Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Малăшлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

Музей тени яланах ырă туйăмсем çуратать. “Чулсем çинче те  мăк шăтать, вилсессĕн те ыр ят юлать”, - тенĕ евĕр, музее кĕрсессĕн эпир аваллăхпа, чăвашсен ырă йăли-йĕркипе, район пурнăçĕнче ырă ят хăварнă çынсен кун-çулĕпе... паллашма пултаратпăр.

Иртнĕ эрнере кунта музей директорĕ З.С.Спиридонова ертсе пынипе таврапĕлÿçĕсен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ.  Унта райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ А.В.Башкиров хутшăнчĕ. Ларăва пухăннисем 2007 çулта туса ирттермелли ĕçсен планне пăхса тухрĕç. Сăмах май, кăçалхи çул паллă уявсемпе пуян. Вĕсен шутĕнче: Хĕрлĕ Чутай сали 425 çул, район 80 çул  тултарни тата районăн хисеплĕ гражданинĕ, поэт-юрăç Петĕр Ялкир çуралнăранпа 85 çул çитни тата ытти те. Çавăн пекех Зоя Сергеевна çывăх вăхăтра туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Акă, мартăн 2-мĕшĕнче музейра тĕрлĕ экспонат парнелемелли кун ирттерме йышăнчĕç. Çав кун район çыннисем килте упранакан историпе çыхăннă япаласене музее парнелеме пултараççĕ. Эпир çакă çутă тĕнчере хăнара çеç вĕт, музее панă материал вара ĕмĕр упранать, историе кĕрсе юлать, çитĕнекен ăрушăн паха тупра пулать. Палăртмалла, ларура паллă тавра пĕлÿçĕ, педагог, “Красночетайский край” кĕнеке авторĕ И.Я.Яковлев сăмах илчĕ, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ, “Невинно убиенный” çĕнĕ кĕнеке хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ,  çывăх вăхăтра халăх ыйтнипе “Красночетайский край” кĕнекен пĕрремĕш томне тепĕр хут пичетлессине каларĕ.

Çĕнелсе улшăннă музее йĕркелесе ярас ĕç-хĕл çинчен ыттисем те калаçрĕç. Юлашкинчен ларăва пухăннисем музейри экспонатсемпе паллашрĕç, çитменлĕхсемпе ырă енсене палăртрĕç. Сăмах май, музей директорĕ З.С.Спиридонова кунти экспонатсене çĕнетсе пырасшăн. Мĕншĕн тесен чылай материал кивелнĕ. Çавăнпа ертÿçĕ район пулăшу парасса, кăçалхи юбилейсене музей та çуталса кĕтсе илессе шанать.

Хисеплĕ район çыннисем, “Çын тата çут çанталăк” музей халăхшăн ĕçлет, кунта пĕтĕм аваллăх упранать, кĕрсе курăр, ÿкĕнмĕр. Сирĕн чун-чĕре татах та пуянланĕ.



"Пирěн пурнăç"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться