Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мĕншĕн çитĕнекен ăру тĕрĕс çултан пăрăнать

Йĕркене пăснă çул çитмен çамрăка шалти ĕçсен пайне учета илеççĕ. Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцийĕн инспекторĕ С.М.Степанова пĕлтернĕ тăрăх, 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19 çамрăка профилактика учетне илнĕ, вĕсенчен пĕри - хĕр ача. Тата тепĕр çамрăк (Штанаш ялĕнчен) кирпĕч шутланă çĕрте «канать».

Иртнĕ çулти пĕтĕмлетÿсем тăрăх çул çитмен çамрăксем 9 преступлени тунă, виçĕм çул çак кăтарту 15-пе танлашнă.

Тути çинче сĕт типмен - вăрлаççĕ

Çул çитмен ачана тĕрĕс тĕкел пурăнма мĕн чăрмантарать; Тĕп сăлтавсенчен пĕри ĕç тĕлне пĕлменни тейĕттĕм эпĕ. «Йывăр çемьере» ÿсекен ача ытларах йĕркене пăсать. Кунпа килĕшмелле. Анчах йĕркеллĕ çемьере пурăнакан ача та тĕрĕс çултан пăрăнма пултарать, «мăнтăр» чирĕпе асапланакансем. Ашшĕ-амăшĕ çемьене тăрантарас тесе ырми-канми ĕçленĕ хушăра чун тĕпренчĕкĕ ĕçсĕр çапкаланса çÿрет, пилĕк авас килменнипе паллах. Çавăнпа ваттисем тĕрĕс каланă: «Çынна ĕç тытать». Ашшĕ-амăшĕн пĕчĕклех «чĕпписене» ĕçе хăнăхтармалла, çын ĕçне хаклама, хисеплеме вĕрентмелле. Акă, иртнĕ çул Тури Çĕрпÿкассинчи çамрăк ачасем ушкăнпа ялти пĕр лавккана иленнĕ, пылак апат-çимĕç çине куç хывнă вĕсем. Йăкăртса тухнă хыççăн тăраниччен çинĕ, паллах, анчах «хĕрлĕ кăсăруклисем» сисни чăрмантарнă.

Пылак çиме юратакансене учета илнĕ, тивĕçлĕ статьяпа айăпланă. Палăртмалла, çак ачасем йĕр­келлĕ çемьесенче ÿсеççĕ, шкулта вĕренеççĕ, пĕри Шупашкарти училищĕре пĕлÿ пухать. Ахăртнех, кунта ашшĕ-амăшĕ ачисемпе интересленменни, вĕсен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелейменни те сăлтав пулма пултарать.

Тепĕр тĕслĕх илер. Хирлÿкасси ялĕнче Ю. ятлă çамрăк ача пурăнать. Шел, паллах, ачана, йĕркесĕр çемьере ÿснĕ вăл, темле йывăрлăха та тÿссе ирттернĕ, выçă та ларнă пулĕ. Пĕр мучин пăшал пуррине курнă ача, вăрланă. Мĕнле тĕллевпе яш ача алла пăшал тытма шутланă, калама хĕн. Ку ĕç пирки уголовнăй ĕç пуçарнă.

Иртнĕ кĕркунне, акă, Питĕркасси шкулĕнче пĕлÿ пухакан каччăпа Етĕрнери училищĕре вĕренекен çамрăк урамра ларакан машинăран автомагнитола йăкăртнă. Халĕ вĕсен саккун умĕнче явап тытма тивет.

Ачана хĕненĕшĕн явап тыттараççĕ

Ашшĕ-амăшĕн ачана тĕрĕс воспитани парса ÿстерсе çын тăвассишĕн тăрăшмалла та, анчах хăшĕ-пĕрисем ĕçке ереççĕ те ачисене чышкăпа «ăс-тăна» вĕрентме пуçлаççĕ. Иртнĕ çул ашшĕ-амăшĕ чун тĕпренчĕкĕсем çине алă çĕкленĕ виçĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. Вĕсенчен кашниех ÿсĕр пулнă, ниçта та ĕçлемеççĕ, ачисене тивĕçлĕ пăхса ÿстереймеççĕ. Çак тĕлĕш­пе кашни пирки уголовнăй ĕç уçнă.

Ĕçкĕçсене ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăвараççĕ

Иртнĕ çулта йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ 72 çемьене учета илнĕ. Тĕрĕсрех каласан, ял тăрăхĕсенче вĕсен йышĕ татах та нумай. Упăшкипе арăмĕ «çуттипе» туслашса ачисем çинчен манаççĕ, пĕчĕкскерсем вара мĕнле кирлĕ çапла нушаланса пурăнаççĕ. Лару-тăру питех те йывăрланса çитсен ашшĕ-амăшĕсене ăс-тăна вĕрентессипе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, педагогсем, ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем те ĕçлеме пуçлаççĕ, сăнаса тăраççĕ, тĕрĕс çул çине тăманнисем валли çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Ку, ĕнтĕ, ашшĕ-амăш прависĕр хăварни пулать. Пĕлтĕр çакăн пек çемьесем пирки 18 материал пухса хатĕрленĕ.

Ĕçке хирĕç темле кĕрешсен те, çав-çавах ĕçеççĕ. Арçынсем эрехпе ытларах аташаççĕ теме хăнăхнă эпир. Анчах пурнăç ÿкерчĕкĕ урăхларах кăтартать. Çамрăк хĕрарăмсем чун тĕпренчĕкĕсем çинчен шутламасăр ĕçке ярăнаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем Мучикасси, Серенкасси, Мăн Этмен ялĕсенче пур, ытти ялсенче те çук мар ĕнтĕ. Çак хĕрарăмсене темиçе хутчен те асăрхаттарнă пулин те, вĕсем юсанма шутламаççĕ. Итлеменнисенчен вара саккун çирĕп ыйтать. Ачисене туртса илсен, тен, тĕрĕс çул çине тăма шутлĕç-и; Кунта ача тата мĕншĕн айăплă; Вĕсене ÿссе аталанма, тивĕçлĕ пĕлÿ илме йĕркеллĕ услови кирлĕ.

Ачана хамăршăн çу­рат­­са ÿстеретпĕр, апла пулсан унран йĕркеллĕ çын тăвасси - ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ.



"Пирěн пурнăç"
23 января 2007
00:00
Поделиться