Çамрăк спортсменсем çĕнĕ стартсене хатĕрленеççĕ
ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн кашни çулах шкул ачисем хушшинче Спартакиада йĕркелеççĕ.
Яваплă ăмăртусене районти çамрăк спортсменсем пысăк хастарлăхпа хатĕрленеççĕ, тĕрлĕ турнира хутшăнса вăйĕсене тĕрĕслеççĕ. Акă, иртнĕ вырсарни кун, январĕн 21-мĕшĕнче, районти спорт шкулĕнче çамрăксем волейболла тата шашкăлла выляссипе тупăшнă. Ăмăртусене оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ уçăлнине халалланă.
Волейболла выляссипе хĕрÿ тупăшу Мăн Этменпе Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн, Атнарпа Мишеркасси шкулĕсенчи хĕрсен командисем хушшинче пынă. Палăртмалла, Мăн Этменти волейболистсем (тренерĕ В.А.Михеев) кашни çулах çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Ку хутĕнче те хĕрсен команди пурне те парăнтарса малти вырăна çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш - Мишеркасси, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене Хĕрлĕ Чутай гимназийĕпе Атнар шкулĕ пайланă. Çĕнтерÿçĕ спортсменсене районти РОСТО организацийĕн ертÿçи В.Егоров парне парса хавхалантарнă.
Сăмах май, ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пуçланнă Спартакиадăн зонăри волейбол ăмăртăвĕ районта, февраль уйăхĕн варринче, иртмелле. Хăнара Çĕмĕрле хулин тата Етĕрне районĕн спортсменĕсем пулĕç.
Канмалли кунсенче шашистсем хушшинче пысăк турнир иртнĕ. Хĕрсем хушшинче чи нумай очко пухса пултарулăхпа Атнар шкулĕнче ăс пухакан Алена Сапожникова палăрнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шулю шкулĕнче вĕренекенсем Надежда Рябиковапа Валентина Храмова тивĕçнĕ. Арçын ачасенчен чи пултарулли Владислав Железнов (Питĕркасси шкулĕ) пулнă, иккĕмĕш - Аркадий Сендряков (Мăн Этмен), виççĕмĕш - Дмитрий Лаптев (Атнар).
Шкул ачисем хушшинче шашкăлла выляссипе ăмăртусем татах та иртмелле. Район çĕнтерÿçисем март уйăхĕнче республикăри зонăри пысăк ăмăртăва хутшăнĕç. Ăна Çĕмĕрле хулинче ирттерме палăртнă. Чи вăйлисене вара финалти вăйăсем кĕтеççĕ.
Кăçал çанталăк йĕпе-сапаллă тăнă май, йĕлтĕрçĕсене пысăк чăрмав кÿчĕ, “Йĕлме-йĕлтĕр чĕнет” ниепле те старт илеймест. Çитес кунсенче çанталăк парсан, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем старта тухĕç.
Çамрăк спортсменсене малашлăхри ăмăртусенче ăнăçу сунатпăр.