Çулталăка пĕтĕмлетсе, юбилейсене хатĕрленсе
Районăн 2006 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата 2007 çулăн тĕллевĕсем, çавăн пекех район йĕркеленсе кайнăранпа 80 çул çитнине тата Хĕрлĕ Чутай сали 425 çул тултарнине уявлас тĕлĕшпе хатĕрленес ыйтусемпе тунти кун райадминистрацин Пĕчĕк залĕнче лару иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ А.И.Криков, унăн çумĕсем Т.Н.Шереметьева тата И.Л.Хораськин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе районти предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Чи малтанах иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Н.Сергеева паллаштарчĕ. Вăл “Питание” ТЯО-н (132,1:), райпон (118,6:), аптекăн (110,4:) тата “Гидравлика” УАО-н (2,5 хут) таварçаврăнăшĕ 2005 çулхинчен ÿснине палăртса хăварчĕ. Людмила Николаевна “Сельхозэнерго”, “Янтарь” тата “Красночетайский” ТЯО-сен, “Гидравлика” УАО-н промышленноç продукцийĕсен калăпăшĕ ÿснине те асăнчĕ. Халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерессипе 2006 çулта “Быт” МП тата районти почтамт аван ĕçленĕ. Ял хуçалăхĕпе илсен, 2005 çулхипе танлаштарсан, пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси 101,3: пурнăçланнă, аш туса илесси вара чакнă, çак кăтарту 89,9: танлашать. Иртнĕ çулталăк хушшинче мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне кăшт чакарнă (98:), районĕпе ĕнесен шучĕ 8 пуç, лашасен 62 пуç сахалланнă. Сыснасемпе (296 пуç) сурăхсен (3 хут) хисепĕ вара ÿснĕ. Кашни ĕне вăтамран 3310 килограмм сĕт антарнă, 2005ç. - 3170 килограмм. Мăйракаллă шултра выльăхсен тата сыснасен ÿт хушаслăхĕ те ÿснĕ.
Унтан Людмила Николаевна 2007 çул валли палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем: инвестицисем хывасси, пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси тата ытти те. Александр Иванович çитес ларура çак тĕллевсене туллинрех ăнлантарса пама ыйтрĕ, лайăх хатĕрленме сĕнчĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа чи малтанах район пуçлăхĕ А.И.Криков сăмах илчĕ, январĕн 16-мĕшĕнчи 7-мĕш номерлĕ хушăвĕпе паллаштарчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, района 80 çул тата Хĕрлĕ Чутай салине 425 çул çитнине пĕр кунта - августăн 18-мĕшĕнче - шăмат кун савăнăçлă лару-тăрура уявлама палăртаççĕ. Çак куна хатĕрленсе мероприятисем йĕркелес тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Александр Иванович унăн йышĕпе паллаштарчĕ.
Ун хыççăн райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ И.Л. Хораськин çак паллă уява хатĕрленсе район центрĕнче вырнаçнă кашни предприяти умĕнче пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл кашни ертÿçĕне тенĕ пекех предприяти е организаци территорине çутăпа тивĕçтерме, картасене çĕнетме е сăрлама сĕнчĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, пурин те уява тивĕçлĕн хатĕрленес тĕлĕшпе тăрăшмалла.
Ларăва район пуçлăхĕ А.И.Криков пĕтĕмлетрĕ. Вăл юбилейсем умĕн тумалли ĕçсене пурне те кирлĕ пек пурнăçлама ыйтрĕ. Çавăн пекех Александр Иванович район центрĕнче тата 23 № аптека умĕнче скверсем тăвасси пирки палăртрĕ. Унсăр пуçне вăл Ленин, Советски тата автозаправка станцийĕнчен пуçласа “Резон” предприяти таран çутăпа тивĕçтерессине çĕнетесси çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех А.И.Криков малашне кашни предприяти умĕнче каçхине çутă тăмалли пирки каларĕ.
Юлашкинчен Александр Иванович çакăн пек лару уйăхсерен иккĕмĕш тунти кун иртессе çирĕплетрĕ.