Районта утса кăларакан апат-çимĕçе Шупашкарта сутаççĕ
“Янтарь” тулли мар яваплă обществăна районта лайăх аталанса пыракансенчен пĕри теме пулать. Паянхи кун обществăна Георгий Иванович Ярлов ертсе пырать. Юлашки уйăхсенче вăл тăрăшнипе Шупашкар хулинчи 14 магазинта (сăмахран, “Ветеран”, “Калинин”, “Стрелка” тата ыттисенче те) “Янтарь” ТЯО туса кăларакан апат-çимĕçе туянма пулать. Пичет çурчĕн столовăйĕнче те чутайсен продукчĕсемпе апатланма май пур.
Çавăн пекех, палăртма кăмăллă, юлашки кунсенче “Янтарь” тулли мар обществăра çĕнĕ йышши 3 тĕрлĕ премĕк-печени туса кăлараççĕ. Çитес вăхăтра вара унăн ĕçченĕсем çĕр улми тата сухан типĕтме пуçлĕç.
"Пирěн пурнăç"