Ачаллă çемьесене - патшалăх пособийĕ
“Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен” федераллă саккунпа, Раççей Федерацийĕн 2006 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи 865 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ачаллă граждансене патшалăхăн çак пособийĕсене памалли тата тÿлемелли йĕрке положенийĕсене çирĕплетнĕ:
ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособи*
çие юлнă хыççăн малтанхи тапхăртах медицина учрежденийĕнче шута тăнă хĕрарăмсене пĕр хут паракан пособи*
ачашăн уйăхсерен паракан пособи*
ачана çемьесене воспитание илнĕ чух пĕр хут паракан пособи*
ачана çуратнă хыççăн пĕр хут паракан пособи.
Ача пособине çакăн пек чух параççĕ:
Раççей территорийĕнче пурăнакан РФ гражданĕсене*
РФ гражданĕсем çар службине контрактпа ирттерсен, шалти ĕçсен органĕсенче рядовойра е ертсе пыракан тытăмра службăра тăрсан тата Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв территорийĕнче вырнаçнă çар формированийĕсен граждан персоналне - çак пособие тÿлессине Раççей Федерацийĕн пĕтĕм тĕнчери килĕшĕвĕсемпе палăртсан*
Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан ют çĕршыв гражданĕсене тата гражданлăх çуккисене, çав шутра беженецсене.
Ачашăн пособи тÿлемеççĕ:
ачисем пĕтĕмпех патшалăх шучĕпе пурăнакансене - РФ гражданĕсене, ют çĕршыв гражданĕсене тата гражданлăх çуккисене*
ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕсĕр хăварнисене - Раççей Федерацийĕн гражданĕсене, ют çĕршыв гражданĕсене тата гражданлăх çуккисене*
Раççей Федерацийĕнчен яланлăх пурăнма тухса кайнă РФ гражданĕсене.
Çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи тÿлевсем
- Çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособие камсем тивĕçеççĕ;
- Çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособи ирĕкĕпе усă куракан хĕрарăмсем:
ĕçлекен хĕрарăмсем*
предприятие, учреждение тата ытти организацие пĕтернипе ĕçрен кăларнă хĕрарăмсем, тивĕçлĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе палăртнă кунран пуçласа вун икĕ уйăх таранччен*
профессин пуçламăш, вăтам тата аслă вĕренĕвĕн тата аслă шкул хыççăнхи професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсенче производствăна хутшăнмасăр пĕлÿ илекенсем*
контрактпа çар тата пушара хирĕç кĕрешекен службăсенче тăракан хĕрарăмсем, шалти ĕçсен органĕсенче рядовойра е ертсе пыракан тытăмра службăра тăракан хĕрарăмсем*
Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв территорийĕнче вырнаçнă çар формированийĕсен граждан персоналĕн шутĕнчи хĕрарăмсем - çак пособие тÿлессине Раççей Федерацийĕн пĕтĕм тĕнчери килĕшĕвĕсемпе палăртсан.
- 3 уйăх тултарман ачана усрава илекен хĕрарăмсене (ĕçлекен тата Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв территорийĕнче вырнаçнă çар формированийĕсен граждан персоналĕн шутĕнчи хĕрарăмсене).
- Çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи отпуска каймалли йĕрке мĕнле;
- Çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи отпуска заявление тата 30 эрнери хырăмпа панă ĕçлеме пултарайманлăх хутне тĕпе хурса яраççĕ. Çуратас умĕнхи отпуск - 70 (темиçе ача кĕтекенсене - 84), çуратнă хыççăнхи - 70 (йывăррăн çуратсан - 86, икĕ е виçĕ ача çуралсан - 110) календарь кунĕпе танлашаççĕ.
Калас пулать, çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи отпускшăн усă курнине пăхмасăр, пĕтĕмпех параççĕ тата туллин тÿлеççĕ.
- Усрава илнĕ ачашăн декрет отпускĕ параççĕ-ши;
- Параççĕ. Ачана усрава илнĕшĕн хĕрарăмсене, хăйсен кăмăлĕ тăрăх, çак отпуск вырăнне çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи отпуск параççĕ. Вăл усрава илнĕ кунран пуçласа ача çуралнăранпа 70 календарь кунĕ çитиччен (икĕ ытларах ачана усрава илсен - 110) тăсăлать.
- Çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособи виçине уйрăммăн палăртнă-и е вăл ĕç укçипе çыхăннă;
- Ĕçлекен хĕрарăмсене тата Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв территорийĕнче вырнаçнă çар формированийĕсен граждан персоналĕ шутланакансене çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособие ĕçленĕ вырăнти татăлман стаж мĕн чухлĕ пулнине пăхмасăр вăтам шалăвăн 100 проценчĕпех тÿлеççĕ. Урăхла каласан, тĕп ĕç вырăнĕнче ача çуратмалли отпуска кайиччен ĕçленĕ юлашки 12 уйăхри шалăва илеççĕ.
- Предприятие пĕтернипе ĕçрен кăларнă хĕрарăмсене 300 тенкĕ параççĕ.
- Куçăн вĕренекенсене пособие стипенди виçипе (анчах та РФ саккунĕсемпе çирĕплетнĕ стипенди виçинчен кая мар) уйăраççĕ.
- Укçа-тенкĕ довольствийĕ - контрактпа çар тата пушара хирĕç кĕрешекенсемпе шалти ĕçсен органĕнче рядовойра е ертсе пыракан тытăмра службăра тăракан хĕрарăмсене.
- Пособие кам парать;
- Ĕçлекен, службăра тата вĕренекен хĕрарăмсене çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособие вырăнта параççĕ тата тÿлеççĕ.
- Упăшкине урăх вырăна куçарнипе арăмĕн ун патне кайма тивнĕ май, чирленипе малалла ĕçлеме е çак вырăнта пурăнма юраман (медицина пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн), çемьери чирлĕ çынна (медицина кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн) тата 1 ушкăн инвалидне пăхмалла чухне пособие хĕрарăмăн ача çуратмалли отпускĕ ĕçрен кайнă хыççăн пĕр уйăхран пуçлансан та çÿлерех асăннă тÿлеве юлашки ĕç вырăнĕнче параççĕ.
Предприятие, учреждение тата ытти организацие пĕтернипе ĕçрен кăларнă хĕрарăмсене пособие хăйсем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх органĕ тÿлет.
- Пособие илме мĕнле документсем кирлĕ;
- Çак документсем кирлĕ пулаççĕ:
ĕçлекен хĕрарăмсене - ĕçлеме пултарайманлăха çирĕплетекен хут (листок нетрудоспособности)*
вĕренекен, Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв территорийĕнче вырнаçнă çар формированийĕсен граждан персоналĕ шутне кĕрекенсен - çирĕплетнĕ формăпа панă медицина справки*
предприятие, учреждение тата ытти организацие пĕтернипе ĕçрен кăларнă хĕрарăмсен пособи ыйтса çырнă заявлени, ĕçлеме пултарайманлăха çирĕплетекен хут, юлашки ĕç вырăнĕ пирки ĕç кĕнекинчен çырса илни (тивĕçлĕ йĕркепе çирĕплетни), халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх органĕ ĕçсĕр тесе йышăнни пирки справка кирлĕ.
- Асăннă пособие хăш вăхăтра тÿлемелле;
- Çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособие кирлĕ документсене панă хыççăн вунă кунран кая юлмасăр тÿлеççĕ.
- Çие юлнă хыççăн малтанхи тапхăртах медицина учрежденийĕнче шута тăнă хĕрарăмсен пĕр хут паракан пособие илес тесен çакна пĕлмелле:
хĕрарăмăн 12 эрнеччен шута тăмалла*
пособи илес шутлисен тĕп больницăран 12 эрнеччен шута тăни çинчен ĕнентерекен справка илмелле те ĕç вырăнне тăратмалла*
пособи виçи - 300 тенкĕ.
- Ачана çуратнă хыççăн пĕр хут паракан пособие кашни тивĕçет, ашшĕ-амăшĕ ĕçлет е ĕçлемест, вĕренет е вĕренмест, çарта е унта маррине пăхмасăрах. Унăн виçи - 8 пин тенкĕ. Ăна амăшĕ е ашшĕ те илме пултарать. Çут тĕнчене килнĕ çемьери 2 е ытларах ачан та кашни хăйĕн пособийĕ. Анчах та вилĕ çуралнă ачашăн пособи тивĕçмест. Асăннă пособие ĕçлекене, çар çыннине, вĕренекенсене вырăнта тÿлеççĕ, ыттисене вара социаллă хÿтлĕх пайĕнче илме пултараççĕ. Ачана çуратнă хыççăн пĕр хут паракан пособие кирлĕ документсене панă хыççăн вунă кунран кая юлмасăр тÿлеççĕ.
2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 2006 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи “РФ уйрăм саккун акчĕсен ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассипе çыхăннă пайĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен” 207-903 номерлĕ федераллă саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхакансен - ĕçлекен хĕрарăмсен пособийĕ кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ÿсрĕ. Унăн виçи юлашки 12 уйăхри вăтам ĕç укçин (тупăшăн) 40 проценчĕпе танлашать. Пĕрремĕш ачапа ларакансен пособийĕн чи пĕчĕк виçи - 1500, иккĕмĕшпе ун хыççăнхисемпе - 3000 тенкĕ. Чи пысăк виçе 6000 тенкĕрен иртмелле мар. Ача пăхакана паракан пособие ĕçлемен амăшĕсем те илĕç. Вĕсене пĕрремĕш ачашăн - 1500, иккĕмĕшпе ун хыççăнхисемшĕн 3000 тенкĕ тÿлеççĕ. Вĕренекен амăшĕсен пособийĕ те çак виçепех пулать.
Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн ачаллă çемьесем валли патшалăх пулăшăвĕн тепĕр мелне çирĕплетнĕ - ачасене çемьесене воспитанине илнĕ чух пĕр хут паракан пособи тÿлеççĕ. Унăн ирĕкĕпе усрава илекенсенчен, опекунсенчен (попечительсенчен), йышăнакан ашшĕ-амăшĕнчен пĕри усă курать. Пособи виçи - 8000 тенкĕ. Çемьене темиçе ачана воспитание илнĕ пулсан ку тÿлеве кашни ача пуçне параççĕ. Опекунсене те ытларах тÿлеме тытăнаççĕ. 2 çула çитичченхи ачашăн уйăхра - 4 пин, 2-7 çулсенчи ачасемшĕн - 4,16 пин, 7-18 çулсенчи ачасемшĕн - 4,57 пин тенкĕ. Йышăнакан ашшĕ-амăшĕ çемьере 1-2 ачана воспитани панăшăн - 2,5 пин, виçĕ ачаран нумайрах пулсан 3,6 пин тенкĕ илсе тăрĕ.
Çавăн пекех январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ачашăн уйăхсерен паракан пособи те ÿсрĕ.