КИЛ-ÇУРТ АЧАСЕН ХАВАСЛĂ САССИПЕ ТУЛТĂР
“АТТЕПЕ анне пулсассăн, пуринчен те эп пуян”, - шăрантарать чăваш юрăçи. Пĕчĕк пепкесене кун çути парнеленĕ ăш пиллĕ ашшĕ-амăшĕнчен хакли çут тĕнчере çук. Анчах “тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле” тесе ăнсăртран каламан пулĕ. Чуна ыраттаракан пулăмсем те тĕл пулаççĕ-ха кулленхи пурнăçра.
Ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех ачасем ют çемьесенче е интернатсенче ÿсеççĕ. Тăлăх ачасем пек, ашшĕ-амăшĕн ăшă çуначĕ айĕнче ÿсес чухне, пĕчĕклех çемье ăшшине туймаççĕ. Ялкăшса çунакан таса куçĕсенче тунсăх палăрать, вĕсен пĕчĕк чĕрисем çамрăклах аманаççĕ. Шăпах çакăн пек ачасен шăпипе кăсăкланса эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен специалистпа Алевтина Кучекеевăпа тĕл пулса калаçрăм.
Хальхи вăхăтра районта çул çитмен 3891 ача пурăнать. 72 çемье йывăррисен шутĕнче, вĕсенче 142 ача ÿсет, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире 14 ача шутра тăрать. Çулталăкра опекунсемпе попечительсен органĕсем районти суда ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварма 21 ĕç тăратнă. Кун пек çемьесенче ачасем выçăллă-тутăллă пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕ ĕçке ярăннă. Вĕсем чунĕсене “симĕс шĕвеке” сутнă, çуратнă тĕпренчĕкĕсене ăшăтма, юратма мехелĕ те юлман-çке. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕсем пĕрре кăна мар вĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Анчах та кăлăхах. Ирхине юсанма сăмах параççĕ - каçчен вара ураран ÿкеççĕ. Килте пĕчĕк ачасем куççулĕ витĕр: “Анне, çăкăр çиес килет”, - тени те пулăшмасть мăнтарăнсене. Эх, ăçта-ши амăшĕн чĕри, хĕрарăмăн ыр кăмăллăхĕ, чун ăшши? Ачусем ÿссе çитсен мĕнле куçпа пăхăн вĕсем çине? Каçарĕç-ши вĕсем сана? Ачусемшĕн паракан пособи укçипе те кирлĕ пек усă кураймастăн-çке. Хаяр вăрçă çулĕсенче аннемĕрсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхозра ĕçлесе фронта пулăшнă, хăйсем çиес çăкăр чĕллисене ачисене панă. Чун ăшшине вĕсемшĕн хĕрхенмен.
Ĕлĕкрех арçынсем çемье тытса тăнă, кил-çурт çавăрнă, пысăк хисепре пулнă. Халĕ вара хăш-пĕр çемьере йывăр лав хĕрарăм çине тиеннĕ: укçи-тенкине те хĕрарăмăнах тупмалла, ачи-пăчине те пăхмалла, хуçалăхне те унăнах тытса пымалла. Тепĕр чух вара, мĕн пытармалли пур, “патакĕ” те лекет. Пĕр май эрех-сăрапа айкашакан çемьесенче пĕр-пĕринпе хирĕçеççĕ, ачасем лăпкă пурнăçпа та пурăнса кураймаççĕ.
Çак сăмахсене эпĕ ăнсăртран каламарăм. Акă, суд ларăвĕнчи пĕр тĕслĕх. Иртнĕ çул Хĕрлĕ Чутайри гимназире вĕренекен 2 ачан шăпине татса панă. Ашшĕ ниçта та ĕçлемест, ачисене воспитани парас ĕçе хутшăнман. Вуçех те маннă вĕсем çинчен тесен те йăнăш мар. Суд ларăвĕнче вăл:
- Мана ниçта та ĕçе илмеççĕ. Укçа-тенкĕ çук, çавăнпа та эпĕ ачасене пулăшаймарăм, - тенĕ. Ачасен пурнăçĕпе пĕрре те интересленмен вăл.
Амăшĕ районта ĕç вырăнĕ тупайманнипе ачисене ура çине тăратас тесе вăхăтлăха Мускав облаçне ĕçлеме тухса кайнă. 10 тата 12 çулти ачисем кукамăшĕ патĕнче пурăннă. Амăшĕ вĕсене укçа-тенкĕпе пулăшсах тăнă: çи-пуç илсе панă, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ, шкула çÿреме кĕнеке тата ытти хатĕр туяннă, пĕрмаях ачисен пурнăçĕпе интересленнĕ. Çакна шкул директорĕпе класс ертÿçисем те çирĕплетнĕ.
Надежда Сливницына судьяпа Андрей Ермолаев прокурор çумĕ çакна Наташăпа Володя çине пăхсах ăнланнă. Свидетельсем те ачасем шкула лайăх, таса та типтерлĕ тăхăнса çÿренине, кукамăшĕн кил-çуртĕнче те тирпейлĕх хуçаланнине пĕлтернĕ.
Хĕрлĕ Чутай район сучĕ вара тĕрĕс йышăну кăларнă: ашшĕне ачисене пăхманшăн ашшĕн прависĕр хăварнă.
Тепĕр чухне амăшĕсем те виçесĕр эрех ĕçсе сăн-пите çухатаççĕ, кирлĕ мар сăмахсемпе ачисене хăртаççĕ. Мĕн чухлĕ вĕри куççулĕ юхмасть пулĕ ку çемьесенче таса чунлă ачасен. Акă, кÿршĕри тантăшĕсем епле телейлĕ, вĕсене ашшĕ-амăшĕ те юратать, вĕри апачĕ те сĕтел çинчех. Чун-чĕре ăшшине те парнелеççĕ, яланах пĕрле ĕçлеççĕ, канаççĕ. Анчах мĕн тăвăн, ашшĕ-амăшне суйламаççĕ.
Тепĕр тĕслĕх. Кузьминсен çемйинче çул çитмен 4 ача: пĕринчен тепри пĕчĕк. Ашшĕ-амăшĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçнĕ, ачисем пуррине те маннă. Суд процесĕ пынă тапхăрта амăшĕ эрех ĕçсе вилнĕ. Халĕ ачисем интернатра “çемье ăшшине” тупнă.
Ăçтан тата мĕнле майпа эрех тупса ĕçеççĕ-ши çакăн пек çемьесенче? Кун пеккисем ялта çухалса каймаççĕ, вĕсем кил таврашĕнче ĕçлес вырăнне кам патне те пулин эрехле ĕçлеме каяççĕ. Сивĕ пÿртре выçăллă-тутăллă пурăнакан ачисемпе ватă амăшĕсен шăпи вĕсене пачах та шухăшлаттармасть.
Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртнĕ çул ашшĕ-амăшĕн правинчен 18 çынна хăтарнă, 4 çемьере ку правасене пĕчĕклетнĕ. Районта 27 ача тăлăх тата ашшĕ-амăшĕ пăрахнисем шутланаççĕ. Вĕсенчен 2-шĕ - усрав çемьесенче, 1-не амăшне каялла тавăрса панă, 3-шне интерната вырнаçтарнă, 20-шĕ опекунсем патĕнче хÿтлĕх тупнă. Çак ачасем те ашшĕ-амăш ăшшине туйса çитĕнмеллискерсемех. Надежда Сливницына судья çакăн пек ĕçсем çинчен пăлханмасăр каласа параймасть. Хăшĕсем, акă, суд ларăвне те хĕрĕнкĕ пыраççĕ. Ачисен шăпине татса панă чухне те чĕрисем ыратмаççĕ-ши вĕсен? Суд ларăвне хутшăнакан ачасем вара çав-çавах ашшĕ-амăшĕпех пурăнасшăн. Кун пек чухне кăткăс ыйтăва тÿрех васкаса татса памаççĕ: ĕçе тепĕр хут тишкерсе тухаççĕ, ашшĕ-амăшне çирĕп асăрхаттарса хăвараççĕ, юсанма вăхăт параççĕ. Тепĕр чухне /шел, кун пекки питĕ сайра/ кăштах йĕркене кĕме тытăнаççĕ... Суд тытăмĕнче ĕçлекенсем ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă çемьесем, вăхăт иртнĕçемĕн, тĕрĕс çул çине тăрса ачисене каялла тавăрасса кĕтеççĕ. Кун пекки вара 3-4 çулта пĕрре кăна пулать иккен.
Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен ятарлă комисси членĕсем хăйсен ĕçне тĕллевлĕ йĕркелесе пыраççĕ. Йывăр çемьесенчи ачасен пурнăçне çăмăллатас тесе общественноçпа пĕрле сахал мар тăрăшаççĕ. Анчах çемьене никам та улăштараймĕ. Тепĕр чухне вара чуна хытарсах çакăн пек пĕтĕмлетÿ те тăватăн: хăш-пĕр ачашăн тăван килте асапланса пурăниччен ют çынсен хÿтти вырăнлăрах.
Юлашки вăхăтра ялсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелсе аталанать, йĕркеллĕ, килĕштерсе, тату пурăнакан çемьесенче тăнăçлăх хуçаланать, пурнăç шайĕ ÿссе пырать. Хутран-ситрен çакăн пек тĕслĕх тĕл пулни, паллах, хытă шухăшлаттарать.
Ăнсăртран мар пулĕ республика Президенчĕ кăçалхи çул Ача çулĕ пулнине палăртрĕ. Эппин, ашшĕ-амăшĕн сăваплă тивĕçе таса чунпа пурнăçламаллах. Патшалăх çемьесене паракан пулăшу та ÿссех пырать, ачасене малашне татах та пысăк тимлĕх уйăрĕç. Ачасем - пирĕн пуласлăх тетпĕр пулсан вĕсене ырă тĕслĕх парса пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларасчĕ. Вĕсем - эпир пуçарнă ĕçсене тăсакансем. Ачалăхри кунсем ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ. Апла пулсан, савăнăçлă самант ытларах пултăрччĕ вĕсен. Телейлĕ ачалăх парнелесчĕ çĕр çине килекен пепкене. Кашни кил-çуртах ачасен хаваслă сассипе тултăр. Ватлăх çитнĕ кунсенче ачасем те пархатарлă пулĕç, пулăшĕç.