Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мишеркасси шкулĕ

Çук, хăйне курма пÿрмен пирĕн ăрăва, тĕл пулăва та чĕнейместпĕр... Темле шалти туйăмсем çеç вăл чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрсенчен пĕри пулнине систереççĕ. Сăмахăм - халăхăмăрăн поэчĕ П.П.Хусанкай пирки.

Поэтăмăрăн 100 çулхи юбилейне Тăван республикăмăр паллă тунă самантра пирĕн те, Мишеркасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсен, айккинче тăрса юлас килмерĕ. Хамăр шкул шайĕнче çеç пулин те, кашни вĕренекен Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки тепĕр хут шутласа асĕнче хăвартăр тесе, шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ  Н.Н. Вадейкин тÿрремĕн кăтартса тăнипе, чăваш чĕлхипе литература учителĕ Н.П.Захаров тăрăшнипе литература каçĕ ирттертĕмĕр.

11 класс хĕрĕсем поэт пурнăçĕпе тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕн кашни чăваш пĕлмелли саманчĕсене аса илтерчĕç. Итлекенсенчен нумайăшне “Тăван çĕршыв” поэма йĕркисем уйрăмах шухăша ячĕç. “Паллă поэтăмăр хăйĕн сăвви-юррисенче Тăван çĕршыва, унăн илемне мухтать, пуласлăхшăн, тăнăç пурнăçшăн кар тăма чĕнет” текен учебникри сăмахсем асăма çирĕп вырнаçрĕç. Тăван чĕлхе, Чăваш çĕршывĕ паян кун та чĕрри Хусанкай пек патриотсенчен килнине лайăх чухлатăп.

Литература каçĕн чылайăшĕшĕн манайми саманчĕ вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вулани пуласса ĕненетĕп. Çÿлерех каланă сăмахăмсене çирĕплетнĕ тенĕ пекех, пултарулăх ĕçĕнче уйрăмах активлăх кăтартнă 5, 6, 7, 8 классенчи çамрăк сăвăçсем те сăввисене Тăван çĕршыва халалланă. Жюри членĕсем Т.Храмова, К.Ильина, Д.Моторин, А.Селянкина, О.Романова, К.Кондратьева, М.Акимова, А.Седова ĕçĕсене пысăк хак пачĕç. Ăсталăха малалла та аталантарасса шанса дирекци ячĕпе пысăк мар парнесемпе хавхалантарчĕç.

Хуть те хăш çыравçăн ĕçне, шайне унăн хайлавĕсем хăйсемех кăтартаççĕ. Шел пулин те, паллă поэтăмăрăн пур ĕçĕпе те паллашма, киленме ку таранччен пирĕн тăрăхра майсем сахалрахчĕ. Ял тата шкул библиотекисен ячĕпе Р.Н.Михатайкина библиотекарь Хусанкай çырнисен 6 томлă çĕнĕ пуххипе туллин паллаштарни пирĕн пăшăрханăва сирчĕ. Кăсăкланнă вĕренекенсем шкул программинче Хусанкай ячĕ сайрарах курăннине саплаштармалли мел пулнине те ăнланчĕç.



"Пирěн пурнăç"
03 февраля 2007
00:00
Поделиться