Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ятлă çын пулса тăчĕ

Çĕнĕ çула лайăх кĕтсе илнĕ хыççăн хуласенчен тăван яла ашшĕ-амăшĕсем патне хăнасем йышлăн килсе çитрĕç. Уяв малалла тăсăлчĕ. Шурă юр çунипе ял сăн-сăпачĕ те илемленчĕ. Çак канмалли кунсенчен пĕринче манăн Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ Евгений Николаевич Храмовпа курса калаçма тÿр килчĕ. Учитель  çемйинче çуралса ÿснĕскер, пурнăçра вăл пысăк ÿсĕмсем тума пултарчĕ. 1969 çулта Мишеркассинчи вăтам шкулта сакăр класс вĕренсе пĕтерсенех Женя Храмов Канашри педагогика училищине музыка уйрăмне вĕренме кĕчĕ. Баянпа лайăх выляма хăнăхса пычĕ, ачасене музыкăна вĕрентес ăсталăха туптарĕ. 1973 çулта училищĕрен вĕренсе тухсан вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта музыка учителĕ пулса ĕçлеме пуçларĕ. Çав çулхинех унăн Çар службине кайма ят тухрĕ. Оренбург хулинче тăракан ПВО çар чаçĕнче малтан сержантсен шкулĕнче вĕренчĕ, кайран гарнизонти вĕрсе каламалли инструментсен кăтартуллă оркестрĕнче туба-бас инструментпа вылярĕ.

1975 çулта, службăран таврăнсан, пĕр вăхăт Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта музыка учителĕ пулса ĕçлерĕ. Тепĕр çулхине Евгений Храмов Мишеркассинчи Культура çурчĕ çумĕнче вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркелерĕ. “Искра” колхоз правленийĕ çамрăксене электроорган, виçĕ электрогитара, ударлă установка (параппанпа тарелкăсем), виçĕ усилитель, микрофонсем туянса пачĕ. Ку чухне çамрăк музыка учителĕн пултарулăхĕ çав тери пысăк пулни палăрчĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех Евгений Храмов ялти вăтам шкултан вĕренсе   тухнă çамрăксене музыка инструменчĕсемпех выляма вĕрентсе çитерчĕ. Июль пуçламăшĕнче Мишеркассинчи Культура çуртĕнче вокалпа инструмент ансамблĕ пĕрремĕш хут концерт лартса пачĕ. Электроорганпа Е.Храмов, ритм-гитарăпа В.Шульков, соло-гитарăпа А.Вазяков, бас-гитарăпа Г.Крышкин, ударлă установкăпа В.Храмов вылярĕç. Н. Марковпа Г.Булаткина учительсем ансамблĕн солисчĕсем пулчĕç. Физика учителĕ В.Вазяков техник-оператор пулса ансамбль инструменчĕсене, микрофонсемпе усилительсене электропроводкăпа çыхăнтарчĕ, вĕсен ĕçне йĕркелесе тăчĕ. Т.Сорокин киномеханик дизель-генераторпа электроэнергипе тивĕçтерчĕ. Çавна май ансамблĕн концерчĕсене ял çыннисем улăхра утă хатĕрленĕ çĕрте те курма пултарчĕç. Унăн ырă  ячĕ таврара сарăлчĕ. Ансамбле нумай çĕре йыхравларĕç. Уйрăмах Чулхула облаçĕнче Деян сали, Мальцево, Кăрмăш, Пильна, Пăсăрман ялĕсенче панă концертсем вырăс çыннисене тĕлĕн­терчĕç. “Искра” колхоз правленийĕ ансамбле Чăваш Республикин ытти районĕсене кайса çÿреме автобус уйăрса паратчĕ. Муркаш районĕнче гастрольте пулнине ансамблĕн членĕ пулнă В.Храмов паян кун та манмасть:

- “Ильинский” кану çурчĕн ертÿçисем пĕр эрне хушши ансамбле тытса тăчĕç, кăнтăрла концерт параттăмăр, каçхине ташă каçĕсем ирттереттĕмĕр. Ансамбль репертуарĕнче нумай тĕрлĕ ташă кĕввисем, вырăсла, чăвашла, акăлчанла юрăсем куракансен кăмăлне каятчĕç. Колхоз кассине укçа-тенкĕ те куçма тытăнчĕ.

Районти пĕрремĕш вокалпа инструмент ансамблĕн чапĕ çÿле çĕк­ленчĕ, анчах унăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулмарĕ. 1976 çулхи кĕр­кунне ансамбль членĕсем ерипен саланчĕç, пĕри салтака, теприсем вĕренме кайрĕç. Ансамбль ертÿçи Евгений Храмов та Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕчĕ. Килтен çителĕклĕ пулăшайман майĕпе унăн ĕçлесе вĕренме тиврĕ. Вăл Хусанкай ячĕллĕ тата Мускав районĕнчи пионерсен Керменĕсенче концертмейстер пулса ĕçлерĕ. Хулари афишăсенче унăн ятне пичетлеме тытăнчĕç. Çак вăхăт тĕлне Е.Храмов çирĕппĕн ура çине тăчĕ. Хваттере куçрĕ. Авланчĕ. Автомашина туянчĕ. Мăшăрĕ, Любовь Васильевна, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Халĕ Слава ывăлĕ автомобиль çул-йĕр институтĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. 1987 çулта Евгений Николаевич иккĕмĕш хут аслă пĕлÿ илсе историпе вĕрентекен специалист пулса тăрать те Шупашкарти педагогика училищинче историпе музыка преподавателĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Вĕрентÿ ĕçĕнчи унăн пултарулăхне курса 2002 çулта Евгений Николаевич Храмова Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш номерлĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн ертÿçи  пулма çирĕплетеççĕ. Пысăк ответлăха туйса ĕçлеме тытăнать çĕнĕ директор. Унăн аллинче 892 вĕренекенĕн шăпи. Вĕсене çĕршыва усăллă çынсем туса пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Çĕршывăн “Вĕрен­тÿ”­ наци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе ĕçлет паян шкул коллективĕ. Кунта 20 компьютерпа усă кураççĕ. 2006 çулта икĕ учитель Президентăн грант премине тивĕçнĕ. Шкулта ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухакансен шучĕ ÿссе пырать.

Çапла, Мишеркасси ял каччи ашшĕ çулĕпе кайса ятлă çын пулса тăчĕ. Шуралнă çÿçĕсем ÿсĕм çулĕпе утма çăмăл пулманни çинчен калаççĕ.  Шкул коллективĕ чăннипех хăйĕн вĕренекенĕпе тивĕçлипех мухтанать. Унăн пурнăç çулĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ.



"Пирěн пурнăç"
03 февраля 2007
00:00
Поделиться