Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хĕрарăм руль умĕнче - «модно»

 

Пурнăç улшăнса пынă май хĕрарăм кăмăлĕ те çирĕпленчĕ. Ĕлĕк хĕрарăм айван та йăваш, черчен пулнă пулсан, хальхи саманара хăватлă та вăйлă. Вăл тем те тăваять, таçта та ĕлкĕрет. Анчах пурте мар паллах. Çапах та çемье тилхепине тытса пырасси, кил-çуртри хăтлăх, ача-пăча телейĕ хĕрарăмран нумай килет.

Çавăнпах та Турă хĕрарăма чăтăмлăхпа тÿсĕм­лĕх, ĕçченлĕх парнеленĕ. Вăл халĕ хăватлă техникăна чуптарать, ертÿçĕре ĕçлет, космоса та хăпарать... Хĕрарăм арçынпа тан шăлавар тăхăнса çÿрени те çавнах калать пулĕ. “Чăн-чăн арçынсем” пĕтсе пыраççĕ тесен хăшĕ-пĕри кÿренĕ те. Арçынсем ĕçкĕ çулĕ çине тăчĕç. Вĕсем çине шанчăк сахалрах, арçын çемье пуçлăхĕ пулма пăрахрĕ. Çавăнпа çут çанталăкăн черчен пайĕ яваплăха хăй çине ытларах илет. Халĕ тата хĕрарăмсемпе пикесем машинăпа çÿреме ирĕк илессишĕн районти РОСТО-ра ăс пухаççĕ. Акă, иртнĕ çул асăннă учрежденинче пурĕ 593 çын вĕренсе алла документ илнĕ, вĕсенчен 82-шĕ хĕрарăмсем пулнă. Кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа каллех тепĕр ушкăн транспортпа çÿреме документ илес тесе ăс пухать, вĕсенчен 6-шĕ - хĕрсемпе хĕрарăмсем. Мĕншĕн хĕрарăмсене руль умне ларасси илĕртет тесен, чылайăшĕнчен çапларах хурав илтме пулать: “Упăшкасене çăмăлрах пултăр” е “Халĕ питĕ “модно”.

Кĕскен каласан, пурнăçра хĕрарăм арçынран çÿлерех тăра пуçлани куç кĕрет. Этемлĕхĕн вăйлă çуррин пĕлтерĕшĕ чакса пырать пулсан, хĕрарăм вăйланса пыни тĕрĕсех те пулĕ.



"Пирěн пурнăç"
23 января 2007
00:00
Поделиться