Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем ÿстерессишĕн тăрăшмалла
Каламалла, 14 çултан ача паспорт илме тивĕçлĕ, çавна май вăл Раççей гражданинĕ пулса тăрать. Апла пулсан ун çине яваплăх та тиенет. Мĕн тума ирĕклĕ вăл; Мĕнле тивĕç пур унăн; Граждан ирĕкĕпе, 14 çултан пуçласа 18 çулччен çула çитмен ача ашшĕ-амăшĕнчен, усрав ашшĕ-амăшĕнчен ыйтмасăрах хăйĕн ĕç укçипе, стипендипе усă курма пултарать* саккуна пăхăнса кредит учрежденийĕсене укçа хываять, унпа хăй тĕллĕн усă кураять* кулленхи йăла ыйтăвĕсемпе килĕшÿ тăваять* наука, литература, искусство хайлавĕсен авторĕ пулаять. 16 çул тултарсан çула çитмен çамрăк кооператив членĕ те пулма пултарать.
РФ Уголовнăй Кодексĕпе килĕшÿллĕн, 16 çултан çула çитмен çамрăк енĕпе уголовнăй яваплăх пуçланать. Хăш-пĕр преступленисемшĕн 14 çултанах явап тытма тивет. Пĕлтĕр, ШĔП-ĕн следстви уйрăмĕ çула çитмен 6 çамрăк енĕпе суда 4 уголовнăй ĕç тăратнă. Акă, Урикасси ялĕнчи çула çитмен çамрăк пирки ĕç пуçарнă. Çак çамрăкăн килĕнче çĕмрĕк мотоцикл пулнă. Ăна вăл юсас шут тытнă, анчах та саппас пайсем çуккипе ялти пĕр çыннăн гаражĕнчен мотоцикл вăрланă.
Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче çула çитмен 2 çамрăк уйрăм предприниматель тытса тăракан киоскăн чÿречи лайăх хупăнманнине асăрхаса унтан пылак çимĕçсем вăрланă.
Хирлÿкассинчи çула çитмен çамрăк час-часах пĕр ялта пурăнаканпа сунара çÿренĕ. Пĕррехинче çакскер хăех сунара кайма шут тытнă, çавна май ухутана пĕрле çÿренĕ çыннăн килĕнчен пăшалпа патронсене йăкăртнă.
Шулю шкулĕнче вĕренекен ачасем, пĕр палланă çын тĕслĕ тимĕр-тăмăр пухнине пĕлсе, укçа тума шухăшланă. Çавăнпа та «Искра» ЯХПК-н пилорамине тата складне кĕнĕ, пралуксем, электродвигательсем вăрланă.
Мĕншĕн-ха çак ачасем саккуна хирĕçле ĕçсем тунă; Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен:
- ашшĕ-амăшĕсем тата класс ертÿçисем тивĕçлĕ воспитани парайманни*
- ачасем пурне те пĕлесшĕн çунни, укçаллă пулас килни.
Ачасен преступленийĕшĕн камăн вара явап тытмалла; Çула çитмен çамрăксем кукăр çулпа ан утчăр тесен мĕн тумалла; Чи малтанах пирĕн пурин те хамăрăн ачасене Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем ÿстерессишĕн тăрăшмалла.