Район хаçатне çырăнмасăр юлас çуках
“Сăн-питне курас килсен, тĕкĕр умне тăр, район пурнăçне пĕлес тесен, хамăр хаçата вула”, - тенĕччĕ мана çамрăкла пĕр аслă юлташ.
Çак сăмахсем чăн пулнине çулсем тăршшĕпе курса, туйса пурăнтăм эпĕ. Ас тăвасса, реформăччен чылайăшĕ хаçат-журналсем темиçешер çырăнса илетчĕ. Эпир те мăшăрăмпа 10-15-шер издани çырăнса илнĕ. Çапах та чи малтан район хаçатне тытса вулаттăмăр. Мĕншĕн тесен вăл чи çывăххи пулнă. Халĕ те çавах. Паллах, пурнăç хĕсĕккипе малтанхи чухлĕ хаçат-журнал çырăнаймастпăр. Темĕнле пулсан та район хаçачĕсĕр юлма май çук. Мĕншĕн тесен вăл пĕртен-пĕр чун апачĕ, чун уççи. Калас пулсан, район хаçачĕпе туслă çыхăну тытасси манăн ĕлĕк-авалах пуçланнă темелле. 1965 çулта Мăн Этменти вăтам шкула ĕçлеме ячĕç пире, çамрăк учительсене. Унтанпа мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ, шыв юхрĕ. Çапах та юратнă хаçатсăр пĕр кун та пурăнман тесен тĕрĕсрех.
Литературăпа, поэзипе кăсăкланнă май хаçата сăвăсем, юптарусем, статьясемпе очерксем ярса параттăм. Хаçатра ĕçлекен аслă юлташсем мана, çамрăк çыравçăна, вĕрентсе, ăс парса пычĕç, çирĕпленсе ура çине тăма пулăшрĕç. Каярахпа пысăкрах калăпăшлă хайлавсем: калавсемпе повеçсем кун çути курчĕç хаçатăмăрта.
Редакцинче ĕçленĕ сумлă журналистсене халĕ те ырăпа асăнатăп, тав сăмахĕсем калатăп. Вĕсене район çыннисем те, аслăраххисем, чылайăшĕ пĕлеççĕ: М.А.Назаров, И.Е.Ландышев, П.А.Голицын, Е.А.Афанасьев, Н.П.Барышников, Г.А.Анисимов, А.Н.Никитин, В.Н.Чернов, А.А.Угольников, М.А.Чемашкин тата ыттисем те.
Вăхăт иртнĕ май хаçатăн ячĕсем те ылмашăнса пычĕç: “Çĕнтерÿ çулĕ”, “Колхоз хаçачĕ”, “Коммунизм çулĕпе”, “Пирĕн пурнăç”. Хаçатăн ячĕсем улшăнса пычĕç пулин те, унăн тĕллевĕ пархатарлă - район пурнăçне тарăннăн, тĕрĕс çутатса парасси. Хаçатăн содержанийĕ пуян, интереслĕ пулнă.
Пурнăçĕ йывăр пулсан та, хальхи вăхăтра хаçатра ĕçлекен ĕçтешсем мал ĕмĕтлĕ, пуян опытлă, хавхалануллă, пуçаруллă, вĕсен вăй-хăвачĕ иксĕлми. Пурне те вĕсене ĕçре ăнăçу, пурнăçра телей, çирĕп сывлăх, чи кирли - юрату сунатăп.
Районта тухса тăракан “Пирĕн пурнăç” хаçата тытса вуламан çынсем сахалтарах пулĕ Чутай таврашĕнче. Çак шухăша, паллах, кам хаçат çырăнман, çавсем хирĕçлеме пултарĕччĕç. Анчах та вĕсем шарламаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Мĕншĕн тесен хаçат çырăнманнипе унта мĕн пуррине пĕлмеççĕ. Апла пулсан, хамăр район пурнăçне, çыннисен ĕçĕ-хĕлне, шухăш-туйăмĕсене чухлаймаççĕ. Тĕрĕсрех каласан, пурнăçран юлса пыраççĕ. Çавна пулах кăкăр туллин сывлаймаççĕ, куçа уçса пăхаймаççĕ. Леш хайхи “сараппанлă радио” хыпарĕсемпех çырлахаççĕ. “Тет”, “çапла тет-и; Капла-и;” - тесе иккĕленсе хăшкăлаççĕ пек туйăнать мана район хаçатне çырăнса илме укçа шелленĕ çынсем.
Юрать-ха, ĕçсĕр-хĕлсĕр, укçа çукрах пулнипе тертленсе пурăнакансем кăна хаçата çырăнаймаççĕ пулсан. Тĕрĕссипе, чухăнтараххисенчен ытларахăшĕ район хаçачĕпе туслă. Ватă кинемейсемпе мучисем, пенсионерсемпе ветерансем район пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, пур-çук укçисене перекетлесе те пулин “Пирĕн пурнăç” хаçата çырăнса илме майсем тупаççĕ. Район пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе ÿсĕмĕсемшĕн савăнаççĕ, тĕрлĕрен пăтăрмахсемпе юхăнтарса янă хуçалăхсен шăписем çинчен вуласан чунтанах пăшăрханаççĕ. Ку çапла пулмалла та, хăй вăхăтĕнче хисеплĕ ватăсем пурнăç хуçисем пулнă вĕт-ха, пурнăç тилхепине çирĕппĕн, карăнтарса тытса пынă.
Юлашки çулсенче “бизнес”, бизнесмен”, предприниматель”, “наркоман”, “бомж”, “криминал” сăмахсене час-часах радио-телевиденипе илтетпĕр, Раççей, республика хаçачĕсенче вулатпăр. Çаксене курса, илтсе, вуласа çынсен чун-чĕре тăнăçлăхĕ хавшать, йăшать. Ман шутпа, хальлĕхе район хаçачĕ ку чирсемпе чирлемен-ха. Район хаçатне вуласа çынсем кăмăл-туйăм, чун-чĕре лăпкăлăхне тупаççĕ. Çавăнпах район хаçатне çырăнмасăр юлас çуках.