Пултаруллисем - зонăри фестивальсенче
Иртнĕ вырсарни кун Туктамăшри Культура çурчĕ кĕрлесе кăна тăчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах çак кун-çке кунта республика шайĕнче иртекен зонăри “Выля, хут купăс!” тата çемье ансамблĕсен фестивалĕсем пулчĕç.
Хамăр ентешсене хавхалантарма тата килсе çитнĕ хăнасен пултарулăхĕпе паллашма халăх чылай пухăнчĕ. Калас пулать, тăватă район - Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Етĕрне, Муркаш - çыннисен ăсталăхĕпе пултарулăхне ятарлă жюри хакларĕ. Ун йышĕнче: Чăваш Республикин халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕн çумĕ Т.А.Шамсеева, асăннă пултарулăх çурчĕн пай начальникĕ С.Г.Лаврентьева, Шупашкарти музыка училищин преподавателĕ И.А.Сакмаров. Сăмах май, вĕсем виççĕшĕ те - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем.
Уяв программине Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Регина тата Рената Чишкинасем ертсе пынине палăртмалла. Вĕсем чи малтанах курма пухăннисене тата кÿршĕ районсенчи пултаруллă çынсене ырă кун сунчĕç, фестивале хутшăнакансене ăнăçу сунчĕç. Унтан сцена çине кил хуçисем, урăхла каласан чутайсем, тухрĕç. Район чысне тивĕçлĕн Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн специалисчĕ Л.Аргандейкин, Питĕркассинчи Культура çурчĕн купăсçăсен “Хăмăш” ансамблĕ, райсудра тимлекен И.В.Герасимов тата Тралькассинчи Культура çурчĕн Н.Мемедейкинпа Н.Кошелев купăсçăсем илемлĕ те чуна пырса тивекен çемĕсем каласа хÿтĕлерĕç. Çавăн пекех Чишкинсен çемйи те хăйĕн пултарулăхĕпе халăха тыткăнларĕ. Туктамăш ялĕнче пурăнакан Р.Ф.Печникова пенсионер вара хăй гитарăпа калама тата юрă шăрантарма ăста пулнине çирĕплетсе пачĕ.
Унтан сцена çинче етĕрнесем пулчĕç. Журавлевсен çемье ансамблĕ патриотизм темипе юрланă юрăсемпе асра юлчĕ. Тури Ачакри Долговсен çемье ансамблĕ те пултарулăхпа палăрчĕ. Лапракассинчи Ивановсем те маттур пулнине асăнмалла.
Муркаш районĕнчен вара Железновсенпе Романовсен çемье ансамблĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Муркашсем тĕрлĕ халăх инструменчĕсемпе килни асра юлчĕ, уйрăмах шăпăр пурри тĕлĕнтерчĕ.
Элĕксем те хăйсен район ятне чыслăн хÿтĕлерĕç темелле. Элĕкри литературăпа краеведени халăх музейĕ çумĕнчи халăх инструменчĕсен ансамбльне, паллах, уйрăммăн палăртас килет. Ĕç ветеранĕсем 6 тĕслĕ инструментпа çемĕ каларĕç. Сăмах май, çак ансамбле Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, музей директорĕ Ю.Терентьев ертсе пырать. Элĕкри ачасен пултарулăх çурчĕн преподавателĕ А.Якимов купăспа ăста вылярĕ. Федоровсен йышлă çемйи тĕрлĕ юрăпа савăнтарчĕ. Çавăн пекех В.Тимофеев купăсçăн чăваш халăх кĕввисене тата Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн купăсçăсен ансамблĕн “Татмăш такмакĕсене” итлеме пулчĕ.
Юлашкинчен Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов фестивале хутшăннисене тав турĕ, пурне те малашлăхра çитĕнÿсем тума, çирĕп сывлăхлă пулма сунчĕ, малашне те тĕл пуласса шаннине пĕлтерчĕ.
Чăн та, çакăн пек фестивальсем малалла та иртсен питĕ аван пулмалла. Халăх инструменчĕсемпе каласа юрлани эстрадăпа пачах танлашаймасть темелле. Чĕрĕ кĕвĕ, паллах, чуна çывăхрах.