Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Президентăн «Çĕнĕ шкул» программине халалласа

2006 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа республикăри вĕрентÿ системинче Президентăн “Çĕнĕ шкул” программи 10 çул çитнине халалласа мероприятисем ирттерме палăртнă.

 Çавна май районти шкулсенче те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме йышăннă. Вĕсенчен пĕрисем - аслă классен “Манăн пулас професси” творчество проекчĕ, Н.Федоров Президентăн “Образование - основа для решения социально-экономических проблем” кĕнекен презентацийĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсенче Уçă алăксен кунĕ, РФ Президенчĕн грантне илме тивĕçнĕ учительсен уçă урокĕсем, шкул ачисен “Пуласлăх шкулĕ” творчество конкурсĕ... Мероприятисем вĕрентÿ учрежденийĕсенче иртĕç.

Президентăн “Çĕнĕ шкул” программине 10 çул çитнипе шкул ачисем хушшинче викторина та ирттерме палăртнă. Унăн тĕллевĕ - патшалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланакан вĕренекенсене тупса палăртасси. Вăл 2007 çулхи январĕн 20-мĕшĕпе февралĕн 2-мĕшĕччен пырать. Унта 13 çултан иртнĕ вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Викторина ыйтăвĕсен хуравĕсене çак адреспа ярса памалла: Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерÿ лапамĕ, 1. Электронлă майпа та ярса пама юрать: е-mail: obrazov@krchet .ru. Викторина ыйтăвĕсене тĕрĕс тата йĕркипе хуравласан хушаматпа ята, ашшĕ ятне, хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине çырмалла.

Викторина ыйтăвĕсен пĕлтерĕшне çухатас мар тата хуравсем тĕрĕс пулччăр тесе вĕсене вырăслах пичетлетпĕр.

Викторина, посвященная 10-летию Президентской программы “Новая школа”

1. Когда утверждена Президентская программа “Новая школа”;

2. Какую задачу была призвана решить Программа;

3. “Известный лозунг “Учиться, учиться и учиться” приобретает новое содержание”, - подчеркнул в своем выступлении Н.Федоров на совещании работников народного образования 28 августа 1996г. Какое содержание лозунга;

4. На какие годы рассчитана Программа;

5. В соответствии с каким Законом разработана Президентская программа “Новая школа”;

6. Какую стратегическую цель представляла Программа;

7. Какие основные ценности заложены в Программу;

8. На чьем духовном завещании чувашскому народу основывается Программа;

9. Реализацию каких целевых программ развития образования предусматривала Президентская Программа.



"Пирěн пурнăç"
23 января 2007
00:00
Поделиться