Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Саккунсене пăхăнмалла

Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне 1997 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса параççĕ. Калас пулать, паспортсем 14 çултан пуçласа 20 çулччен, 20 çултан 45 çулччен вăйра шутланаççĕ, 45 çулта илнĕ паспорт вара ĕмĕрлĕхех. Çак документа гражданин вăхăт çитсен е хушамат, ят, ашшĕ ячĕ улшăнсан ылмаштарма тивĕç. Сăмах май, 2006 çулта Раççейри миграци службин Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи управленийĕнче 1555 çын документлă пулнă, 2005ç. - 1856. Çак шутран 158-шĕ çухатнă паспорчĕсене ылмаштарнă. 12-ĕн ача çуралнине çирĕплетекен хушма хут  листи (вкладыш) илнĕ. 2109 çын хăй ăçта пурăннине (прописка) регистрацилеттернĕ, 2005 çулта ку хисеп 2172 пулнă. Регистраци учетĕнчен 905 çын тухнă. Йĕркене пăснăшăн вара 346 административлă протокол çырнă, ку 2005 çулхинчен 101 протокол ытларах. Иртнĕ çулталăкра 12 çын алимент тÿлеменшĕн шыравра пулнă пулсан, 7-шне (58,3:) тупнă. Миграци службине вăхăтра учета тăманшăн, 18.8. статьяпа килĕшÿллĕн, ют çĕршывăн 21 гражданне явап тыттарнă, 2005 çулта кун пек 5 тĕслĕх çеç пулнă.

Кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнчен 2006 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчи 109№ “Раççей Федерацийĕнче ют çĕршыв çыннисемпе гражданлăх çуккисене миграци учетне тăратасси” тата 110 № “Раççей Федерацийĕнче ют çĕршыв гражданĕсен право положенийĕ” федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси тата “Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси” федераллă саккунăн хăш-пĕр положенийĕсем хăйсен вăйне çухатни пирки йышăнни” федераллă саккунсем вăя кĕнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн, ют çĕршыв гражданĕсем вăхăтлăх пурăнасси çинчен миграци службине почта уйрăмĕсем урлă пĕлтерме пултараççĕ. Çак тĕллевпе вĕсен çыхăну уйрăмĕсенче ятарлă бланк çинче çырма тивет.

Иртнĕ çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче 189 № “Раççей Федерацийĕнче ют çĕршыв гражданĕсене тата гражданлăх çук çынсене ĕçе явăçтарас йĕркене пăснăшăн яваплăха çирĕпрех тăвас енĕпе РФ КоАП-не улшăнусем кĕртесси çинчен” федераллă саккун вăя кĕчĕ. Çавăн пекех ют çĕршыв гражданĕсен тата гражданствăсăр çынсен вăхăтлăх пурăнмалли йĕркене пăснăшăн  ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе 20-рен пуçласа 50 таран танлашакан административлă штраф тÿлеме тивет. Вĕсене Раççей Федерацийĕнчен кăларса яма та пултараççĕ.



"Пирěн пурнăç"
31 января 2007
00:00
Поделиться