Апат-çимĕç хатĕрлес ăсталăха туптаççĕ
Аякка тухса çÿремесĕр вырăнта вĕренсе професси илнине нимĕн те çитмест. Етĕрнери 25-мĕш номерлĕ училищĕн районти филиалĕ ĕçлеме пуçланăранпа чылай çамрăк кунта ăс пухса хăйсем кăмăллакан специальноçе алла илчĕ.
Малтанхи çулсенче училищĕре механизаторсемпе строительсене те хатĕрлетчĕç. Кăçал вара ытларахăшĕ повар-кондитер, çĕвĕç профессине алла илес шутлă пулнă. Çĕвĕç пулас текенсем Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче пĕлĕве ÿстереççĕ, пурĕ унта 25 хĕр упраç ăс пухать. Повар-кондитер ăсталăхне училищĕрех вĕрентеççĕ. Ку ушкăнра 29 çамрăк пĕлÿ пухать, вĕсенчен 9-шĕ - арçын ачасем. Яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа повар-кондитер ăсталăхне алла илме Любовь Николаевна Романова мастер пулăшать. Палăртмалла, тутлă апат-çимĕç пĕçерме вĕренекенсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче 11 класра вĕренекен пикесем чылаййăн. Вĕсем уроксем вĕçленнĕ хыççăн каçхи сменăра ăс пухаççĕ. Шкулта вĕреннĕ хушăрах алла професси илнине ырламалла ĕнтĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче вара çамрăксем пĕр харăсах алла аттестат та, диплом та илеççĕ.
Апат-çимĕç ăсталăхне вĕренекенсем практика занятийĕсенче “Березка” ресторанта, “Мираж”, “Сирень” кафесенче, 1-мĕш номерлĕ тата Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн столовăйĕсенче пухаççĕ. Ку ĕçре пысăк опыт пухнă поварсем çамрăксене техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлессин кăткăслăхĕпе паллаштараççĕ, теорие ĕçпе çирĕплетме пулăшаççĕ.