Граждансен тата организацисен саккунлă прависене хÿтĕлес тĕллевпе ĕçлеççĕ
Суд реформине пурнăçа кĕртес тĕллевпе тата Раççей Федерацийĕнче судсен ĕçне тивĕçлĕ шая çĕклес тесе, 2006 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче правительство ятарлă “2007-2011 çулсенчи Раççей суд системин аталанăвĕ” тĕллевлĕ федераллă программа çинчен” йышăну кăларнă.
Раççей Федерацийĕн Аслă суд председателĕ В.М.Лебедев палăртнă тăрăх, программăн тĕп тĕллевĕ - граждансен тата организацисен саккунлă прависене хÿтĕлессине çÿллĕ шая çĕклесси. Программăна пурнăçа кĕртессипе ĕçленĕ чух çынсен шанчăкне ÿстерессине, ĕçсене пăхса тухнă чух уçăмлăха тата çынсем суд ĕçне витĕр курса тăрассине шута илмелле, суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлемелле. Район сучĕн ĕçĕ çинчен халăха пĕлтерсе тăрасси те палăртнă программăра тĕп вырăнта.
Иртнĕ çул Хĕрлĕ Чутай район сучĕ 78 уголовнăй ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен 36 ĕçĕпе условнăй йĕркепе айăплама йышăннă, 16 ĕçĕпе айăплисене ирĕксĕр хăварнă, 33 ĕçне хирĕçлекен енĕсем çураçнă май чарса лартнă.
Саккуна хирĕçле ĕçсенчен 13-шне эрех-сăрапа иртĕхекен çынсем тунă, ниçта та ĕçлемен çынсем - 51, çул çитмен çамрăксем - 6.
Пăхса тухнă ĕçсенчен нумайăшĕ, 41 ĕçĕ, çынсен харпăрлăхне вăрланипе çыхăннă. Сăмахран, 2006 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче, Хирлÿкасси ялĕнче пурăнакан çул çитмен çамрăк Ю.Ю.Кошмалев, вăрлас шухăшпа, çав ялтах пурăнакан В.С.Кукушкин кил-çуртне кĕрсе 12-калибрлă ТОЗ-34 пăшал тата 10 патрон вăрласа тухнă. Суд палăртнă тăрăх, çакă палăрнă: Ю.Ю.Кошмалев В.С.Кукушкина питĕ лайăх пĕлнĕ, хăш-пĕр чух пĕрле сунара çÿренĕ, хăнана та пыркаланă, пăшал ăçта упраннине те пĕлсе тăнă. Суд, вăл çул çитмен çамрăк пулнине, айăпĕсене йышăннине, чун-чĕререн ÿкĕннине шута илсе ăна 2 çул та 6 уйăхлăх условнăй йĕркепе ирĕксĕр хăварнă, 2 çул хушши сăнаса тăма йышăннă.
Иртнĕ çул пăхса тухнă ĕçсенчен пĕр ĕçĕ РФ УК 105 ст. 1 пайĕпе (çынна вĕлерни), 5 ĕçĕ РФ УК 111, 112 статйисемпе (çынсен сывлăхне йывăр тата вăтам сăтăр туни) çыхăннă.
2006 çулта 182 гражданла ĕç пăхса тухнă. 17 ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕсен прависене туртса илессипе йышăну кăларнă, ĕç вырăнне каялла вырнаçтарассипе - 7, кил-çуртшăн тавлашнипе - 8, пенси законодательствине пăснипе - 8. Суд йĕркипе укçа е пурлăх шыранипе çыхăннисем - 38, фактсен чăнлăхне кăтартса параканнисем - 44. 14 административлă ĕç пăхса тухнă.
Пирĕн район çыннисем миравай судьясен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сахал пĕлнине шута илсе, миравай судьясен институчĕ йĕркеленни çинчен каласа хăварас тетĕп.
Раççейре миравай судьясен институчĕ 1864 çулта II Александр император хушăвĕпе килĕшÿллĕн (пуçланса кайнă) йĕркеленнĕ. 1917 çулхи Октябрьти революцийĕ миравай суд ĕçне нумайлăха чарса лартнă.
Раççейре миравай судьясен институчĕ хăйĕн ĕçне Раççей Федерацийĕн суд системи çинчен калакан саккунĕпе тата 1998 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнчи “Раççей Федерацийĕнчи миравай судьясем çинчен” федераллă саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеме пуçланă. 2000 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ “Чăваш Республикинчи миравай судьясем çинчен” саккун йышăннă.
Хальхи вăхăтра пирĕн республика территорийĕнче 60 суд участокĕ, вĕсенче 60 миравай судья хăйĕн тивĕçне пурнăçлать.
Миравай судьясем пăхса тухакан ĕçсенче саккуна пăснăшăн айăпласа ирĕксĕр хăварни 3 çултан мала пулмалла мар.
Миравай судьясем çак ĕçсене пăхса тухаççĕ:
- суд хушăвĕсене парасси*
- мăшăртан уйăрасси (ачасемшĕн тавлашу çук пулсан)*
- мăшăрсен пĕрле пухнă пурлăхне пайласси*
- çемьери тавлашусене татса парасси (ашшĕ е амăшĕ кам пулнине палăртнисĕр пуçне)*
- ашшĕ-амăшĕн прависене туртса илесси*
- ачана усрава илесси*
- çĕр участокĕсемпе усă курасси*
- ĕçри тавлашусене пăхса тухасси.
Миравай судьясем административлă майпа йĕркене пăснă ĕçсене те пăхса тухаççĕ, анчах та вĕсем 2002 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче йышăннă “Раççей Федерацийĕн административлă майпа йĕркене пăсни çинчен” Кодекспа килĕшсе тăмалла.
2006 çулта Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокĕнчи миравай судья пурĕ 92 уголовнăй ĕç, 513 гражданла тата административлă майпа йĕркене пăснипе çыхăннă 996 ĕç пăхса тухнă.