Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вăрăм ĕмĕрлĕ йăхсем чылай-ши?

Ку чухнехи пурнăçра иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи пек радиопа телевидени пулман пулсан мĕн тунă пулĕччĕç-ши çынсем; Эпир - шăпах çав вăхăтра çуралса ÿснĕ çынсем. Анчах та пирĕн ун чухне пĕр кун та, пĕр каç та пушă вăхăт пулман. Пирĕн аттепе аннен, пиччесемпе аппасен канмалли кун тени, Турă праçникĕсемсĕр пуçне, пачах та пулман. Çитменнине, çурçĕрччен выртса çывăрма та пултарайман вĕсем. Хĕрарăмсем çĕрĕ-çĕрĕпе кĕнчеле арланă, тĕрĕ тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă, пир тĕртнĕ, кĕпе-йĕмне те хăйсемех çĕленĕ. Арçынсем те çĕрĕпех çăпата тунă, çăматăсем тĕпленĕ, кантра-пăяв, вĕрен явнă тата ытти те. Кăнтăр кунĕнче ку ĕçсене пурнăçлама вăхăт пулман.

Пурин те кун пекех пулман пулĕ те, анчах пирĕн çемьере шăпах çакăн пекчĕ.

Эпир çемьере пĕр аттепе аннерен вунă ача - пилĕк хĕрпе пилĕк ывăл çуралса ÿснĕ. Чи асли революци вăхăтĕнчех çуралнă. Пĕлессе, çемьере эпĕ тăххăрмĕш ача, тăтăшах шкула çÿрекенсем виççĕн-тăваттăнччĕ. Çапах та пирĕн çакăн пек пысăк çемье çитменлĕхре нушаланса пурăннă тесе калама пултараймастăп. Кирек мĕнле ĕçре те туслă çемье пĕрне-пĕри вăй çитнĕ таран пулăшнă. Уйрăмах уйра тырă вырнă вăхăтра пĕчĕккисем те, аллисене кастара-кастара, çурлапа тырă вырнă, кĕлтесем çĕклесе çĕмелсем тума пулăшнă, чи кĕçĕннисем уя пысăккисем валли вĕри апат йăтнă - апата киле кайса çÿреме вăхăт та пулман.

Çапла вара, вăрçă пынă вăхăтра та, хыççăн та ыйткаласа çÿремен, хамăра хамăр ĕçпех тăрантарнă. Вăрçă вăхăтĕнче чылайăшĕ çÿренĕ çĕртех выçăпа ÿксе те вилетчĕç. Пирĕн атте, аппа, пичче вăрçă хирĕнче çапăçнă пулсан, кĕçĕнреххисем ĕç фронтĕнче “çапăçнă”, пĕри те ÿксе вилмен.

Тĕлĕнмелле, ун чухне пирĕн пÿртре пĕр сĕтел кăна пулнă, çавăнпа та  черетпе уроксем тума тивнĕ. Темиçе сĕтел лартас, пире выртса тăма та вырăн кирлĕ-çке.

Халĕ эпĕ çавăн пысăкăш пÿртрех пĕччен пурăнатăп (ачасем уйрăм), тăватă сĕтел ларать, виççĕшин çинче телевизор, радио, телефон тата ĕлĕкхи избачри (библиотека)  пек хаçат-журнал куписем сапаланса выртаççĕ.

Малалла эпĕ тĕп ыйту çинче чарăнса тăрасшăн-ха. Çÿлерех асăннă çемьерен халĕ эпир улттăн пурăнатпăр. Атте çĕре кĕни те кăçал хĕрĕх çула  çитрĕ. Эпир пурте тивĕçлĕ канура. Чи асли, Ольга, 85 çулта, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, ун çинчен чылай хаçатсенче пичетленĕччĕ-ха. Вăл вăрçа та хамăр Чутай больницинченех тухса кайнă. Халĕ Тверь облаçĕнчи Конаково хулинче пурăнать. Сăмах май, манăн аслă хĕрĕмпе пĕр хуларах,  пĕр урамрах пурăнать, Ольга вара унăн амăшĕ вырăнĕнчех шутланать. София 80 çулта, тăван ялтах пурăнать, вăл та пĕччен. Анна 78 çулта, Калкасси ялĕнче ывăлĕпе пурăнать, Мария 73-ре, Пантьăкра пĕччен пурăнать, эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, 68-та ĕнтĕ. Чи кĕçĕнни, çемьери вуннăмĕш ачи Володя та, 65-ре, Мурманск облаçĕнчи Мончегорск хулинче пурăнать.

Пурĕ вара эпир пĕр атте-аннерен çуралнăскерсем улттăн вăрăм ĕмĕр пурăнатпăр тесен те юрать. Районта пирĕн пек вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем чылай-ши;

Халĕ манăн район хаçатне вулакансенчен çакна ыйтса пĕлес килет. Тен, татах та пулĕ çакăн пек çемьесем пирĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнче; Пулсан хаçатра пичетлесен аванччĕ. Ун пеккисем пулсан мана çак телефонпа шăнкăравласа пĕлтерсен тем пекехчĕ, 31-2-34 - пырса курма та пулатчĕ пулĕ.



"Пирěн пурнăç"
23 января 2007
00:00
Поделиться