Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шыв çинче асăрхануллă пулăр

Пирĕн Чăваш çĕр­шывĕ шывсемпе питĕ пуян. Республика территорийĕнчи пысăк тата пĕчĕк юханшывсене пĕрле илсен 2,5 пин таран, вĕсемпе пĕрлех 400-ре яхăн кÿлĕсемпе пĕвесем. Атăлпа Сăр тата ытти пĕчĕк юханшывсем кăна пирĕн республикăра 9 пин çухрăма яхăн юхса выртаççĕ. Хĕвел анăçĕнчен хĕвел тухăçнелле Шупашкар шыв пуххи (водохранилище) сарăлса выртать. Вăл Сăр шывĕн шайне чылаях хăпартрĕ темелле.

Çут çанталăкăн хăйне евĕр вăрттăнлăх питĕ нумай. Мĕнпе кăна тĕлĕнтермерĕ пулĕ кăçал пире çут çанталăк; Декабрь уйăхĕнчех кун пек çанталăк Европăра 500 çул каялла кăна пулнă тесе телевиденипе каланăччĕ-ха. Кун çинчен пире нимĕнле синоптиксем те маларах асăрхаттарма пултарайман. Кам шутлама пултарнă-ха Кăшарни сиввисем çитиччен Сăр шывĕ икĕ хутчен пăрпа витĕнессе икĕ хутчен пăр каясси çинчен. Вăл халĕ ĕнтĕ виççĕмĕш хут пăрпа витĕнет, ку хутĕнче чылайлăхах пулĕ. Çавăнпа шыв-шур таврашĕнче асăрхануллăрах пулас пулать. “Шывăн турачĕ çук”, - теççĕ. Шыв тимсĕрлĕхе каçармасть.

Турра шĕкĕр, 2006 çулта район территорийĕнче шыв-шурпа çыхăннă инкексем пачах пулман. Анчах кунпа лăпланса лармалла мар. Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, шывсем пăрпа витĕнесси  тин кăна пуçланать-ха.

Шыв пуххисем таврашĕнче тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарсах тăратпăр. Уйрăмах Сăр юханшывĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Халĕ шăпах Сăр урлă каçă пирки сăмах пулĕ.

Кăçал Сăр шывĕ пăрпа часах витĕнмерĕ, ку çанталăк пулăмĕсемпе çыхăннă. Çавăнпа çынсем те ун урлă нимĕнле транспортпа та каçса çÿреймерĕç. Халĕ çанталăк самаях сивĕтрĕ, халăх Сăр урлă лашасемпе çуна кÿлсе каçса çÿреме тытăнать.

Чылай çул каялла “Искра” ял хуçалăхĕн Сăр леш енче утă çаранĕсем пурччĕ. Хĕллехи тапхăрта хуçалăх ĕçченĕсем тракторсемпе Сăр тăрăх пăр çийĕн утă турттаратчĕç. Юлашки çулсенче кун пек тĕслĕхсем çук, анчах уйрăм çынсем лашасемпе ытларах каçса çÿреççĕ: утă турттараççĕ, кашта таврашĕ хатĕрлеççĕ... Вăл вăхăтра Сăр урлă хывнă каçă вырăнĕсене пăхса тăракан яваплă çынсем пулнă, ăнланмалларах каласан хуçи пулнă, уйрăмах Утаркасси, Хватукасси тата “Туслăх” кану лагерĕ пулнă вырăнсенчи каçĕсенче. Хальлĕхе ку тăрăхра нимĕнле хуçа та çук. Малашне Сăр шывĕ хупланнă вăхăтра тата çуллахи тапхăрта асăннă вырăнсенчи каçса çÿремелли хăрушсăрлăхшăн Пантьăк ял тăрăхĕнчи ĕçченсем яваплă пулмалла, вырăнти çынсен пурнăçне сыхласа хăварассишĕн ĕçлемелле пулать, халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле. Енчен те пăр çинче инкек сиксе тухрĕ пулсан, тÿрех сехĕрленсе ÿкме кирлĕ мар, шывран çăлăнса тухасси пирки шутламалла. Май килнĕ таран тÿрех тумтир тÿмисене вĕçертсе ямалла, алăсене сарса пăрахса шыв çинче тытăнса тăрса çирĕп пăр çине тухма тăрăшмалла. Унтан çурăм çине е хырăм çине выртса çыран хĕрнелле шумалла, пулăшу ыйтса кăшкăрмалла.

Инкек тÿсекен çынна пулăшу парас пулсан пăр çине выртса асăрханса шуса пымалла, ал айне лекнĕ е хăма, е пăяв, е кашта тăсса памалла. Ку япаласем те пулмасан икĕ-виçĕ çын умлă-хыçлăн шăвăнса пырса инкек тÿсекен çын патне çывхарса ал айĕнчи пиçеххи е пĕр-пĕр çи-пуç ывăтса парса тыттармалла, васкамасăр çăл­малла.



"Пирěн пурнăç"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться