Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Электроэнергие вăрлассинчен пăрăнар

Граждансем, электричествăна вăрлама юраманнине, уншăн вăхăтра тÿлемеллине пĕлеççĕ пулин те, электроэнергие намăса çухатсах йăкăртаççĕ. Юлашки вăхăтра саккуна пăсакансем чылай пулнине кура “Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем” предприяти çумĕнчи электроэнерги учечĕпе контроль служби районти ялсенче тăтăшах тĕрĕслев ирттерет, потребительсем патне çитет, çынсем электроэнергипе мĕнле усă курнине тĕрĕслесех тăрать. Тĕрĕслевçĕсем йĕркене пăхăнман нумай тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсем пирки çийĕнчех электричество энергийĕпе усă курмалли правилăсене пăсни çинчен калакан тивĕçлĕ актсем çырнă, штраф тÿлеттернĕ.

Палăртас пулать, кун пеккисем шутне çак çынсем те кĕреççĕ: Тралькасси ялĕнче пурăнакан Г.В.Шипеев, Хĕрлĕ Чутайри Г.Г.Ульянов, Карăк-Çырминчи  Н.В.Ербулаткинпа Н.Г.Шлехов, II Хурашашри М. Е.Иманкулиева, Тури Çĕрпÿкассинчи В. А. Смелов, Хирлÿкассинчи В.Н.Казынкинпа В.Н.Казаков, Кушлавăшри М.Е. Васильева  тата ыттисем те. Нумаях пулмасть,  çак асăннă çынсем  электроэнергие вăрланăшăн чылай суммăллă штраф тÿленĕ. Калас пулать, 2006 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн кун пек çынсем çине шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем уголовнăй ĕç пуçараççĕ.

Ытлари кун, февралĕн 6-мĕшĕнче, Шупашкарти “Чăвашэнерго” акционерсен уçă обществин хăрушсăрлăх службин специалисчĕ Г.М.Иванов, тулли мар яваплă “Энергобаланс” обществăн Хĕрлĕ Чутайри филиалĕн контролерĕ В.Г.Михуткин тата А.М.Самылкин электромонтер, “Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем” предприятин электромонтерĕ Н.П.Перепелкин тата право йĕркине сыхлакан органсен сотрудникĕсем И.Н.Серин аслă участковăйпа С.Ю. Ульянов потребитель рынокĕ енĕпе ĕçлекен инспектор районта электроэнерги вăрланă фактсене тупса палăртас тĕлĕшпе рейд ирттерчĕç. Рейд вăхăтĕнче 5 яла - Пĕчĕк Этмен, Пухтанкасси, Калкасси, Питĕркасси, Хĕрлĕ Çыр (Красный Яр) тĕрĕслерĕç. Вĕсем энергетиксен куçĕ тĕлне ăнсăртран лекмен ĕнтĕ. Çак ялсенче электроэнергие вăрланă тĕслĕхсем малтан та пулнă.

Чи малтан Пĕчĕк Этмен ялĕнчи Г.Васильев пурăнакан çурт тĕлне çитрĕмĕр. Кил хуçи электричество пралукне тăсса гаражпа ытти хуралтăсене çутăпа тивĕçтернĕ. Ку саккуна пăсни пулать ĕнтĕ. Кун пек тĕслĕх малтан та пулнă, энергетиксем тивĕçлĕ актсем те çырнă, предприятин монтерĕсем электроэнерги пралукĕсене 2 хутчен те татса янă. Апла пулин те Г.Васильев, сăмах май каласан чухăн çын та мар, усă курнă электроэнергишĕн тÿлесшĕн мар, татса янă электричество пралукне хăй тĕллĕн сыпăнтарнă. Пухтанкасси ялĕнче пурăнакан П.Петров тĕлĕнче те çакăн пек тĕслĕх. Вăл та татса янă пралуксене хăй тĕллĕнех электропередачăсен линийĕсемпе çыхăнтарнă. Хуçи килне кĕртмерĕ. Мĕншĕн кĕртменни те паллă ĕнтĕ.

Хăш-пĕр çынсем электроэнергишĕн укçа тÿлемеççĕ, энергие шута илмелли приборсемпе (счетчиксемпе) усă курмасăрах электролинисемпе çыхăнаççĕ. Кун пек ÿкерчĕксене Калкасси ялĕнчи Н.Быстровпа Питĕркассинчи Е. Степанова килĕнче курма пулчĕ. Çитменнине тата юсавсăр, хăйсем тĕллĕн ăсталанă ăшăтмалли приборсемпе усă кураççĕ. Вĕсем электричество энергийĕпе усă курмалли правилăсене кăна мар, пушар хăрушсăрлăх правилисене те пăсаççĕ. Кун пек чух инкек пуласси те куç умĕнчех.

Хальхи вăхăтра пирĕн граждансем электроэнергие вăрлас ĕçре чăннипех ăслăланса çитнĕ тейĕн. Акă, Хĕрлĕ Çыр ялĕнче пурăнакан А.Андреев та хăйне валли чее мел тупнă. Апла пулин те учетпа контроль службин ĕçченĕсем вĕсене тупса палăртрĕç.

“Энергобаланс” ТЯО-н Хĕрлĕ Чутайри филиалĕнче ĕçлекенсем йĕркене пăснă çак тĕслĕхсене пурне те актсенче кăтартса хăварчĕç, 3 тĕслĕхпе милици ĕçченĕсем уголовнăй ĕç пуçарасси çинчен ыйту пăхса тухĕç. Укçа перекетлесе хăварас тесе çынсем пин-пин тенкĕ штраф тÿлеме пултарассинчен хăрамаççĕ те тейĕн. Пĕр хут штраф тÿленисенчен нумайăшĕ иккĕмĕш, виççĕмĕш хут та лекет. Штрафсем çынсене ăса кĕртмеççĕ пулсан, Уголовнăй Кодекс вăя кĕрет.

Хальлĕхе халăхăн пысăк пайĕ, электричествăн та хакĕ пур пулин те, ăна тавар вырăнне йышăнмасть, вăрлать, уншăн вăхăтра тÿлемест. Çак йывăр лару-тăрăва татса парас енĕпе çине-çине анлă тĕрĕслевсем ирттересси малалла тăсăлĕ, саккуна пăсакансене явап тыттарсах тăрĕç.

Юлашкинчен çакна калас килет, кашни ялта, кашни килте çутă та хăтлă пултăр тесе тивĕçлипе тăрăшасчĕ, çутăшăн вăхăтра тÿлесе пырасчĕ, электроэнергие вăрлассинчен пăрăнасчĕ.



"Пирěн пурнăç"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться