Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ăсталăхне Шупашкарта кăтартрĕ

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ тата аспиранчĕ А.Возяков юлашки вунă çуллăхра палăрнă музыкант. 1997 çулта вăл Владимир хулинче студент-баянистсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăнтанпа Александр тăтăшах çĕршывра иртекен фестиваль-конкурссене хутшăнать. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче халăх инструменчĕсем калакан музыкантсен Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççей V фестивалĕнче пирĕн ентеше чи пултаруллă баянист тесе палăртнă. Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче вара Александр Геннадьевич хăйĕн ăсталăхне тинех Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ пысăк концертра кăтартнă.

Возяковсем - Хĕрлĕ Чутай салинчи паллă çынсем. Геннадий Иванович Чăваш педагогика институчĕн физикăпа  математика факультетне пĕтернĕ хыççăн тăван ялти шкула ĕçлеме килнĕ. Халĕ вăл - район администрацийĕн вĕрентÿ  пайĕн ертÿçин çумĕ. Унăн мăшăрĕ Валентина Яковлевна чĕрĕк ĕмĕр ытла район больницинче медицина сестринче ĕçленĕ. Вĕсем иккĕшĕ те ятарлă музыка пĕлĕвĕ илмен. Анчах та çакна палăртма кăмăллă: Возяковсем халăх инструменчĕсене “парăнтарнă”, çитменнине тата питĕ лайăх юрлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе пĕчĕк Саша шкула çÿреме пуçличченех купăс калама хăнăхнă. Вăл вуннă тултарсан Геннадий Иванович ывăлне пысăках мар баян парнеленĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан Саша Возяков Хĕрлĕ Чутайĕнчи ачасен музыка шкулне çÿреме пуçланă. Кунта ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Ефимович Романов баянпа ăста калама вĕрентнĕ.

Алла аттестат илсен вун çичĕ çулти Александр ЧППУн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Музыка инструменчĕсен факультечĕн кафедрин ертÿçи П.С.Васильев доцент пулăшнипе Хĕрлĕ Чутай каччи виçĕ çул хушшинчех тĕнчипе тата Раççейĕпе паллă композиторсен хайлавĕсене ăста каланă, республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса Владимир хулине кайма путевка çĕнсе илнĕ.

Вырăссен паллă композиторĕ Н.Я.Чайкин çур ĕмĕр каялла тĕнчере пуçласа симфони оркестрĕпе баян концерчĕ валли виçĕ пайран тăракан хайлав çырнă. Ăна халиччен Мускаври, Санкт-Петербургри, Киеври, Чулхулари, Хусанти тата унчченхи Совет Союзĕнчи хăш-пĕр паллă коллектив кăна вылянă. Чăваш патшалăх академи капеллин пултарулăх ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ М.Н.Яклашкин иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчех Николай Чайкинăн тĕнчипе паллă хайлавне тăван республикăри искусствăпа культурăна юратакансене итлеттересси пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах та ĕлĕкрех симфони оркестрĕн варринче баянпа пĕр чарăнмасăр çур сехете яхăн выляма пултаракан талантлă баянист пулман. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Анапăра Александр Возяков ылтăн медаль çĕнсе илнĕ хыççăн Морис Николаевич ăна тÿрех хăй патне чĕнтернĕ. Чайкинăн хайлавне филармонире ноябрь уйăхĕн варринче ирттерекен концертра халăха итлеттересси пирки калаçу пуçарнă. Килĕшнĕ Пĕтĕм Раççей лауреачĕ.

Чăваш искусствипе культурин аталанăвĕн историне кĕрсе юлмалли çавăн пек концерт Шупашкарта  нумаях пулмасть янăрарĕ. Чăваш патшалăх академи капеллин симфони оркестрĕнчи Александр Возяков баян каланине курма тата итлеме Шупашкарсем кăна мар, тĕрлĕ районти классика музыкине юратакансем те килнĕ. Вĕсен ретĕнче, паллах, паллă баянистăн ашшĕпе амăшĕ - Геннадий Ивановичпа Валентина Яковлевна Возяковсем.



"Пирěн пурнăç"
23 января 2007
00:00
Поделиться