Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тухтăрта - 40 çул

Пĕтĕм пурнăçне медицина ĕçне халалланă Елизавета Прокопьевна Викторована (хĕр чухнехи хушамачĕ Кудюкова)  пĕлмен çын районта сахал пулĕ. Вăл чылай çул хушши районти тĕп больницăра халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тепĕр 10 çул хушши ĕçлени те Елизавета Прокопьевна сывлăх сыхлавĕн ĕçне чунтанах парăннине,  вăл килте усăсăр чăтса ларма пултарайманнине аванах çирĕплетсе парать.

Елизавета Прокопьевна 1934 çулхи май уйăхĕн 2-мĕшĕнче Туканаш ялĕнче кун çути курнă. Хĕр Атнарти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Унтан аслă пĕлÿ илес тĕллевлĕ пике Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Тухтăр дипломне алла илсен Елизавета Прокопьевнана направленипе Хабаровск тăрăхне ĕçлеме янă. Кунта вăл 1959-1960 çулсенче Аяномай районĕнчи санитарипе эпидемиологи станцийĕн тĕп врачĕ пулса тимленĕ. 1960 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса 1963 çулхи январĕн 6-мĕшĕччен Пантьăкри участок больницин заведующийĕнче ĕçленĕ. Унтан 1963-1965 çулсенче Елизавета Прокопьевна районти тĕп больницăра райфтизиатр тата туберкулез уйрăмĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Туберкулез уйрăмĕ хупăннипе 1965 çултан Е.П. Викторова райфтизиатр тата флюорографи уйрăмĕн заведующийĕ пулнă. Мĕн 1999 çулчченех тăрăшнă вăл çак ĕçре. Калас пулать, 1989 çулта Елизавета Прокопьевна тивĕçлĕ канăва тухнă. Анчах килте нумай ларайман вăл, чунтан юратакан тухтăр ĕçĕ ăна райбольницах туртнă. Çапла тепĕр вунă çул ĕнтĕ Е.П. Викторова райбольницăна çул такăрлатнă, чирлĕ çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

Елизавета Прокопьевна обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Вăл Пантьăк ял Совечĕн депутачĕ, Хĕрлĕ Хĕрес Обществин Хĕрлĕ Чутайри комитечĕн ĕçтăвкомĕн членĕ, районти тĕп больницăн профкомĕн членĕ пулнă. 40 çул хушши сывлăх сыхлавĕнче тимленĕ медицина ĕçченĕ темиçе хутчен те райадминистрацин тата Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Райбольницăн Хисеп хăми çинче унăн сăн ÿкерчĕкне час-часах курма тивнĕ.  Патшалăх наградисенчен Е.П.Викторован Чăваш АССР-ĕн Верховнăй Канашĕн Президиумĕн грамотипе “Ĕç ветеранĕ” медаль пуррине палăртмалла.

Елизавета Прокопьевна хăйĕн мăшăрĕпе Николай Никифорович Викторовпа 4 ачана кун çути парнеленĕ. Сăмах май, Николай Никифорович 40 çул ытла учительте тимленĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл районти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ те пулнă. Шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама та тивнĕ унăн. Ачисем патнех таврăннă май, Викторовсен икĕ хĕрĕпе икĕ ывăлĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Акă, аслă хĕрĕ  Люба Санкт-Петербургра тĕпленнĕ. Унăн хăйĕн медицина центрĕ пур. Любовь Николаевна халăхсем хушшинчи практика врачĕ, вăл тĕрлĕ çĕршывсенче стажировкăра пулнă. Сăмах май, унăн хĕрĕ Лена Ленинградри пĕрремĕш медицина институчĕн III курс студентки. Иккĕмĕш хĕрĕ Лена финанс институтĕнче вĕренет. Викторовсен иккĕмĕш хĕрĕ Эльвира тĕп килте пурăнать. Вăл Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче тĕп специалист-эксперт пулса ĕçлет. Унăн Максим ывăлĕ 6-мĕш класра ăс пухать. Евгений Викторов Етĕрнере пурăнать, шалти ĕçсен пайĕнче милиционерта тăрăшать. Вăл темиçе хутчен те Чечен Республикинче пулнă, 2 медале тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе ывăл ÿстереççĕ. Владимир Викторов Шупашкарта тĕпленнĕ, строительнăй фирмăра тимлет. Унăн та икĕ ывăл ÿсет. Çапла Елизавета Прокопьевнапа Николай Никифорович пур ачине те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел те, кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнче Елизавета Прокопьевна пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Вăл пирĕнпе çук пулин те, унăн ырă ĕçĕсем халăх асĕнче юлĕç. Елизавета Прокопьевна çамрăксемшĕн чăннипех ырă тĕслĕх пулса тăрать



"Пирěн пурнăç"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться