Иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç
Кашни çулах çулталăкăн малтанхи уйăхĕсенче райпо Канашĕ пайщиксен уполномоченнăйсем умĕнче хăйĕн ĕçĕнчи иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе отчет туса парать. Кăçал çавăн пек отчетлă пуху февралĕн 5-мĕшĕнче иртрĕ.
Райпо Канашĕн председателĕ А.Ю. Степанов районти потребительсен обществин 2006 çулхи ĕçĕпе паллаштарса анлă доклад туса пачĕ. Начар мар ĕçленĕ иртнĕ çул суту-илÿ ĕçченĕсем: 2006 çулхи пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвĕсемпе, республикăри ытти райпосемпе танлаштарсан, III вырăна çĕнсе илме пултарнă. Çавăн пекех, палăртма кăмăллă, çулталăкăн кашни кварталĕнчех райпо хăйĕн кăтартăвĕсемпе центросоюзăн малти вырăнĕсене йышăннă.
Потребительсен обществин ревизи комиссийĕн акчĕпе С.И. Сильвестрова паллаштарчĕ. Обществăлла апатлану предприятин ĕçĕ-хĕлĕ пирки В.Д. Патьянова доклад туса пачĕ, çăкăр завочĕ çинчен - В.С. Кузьмин, хатĕрлев пункчĕ пирки - , “Янтарь” тулли мар обществăн ĕçĕсем çинчен Г.И.Ярлов каласа пачĕ.
Райпон иртнĕ çулхи балансĕпе З.Ф.Почейкина тĕп бухгалтер тухса калаçрĕ. Райпон экономисчĕ З.Л.Самышкина 2007 çулхи аталанăвăн программи çинчен сăмах илчĕ.
Райпо уставĕнчи улшăнусемпе Александр Юрьевич Степанов паллаштарчĕ.
Докладсемпе паллашнă хыççăн пайщиксен уполномоченнăйсем райпо ĕçне лайăх ĕçленĕ тесе хак пачĕç.
Кашни çулах райпо Канашĕпе район администрацийĕ килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан документа алă пусаççĕ. Палăртма кăмăллă, çак кун райпо Канашĕн председателĕ А.Ю. Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Криков кун пек килĕшÿ пирки алă пусса çирĕплетрĕç.
Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Криков, “Чăвашпотребсоюз” правленийĕн председателĕ В.М.Павлов хутшăнса, хăйсен сăмахĕсенче райпо Канашĕн ĕçне тивĕçлипе хакларĕç, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç, районта пурăнакансен пурнăç шайĕ суту-илÿ мĕнлерех лару-тăрура пулнинчен нумай килнине палăртрĕç.