Ача-пăча пÿрт тултарать
Ача-пăчасăр çемьене пурнăçра тымарсăр йывăçпа танлаштараççĕ. “Ача-пăча пÿрт тултарать”, - теççĕ ваттисем. Чăнахах ĕнтĕ, ача сассисĕр кил-çурт та илемлĕ мар, савăнăç-телей те çук. Çавăнпа ĕнтĕ çамрăк мăшăра туйра ача-пăчаллă пулма пиллеççĕ.
Районти ЗАГС пайĕн ертÿçи Е.С.Барышникова пĕлтернĕ тăрăх, районта январь уйăхĕнче 5 мăшăр çемье çавăрнă, пĕлтĕр вара 6 çемье йĕркеленнĕ пулнă. Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче 14 ача çут тĕнчене килнĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта 15 пепке çуралнă пулнă. Палăртма кăмăллă, январĕн 24-мĕшĕнче Тумликассинчи Кудюковсен çемйине харăсах икĕ “çĕнĕ кайăк” Дашăпа Диана вĕçсе кĕнĕ. Йĕкĕрешсем республикăри Перинаталь центрĕнче çуралнă. Кудюковсем çав тери телейлĕ, йĕкĕрешсен сывлăхĕ лайăх.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа “Амăшĕсен капиталĕ” саккун вăя кĕнине аса илтеретпĕр. Паллах, ăна иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратакан амăшĕсем çеç тивĕçеççĕ. 250 пин - курăмлă укçа. Вăл çемьене пулăшу кÿретех. Куратпăр ĕнтĕ, тертленсе çуратнине кура савăнăçĕ те пысăкланчĕ халĕ. Районта та “Амăшĕсен капиталĕ” хăйĕн çимĕçне кÿме пуçларĕ ĕнтĕ. Январь уйăхĕнчи кăтартусем тăрăх, амăшĕсен капиталне 2 çемье илме пултарни çинчен палăртнă. Вĕсем: Атнарти А.Савельева (виçĕ ача), Хирлÿкассинчи Олегпа Лариса Кукушкинсем (икĕ ача).
Ача çулталăкĕ ăнăçлă пуçланчĕ темелле. Раççей Правительстви ашшĕ-амăшне пулăшнине ырламалла. Ку вăл - ырă малашлăх, сăваплă та пархатарлă ĕç. Ача çулĕнче ырă та ăшă чунлă çемьесен йышĕ ÿстĕр, кил-çурт ача-пăча сассипе янраса тăтăр.