Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Çĕнĕ шкул» программăна халалласа

Çак кунсенче Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Президентăн «Çĕнĕ шкул» программине халалласа Уçă алăксен кунĕ иртрĕ.

Палăртнă вăхăта ашшĕ-амăшĕсем чылаййăн пухăнчĕç. Чи малтанах вĕсем шкулта экскурсире пулчĕç. Коридорти стендсемпе, хаçатсемпе, илемлĕ сăрăлла ÿкерчĕксемпе, плакатсемпе паллашрĕç. Уроксене итлеме кăмăл тăвакансем тупăнни те савăнтарчĕ. Кайран кашни класрах уçă класс сехечĕсене ирттерчĕç.

Пуçламăш классем пурте пĕр класра пуху ирттерчĕç. Виççĕмĕшсене вĕрентекен Андреева Р.И. кĕскен ашшĕ-амăшĕсене вĕренекенсен тимлĕхне аталантарас методикипе паллаштарчĕ. Тăваттăмĕшсене вĕрентекен Филиппова Г.М. вара ачасен тимлĕхне аталантарас енĕпе ашшĕ-амăшĕсемпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕшсене вĕрентекен Нагорова В.А. пухăва пĕтĕмлетсе вĕренÿ тимлĕхне аталантармалли тĕрлĕ сĕнÿсем, канашсем пачĕ.

Пиллĕккĕмĕшĕнче (класс ертÿçи Лихутина М.А.) «Мамы все хорошие» сценарипе ĕçлерĕç. Якимова Д., Кольцова О. «Мамы все хорошие», Александрова Е. «Мама» сăвăсене ăшă кăмăл-туйăмпа каларĕç. Якимова Д. амăшĕсене халалланă юрра шăрантарчĕ. Барякова З. çут тĕнче парнелекенсем валли çырнă калава вуласа пачĕ. Александрова Е. хăй çырнă «Мамочка моя» ятлă сăвăпа паллаштарчĕ, амăшĕн чĕрине хускатрĕ. Ун хыççăн ачасемпе амăшĕсем хушшинче пысăках мар конкурс пулчĕ. Вăйăра ачасем те, амăшĕсем те парăнасшăн пулмарĕç. Туслăх çĕнтерчĕ-çĕнтерчех, ачасем уншăн пăшăрханмарĕç.

Улттăмĕш класра (класс ертÿçи Яруткина С.В.) КВН-ра тупăшрĕç. Çаврашкана тăнă ачасем шут сăввисемпе икĕ ушкăна уйрăлчĕç, команда капитанĕсене суйларĕç, ят пачĕç те ĕçе пикенчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем - жюри членĕсем. Вăйă вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсен те ачасене пулăшма юрани çинчен пĕлтерме те манмарĕ класс ертÿçи. Хăйсен ачисем хăш командăра, çав командăна вĕсен пулăшăвĕпе очко хушăнать. Вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕсем те кăсăклансах тĕрлĕ ĕçе пурнăçларĕç: метограммăсене пĕлесси (сас паллисене асăннă, сăвă йĕркисемпе ăна ăнланса япалине пĕлмелле)* анаграммăсене тупасси (панă сăмахсен юлашки сас паллипе çĕнĕ сăмах тумалла)* сиктерсе хăварнă сăмахсене ваттисен сăмахне кĕртсе лартасси* тĕрлĕ ребуса вуласси* хут листисем çинчи сыпăксене шыраса тупса, пĕрлештерсе предложенисем тăвасси* тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлесси* панă сăмах сыпăкĕсенчен кукăр-макăр çулпа кайса, ваттисен сăмахне вуласа хăшĕ малтан финала çитесси, тропикра çитĕнекен йывăçсен ячĕсене пĕлесси* хут çине ÿкернĕ цифрăллă пăнчăсене пĕрлештерсе мĕн ÿкернине пĕлесси* пушă клеткăсене çырса вĕçен кайăксен ячĕсене пĕлесси* куçсене çыхса доска çине çын ÿкересси* математика задачи шутласси.

Вăйă çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Амăшĕсем пултарулăхпа палăрнине каламасăр иртме çук. Кокшейкина Л.Л. тата Семенова Р.С. тавçăруллă пулнипе хăйсен тĕпренчĕкĕсен командисене чылаях очко хушса пулăшрĕç. Жюри членĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çакă паллă пулчĕ: «Мерчен» - 60 очко, «Туслăх»  50 очко пухрĕ. Ачасене класс ертÿçинчен пĕчĕк парне тивĕçрĕ.

Çиччĕмĕшсем (класс ертÿçи Маркова И.В.) ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем хушшинче вăйă ирттерчĕç. «7 класс» тата «Ашшĕ-амăшĕсем - 7» ушкăнсене çак класри Илларионова И. ертсе пычĕ. Жюрире - 7-мĕш класри Пакрушова А. тата Мельникова Л. амăшĕ. Вăйăра тĕрлĕ ыйтусем, асра тытма пултарнине тĕрĕслени, литература геройĕсен характеристики (Робинзон Крузо, Д,Артаньян), спичка шăрпăкĕсенчен тунă япаласене палласа илни, çыхнă тĕвĕсене шутлани, фигурăсем пухасси. Икĕ команди те пĕрешкел очко пухса вăйă вĕçленчĕ. Класс тата ачасен портфолийĕсемпе, иккĕмĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕпе паллашрĕç çиччĕмĕшсен ашшĕ-амăшĕсем.

Саккăрмĕшсен ашшĕ-амăшĕсене Кузьмина Г.П. класс ертÿçи «Ваши дети в школе и после школы» темăпа калаçу ирттернĕ. Чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕ, ППЭ çинчен сăмах пынă. Вăл ачасем килти ĕçсене, хушма ĕçсене мĕнле пурнăçланине, шкулти мероприятисене хутшăннине, ĕлĕкхилле мар, çĕнĕлле вĕренмеллине ашшĕ-амăшĕсене каласа панă.

Харитонова В.И., тăххăрмĕшĕсен класс ертÿçи, ашшĕ-амăшĕсене ачасен экзаменсене хальтерех тимлĕ хатĕрленме пуçламаллине ăнлантарса панă. Калаçу тĕрлĕ ыйту тавра та пулнă.

Хыççăн ашшĕ-амăшĕсем пĕр пÿлĕме, истори кабинетне, пухăнчĕç. Унта вĕсем шкул директорĕ Иванейкина С.А. туса панă анлă доклада итлесе педколлективпа ачасен ĕçĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе, çĕнĕ­лĕхсемпе паллашрĕç.

Ашшĕ-амăшĕсем пухупа кăмăллă юлчĕç.



"Пирěн пурнăç"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться