Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Арçынсен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллах

2006 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕччен Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕсене пĕрлештерме йышăнни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çапла вара 2007 çултан пуçласа икĕ районăн пĕр çар комиссариачĕ туса хучĕç, вăл Етĕрне хулинче вырнаçнă. Çар ĕç комиссарĕ пулса Анатолий Семенович ФОКИН полковник тăрăшать. Çак кунсенче вăл корреспондентпа тĕл пулчĕ, çар ĕçĕпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравларĕ.

- Çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе кашни çулах январь-февраль уйăхĕсенче оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхне йĕркелеççĕ. Çар ĕç комиссариачĕ çак тапхăрта хăй умне мĕнле тĕллевсем лартнă;

- Оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ февралĕн 23-мĕшĕччен пырать. Çар ĕç комиссариачĕ çак паллă мероприятирен нихçан та аякра юлмасть, çамрăксем хушшинче патриотизмла воспитани парассипе, сывлăха çирĕплетессипе ĕçлет, каччăсене çара кайма хатĕрлет... Çак хушăра 1990 çулта çуралнă каччăсене 190-шне çар учетне илнĕ. Шкулсенчи ОБЖ тата физкультура предмечĕсене  вĕрентекенсем çамрăксене спорт мероприятийĕсене анлă явăçтараççĕ, çар пурнăçне хăнăхтарассипе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Çак кунсенче çеç Хĕрлĕ Чутайри гимназире районти шкулсенче ОБЖ урокĕсене ертсе пыракансемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр, 11 класра вĕренекенсене çара каяс йĕркесемпе тĕплĕнрех паллаштарма сĕнÿсем патăмăр. Мĕншĕн тесен районти çар ĕç комиссариачĕ Етĕрнене куçнипе çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинче ку енĕпе ăнланманлăхсем пулма пултараççĕ, хăш-пĕрисем Етĕрнене тухса та çÿресшĕн мар пулĕ. Çавăнпа  педагогсен те каччăсене çара хатĕрлессипе тăрăшмалла.

- Çуркуннехи призыв çывхарать. Кăçалтан пуçласа районти çара каяс текен çамрăксен Етĕрнене çÿреме тивет. Çакă чылай ашшĕ-амăшне хумхантарать.

- Кашни ашшĕ-амăшĕ чун тĕпренчĕкĕшĕн пăлханать ĕнтĕ. Анчах та каччăсене çара каяссинчен пăрăнтармалла мар. Арçынсен мĕн авалтан Тăван çĕршыв умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçламалла пулнă, халĕ те çаплах. Хальлĕхе каччăсем çара кăмăлпах каяççĕ. Çакă пурне те савăнтарать. Анчах салтака каяссинчен пăрăнакансем те çук мар.

Сăмах май, 2007 çултан пуçласа çарта тăмалли срока пĕр çул çурă таран кĕскетнĕ. 2008 çултан пуçласа вара каччăсен çар службинче пĕр çул çеç тăмалла пулать. Палăртмалла, çамрăк салтаксене вăрçă пынă вырăнсене ямаççĕ, хĕрÿ вырăнсенче пысăк опыт пухнă салтак-контрактниксем службăра тăраççĕ. Çавăнпа та каччăсен çара каяссинчен пĕрре те хăрамалла мар.

- Контрактпа çара каяс йĕркесемпе тата çăмăллăхсемпе паллаштарсамăр;

- Тÿрех калатăп, çар пурнăçĕ çăмăл мар. Çапах та контракт йĕркипе службăра тăма кăмăл тăвакансем пур. 2007 çулта контрактпа‘, икĕ районпа, 24 çамрăка ăсатмалла тесе палăртнă. Иртнĕ çул районти 2 çамрăк çак йĕркепе службăна кайнă пулнă.

Контрактниксен çăмăллăхсем чылай. Вĕсене çар званийĕ тата çар должноçĕ тăрăх тÿлеççĕ. Çавăн пекех должноçри тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн çулсерен хушма укçа-тенкĕпе хавхалантараççĕ, унтах санаторипе курорт сиплевĕ те пур. Вĕсене унта пурăнма лайăх условисемпе тивĕçтереççĕ. Вĕренме кĕрес пулсан та вĕсене çăмăллăхсем параççĕ.

Кăçал контракт йĕркипе службăна Чĕмпĕр тата Самар, Оренбург, Екатеринбург облаçĕсене, Пермь тăрăхне тата Таджикистан Республикине кайма май пур.

Палăртмалла, çар службине контрактпа 18 çул тултарнă 40 çула çитмен çирĕп сывлăхлă, судпа айăпланман арçынсене кăна илеççĕ.

- Пурнăçа çар службипе çыхăнтарас, çар училищисене вĕренме каяс текенсене мĕн сĕннĕ пулăттăр;

- Каччăсем 11 класран вĕренсе тухсан çар вĕренÿ заведенийĕсене кайма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра çар енĕпе вĕренес текенсен çарпа медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли тапхăр пырать. Иртнĕ çул çар вĕренÿ заведенийĕсене 6 çамрăк вĕренме кĕнĕ. Кăçалхи выпускниксем те çар профессине суйласа илессе шанатпăр.

- Çуркуннехи призыв çывхарнă май, Етĕрнери çар ĕç комиссариачĕн тĕп адресĕ районта пурăнакансене кирлех тесе шутлатăп.

- Хаваспах пĕлтеретĕп. Çар ĕç комиссариачĕ Етĕрнери Красноармейски урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (247) 22-3-14 (çар комиссарĕ), 22-22-4 (дежурнăй), 22-4-11 (çар комиссарĕн çумĕ).

- Анатолий Семенович, уçă калаçушăн тав тăватпăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр.



"Пирěн пурнăç"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться