Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар
«Пурнăçа мăшăрпа пурăнса ирттерейменшĕн шăпана ÿпкелеместĕп, ачасем лайăх пулчĕç, вĕсем амăшне хисепленишĕн савăнатăп», - терĕ Татьяна кинемей калаçăва пуçланă май.
Татьяна Алексеевна Чумакова (хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова) 1920 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Якушкăнь ялĕнче çуралнă. Тĕрĕсрех каласан, вăл январĕн 19-мĕшĕнче çуралнă пулнă, хут çине вара каярах çырса хунă. Вунă пĕр тăван пулнă вĕсем, 4-шĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Татьяна кинемей çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Йышлă çемьере аслисене яланах йывăр килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă. Татьяна аппа та мĕн пĕчĕкренех ĕçе явăçнă.
- Ати пирĕн вĕреннĕ çынччĕ. Вăл çыравçăра, счетоводра, ял советĕнче секретарьте, пĕр хушă Хĕрлĕ Чутайри банкра та ĕçленĕ. Апи ĕмĕрех колхозра тăрăшнă. Атте пĕлÿ илнĕ çын пулнăранах, пиччене учителе вĕрентсе кăларчĕ. Манăн та питĕ вĕренес килетчĕ те, анне ямарĕ: “Эсĕ те килтен тухса кайсан, кам кĕçĕннисене пăхса тăрĕ”, - тетчĕ. Аннене шелленипе килте пурăнтăм.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Ваçли пиччĕшĕ тата икĕ шăллĕ вăрçа тухса кайнă, унтах паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Ашшĕпе-амăшĕшĕн çакă çав тери йывăр çухату пулнă. Татьяна кинемей те чи çывăх тăванĕсем вăхăтсăр çĕре кĕнишĕн паянхи кун та аса илсе хурланать. Пурнăçра телей-савăнăçне сахал курнăскер, кашни сăмаха шухăшласа калаçать, тен, нуши-тертне нумай тÿссе ирттернĕрен, чунĕ тăвăлнă пулĕ унăн.
- Ытла нушаллă ÿсрĕмĕр эпир. Çук пурнăçран туллин савăнса та курман, çи-пуç çукран вăйăсене те тухса çÿремен. 8 çулта чухнех йĕтем çине ĕçлеме çÿресе, тырă та вырса, 2-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра анне сÿс арлама вĕрентрĕ. 16-17 çула çитсен лашасем кÿлсе, ир пуçласа мĕн каçчен, уйра сÿрелесе çÿреттĕмччĕ. Колхозра ырми-канми тăрăшнăшăн темиçе хутчен те преми парса чысларĕç. 1939-1940 çулсенче çемьене тăрантарас тесе Çĕмĕрле хулинчи вăрман цехĕнче ĕçлерĕм, арçынсемпе тан йывăç касса турттарса тăтăм. Апи киле чĕнсе ячĕ, яла таврăнтăм.
Вăрçă пуçлансан 3 çул хушши уй-хир бригадирĕнче тимлерĕм, унтан председатель пулма шанчĕç. Çăмăл пулмарĕ, яваплăхĕ те пысăк. Атте пулăшса пынипе пурне те чăтса ирттертĕмĕр, çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕр. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çăмăл килмерĕ, - терĕ аса илсе кинемей.
1947 çулта Татьяна аппана Кив Атикасси каччипе, Петĕрпе, паллаштараççĕ. Хăйĕнчен чылай çамрăк пулин те, хĕр пĕр çемьене чăмăртанма килĕшет. Мăшăрĕпе 4 ачана кун çути парнелеççĕ, анчах пĕр ачи, Зоя ятли, 4 çулта чухне чире кайса çĕре кĕрет. «Çемьере арçын - кил-çурт тĕрекĕ», - тетпĕр пулсан, Татьяна аппашăн шăпа урăхла килнĕ. Мăшăрĕ килтен аякка ĕçлеме тухса кайкаланă, ирĕке хăнăхнă, киле сахал килкеленĕ. Хĕрарăм ача-пăча пăхса ÿстернĕ, хуçалăха тытса пынă.
Т.А.Чумакова упăшки çине шансах та кайман. Çемьене тăрантарас тесе пĕр ватă кинемее пăхса пурăннă, çав хушăрах пÿрт те лартнă. 1966 çулта упăшки чирлесе кайнă, çĕре кĕнĕ. Йывăрлăхран хăраман хĕрарăм, малтан та ĕçрен хăраманскер, çемьешĕн тăрăшнă, ачасене пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ял-йышпа, кÿршĕ-аршăпа ялан килĕштерсе пурăннă вăл. Çынпа хирĕçес йăла пулман унăн. Халĕ те çаплах. Ачисене те тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ.
Т.А.Чумакова ĕмĕр тăршшĕпех колхозра чуна парса ĕçленĕшĕн нумай Хисеп грамотипе медальсене тивĕçнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн ăна «Аслă Отечественнăй вăрçăн ветеранĕ», «Ĕç ветеранĕ» ятсем парса чысланă.
Паян Татьяна Алексеевна тăван килĕнче кĕçĕн ывăлĕпе, Николайпа тата унăн çемйипе пурăнать. Нина хĕрĕ Вырăсушкăнь ялĕнче тĕпленнĕ. Ывăлĕ, Иван, Шупашкарта çемье çавăрнă.
- Ачамсем йĕркеллĕ çынсем пулса ÿсрĕç, амăшне хисеплеççĕ, сив сăмахсемпе кÿрентермеççĕ. Мăнукăмсем - чун йăпатмăшĕ. Мухтав Турра, çакăн чухлĕ пурăнма сывлăх панăшăн. Ырлăхра пурăнатăп халĕ. Мĕн панине пурăнасчĕ, - терĕ калаçăва вĕçлесе ветеран.
Манăн вара ăна малашне те канлĕ пурнăç, ырлăх-сывлăх сунас килет. Вăл пурăнса ирттернĕ кун-çул - çитĕнекен ăрушăн чăннипех ырă тĕслĕх.