Пысăк хурăшлăх кăларса тăратать
Кăçалхи çанталăк пурне те тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Шартлама сивĕсем хуçаланмалли чух юр ирĕлет, çумăр çăвать... Çанталăк ăшă тăнипе пĕвесем те пăрпа çирĕпех витĕнеймерĕç. Сăр юханшывне илсенех, кăçал вăл икĕ хутчен пăртан «тасалчĕ». Виççĕмĕш хут ĕнтĕ Сăр юханшывĕ пăрпа витĕнчĕ. Паллах, çирĕпех мар. Ĕнер кăна-çке каллех йĕпе юрĕ те, çумăрĕ те çурĕ. Кун пек çанталăкра Сăр юханшывĕ çинчи пăр виççĕмĕш хут та “кайĕ”. Ку вара пулă тытма юратакансемшĕн уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Апла пулин те пулăçсене Сăр юханшывĕ çинче курма пулать. Инкеке лекме вара хăвăрт. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла, юханшыв пăрпа çирĕпех шăнманнине курсах ун çине кĕрсе каймалла мар. Сăр юханшывĕ 5-6 сантиметр хулăнăш шăнсан çеç çынна чăтаять. Кăçал вара вăл çынна чăтмалăх та шăнмарĕ, 4-5 сантиметр çеç.