Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çамрăксене преступлении тăвассинчен асăрхаттарас

Февралĕн 2-мĕшĕнче районта Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пулчĕ. Вĕсем çула çитмен çамрăксене преступлени тăвасран асăрхаттарас, эрех-сăра сиенĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ профилактика мероприятисене хутшăнчĕç.

С.Х.Ефремов районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ кун йĕркипе паллаштарнă хыççăн, ушкăн Мăн Этменти вăтам шкула çул тытрĕ. Хăнасем вĕренекенсемпе тĕл пулса çамрăксем хушшинчи криминаллă лару-тăру пирки калаçрĕç, эрех-сăра çын организмне мĕнле сиен кÿнипе паллаштарчĕç тата йĕркесĕрлĕхпе çыхăннă ытти ыйтусене хускатрĕç.

Чи малтанах район прокурорĕн çумĕ М.А. Смирнов сăмах илчĕ. Вăл иртнĕ çул 18 çула çитмен çамрăксем преступлени тунă тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, ачасем ирех “кукăр алă” чирĕпе асапланни пирки пăшăрханса калаçрĕ, педагогсене шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пыма, ачисене преступлени тăвассинчен асăрхаттарма сĕнчĕ, залри ачасене тĕрĕс-тĕкел пурăнса ăслă-тăнлă çынсем пулса ÿсме йыхравларĕ.

Райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин секретарĕ А.Н.Кучекеева йывăр çемьесенче ÿсекен ачасем йĕркене ытларах пăсни, ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕ хыççăн ачи-пăчи те сăра-эрехпе туслашни пирки каларĕ. Çавăн пекех çамрăксене чун ыратупа, пăлханупа тулса çитсен “Шанчăк телефонĕпе” шăнкăравласа кăмăла уçма май пуррине пĕлтерчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн аслă следователĕ Р.П.Пудова çул çитменнисемпе çыхăннă уголовнăй ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, саккун пуринчен те çирĕп ыйтни çинчен аса илтерчĕ.

Районти тĕп больницăн наркологĕ А.П.Яковлев пирус, эрех-сăра, наркомани, токсикомани ăнлавсем тавра калаçрĕ, вĕсем сывлăха мĕнле сиен кÿни пирки сăмах хускатрĕ, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнма, спортпа туслашма чĕнсе каларĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн çул  çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ С.М.Степанова 2006 çулхи кăтартусемпе  паллаштарчĕ, пĕлтĕр 18 çул тултарман çамрăксем ытларах ушкăнпа преступлени  тунине асăнчĕ, вĕренекенсене  эрех-сăрапа туслашмалла мар терĕ.

Мăн Этмен шкул директорĕн çумĕ В.И. Ярабаев аслă классенче вĕренекенсем хушшинче эрех-сăра ĕçекенсем, пирус мăкăрлантаракансем пуррине пĕлтерчĕ. Шел те, вĕсем хушшинче хĕр ачасем те пуррине палăртрĕ вăл. Ку тăрăхри çамрăксем инçе мар вырнаçнă “Уют” кафене питĕ кăмăллани пирки те асăнчĕ, вĕренекенсене шкул çулĕсене тивĕçлĕ пурăнса ирттерме, тăван шкул ятне çÿлте тытма чĕнсе каларĕ.

Юлашкинчен залри çамрăксем йĕрке хуралĕнче тăрăшакансемпе наркологран хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене илчĕç.

Унтан ушкăн йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене çитсе курчĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕсен ачисемпе тĕл пулса каларçĕ. Акă, Шĕмшешри Ж. гражданкăн 3 ача, пурте шкулта вĕренеççĕ, кĕçĕнни - 1 класра. Çемье пуçлăхĕ темиçе çул каялла вилнĕ. Пĕччен хĕрарăма ачасене ура çине тăратма çăмăлах мар ĕнтĕ. Çемье ачасемшĕн паракан пособипе тата ашшĕсĕр юлнăшăн тивĕçекен укçапа пурăнать, анчах çамрăк хĕрарăм эрехпе туслă. Ĕçкĕç хĕрарăм ачасене тивĕçлĕ воспитани пама пултарни иккĕлентерет. Ку хутĕнче ăна эрех ĕçме пăрахмалли çинчен çирĕп асăрхаттарса хăварчĕç.

Пĕчĕк Этменти О. хĕрарăмăн çемйине те çитсе курчĕç. Вăл та упăшкасăр юлнă, хĕр ÿстерет. Çамрăк хĕрарăм йывăрлăха эрехпе çăмăллатса пынă имĕш, анчах “хаяр шĕвек” ăна пĕтерсе те пĕтерсе пынă, ачине тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерейменшĕн амăшĕн прависĕр хăварма документсем хатĕрленĕ пулнă. Тĕл пулура хĕрарăм хăйĕн йăнăшне ăнланса тÿрленме шутлани палăрчĕ, анчах чăтăмлăхĕ çитĕ-ши унăн; Амăшĕнчен сивĕннĕ хĕрĕ ăна каçарĕ-ши; Кăна пурнăç çеç кăтартса парĕ.

Каçхине ушкăн Хĕрлĕ Чутай салинче йĕркеленнĕ ашшĕ-амăшĕсен патрулĕ мĕнле ĕçлесе пынипе паллашрĕ. Сăмах май, район центрĕнчи çул çитмен çамрăксем ытларах преступлени тунине сÿтсе явнă хыççăн Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче çакăн пек патруль служби туса хунă. Çапла вара, 18-21 сехетсенче кашни кунах район центрĕнче педагогсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсен патрулĕ çÿрет. Вĕсем шкулта вĕренекенсем каçхине обществăлла вырăнсенче хăйсене мĕнле тытнине сăнаççĕ тата усăсăр çапкаланса çÿрекенсене палăртаççĕ.

Вырăнта йĕркеленĕ çĕнĕлĕхпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ШĔМ-ĕнчи пресс-служба патруле тухнисемпе тĕл пулса калаçрĕ, каçхи лару-тăрура пулса вĕсен ĕçне тишкерчĕ. Юлашкинчен вĕсем хĕрлĕчутайсене ырă пуçарулăхшăн тав турĕç, çамрăксем преступлени тунинчен хăтăлассипе тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупнине палăртрĕç.



"Пирěн пурнăç"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться