приборĕсем вырнаçтарнă пÿлĕмре канма тата çывăрма юрамасть.
Çапла, газпа пур çĕрте те яланах асăрхануллă пулăр.
Газ парса тăрассинчен чарни малтанах асăрхаттармасăрах çакăн чухне пулма пултарать:
- тĕрĕс-тĕкел ĕçлемен пирки авари пулма пултаракан газ оборудованийĕпе усă курсан*
- авари пулсан е уйрăм килте усă куракан шалти газ оборудованийĕнчен газ тухсан.
Кунсăр пуçне газпа усă курма çырупа асăрхаттарнă хыççăн тепĕр пĕр уйăхран чарма пултараççĕ:
- газпа усă куракан шалти газ оборудованийĕсене тĕрĕслесе пăхса тăракансене киле кĕртмесен*
- газ участокĕпе шалти газ оборудованине тĕрĕслесе, юсаса тăма килĕшÿ тумасан.