Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Уçă алăксен кунĕ иртрĕ

Районта Президентăн “Çĕнĕ шкул” программине 10 çул çитнине халалласа вĕрентÿ системинче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă, иртнĕ эрнере “Пилеш” ача садĕнче тата Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче Уçă алăксен кунĕ пулчĕ. Чи малтанах ашшĕ-амăшĕсем Е.С.Сармандейкина, Р.Г.Романова, Л.П.Васькова панă уçă уроксенче пулчĕç. 

Пĕчĕккисен пĕрремĕш ушкăнри воспитателĕ Е. С.Сармандейкина матрешкăн кĕпине тĕрĕсемпе илемлетме вĕрентрĕ, малтанласа тĕррисене пăхса тухрĕç, кайран ĕçе пикенчĕç. Ачасем ĕçе вĕçленĕ май, хăйсен ĕçĕсене пăхса савăнчĕç, кăмăллă юлчĕç.

Р.Г.Романова иккĕмĕш ушкăн ачисене сухан лартса ÿстерме вĕрентрĕ, тупмалли юмах каларĕ.

Л.П.Васькова тата ачасем хĕл каçакан кайăксене валли сырăшсем ăсталарĕç.

Уçă уроксем курнă хыççăн аслă воспитатель Н.Н. Аливанкина хăнасене музыка залĕнче “Хĕллехи юмах” тата çĕнĕ кĕнеке пособийĕсемпе йĕркеленĕ куравсемпе паллаштарчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем ачасен пÿлĕмĕсене кĕрсе курчĕç, вĕсен пурнăçĕпе паллашрĕç, кайран аслă ушкăнри ачасем хатĕрленĕ С.Есенин творчествине халалланă каçсене курса киленчĕç. Ăна В.И.Грачева музыка ертÿçипе Н.Г.Гусельщикова аслă ушкăнри воспитатель йĕркелесе ертсе пычĕç. Унтан “Асамлă йĕр” вăйă вылярĕç. Вăйăра ачасем С.Есенинăн сăввисем тăрăх кĕвĕ хайларĕç.



"Пирěн пурнăç"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться