Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе
Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе “Ачаллă граждансене - патшалăх пособийĕ” федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен” саккуна йышăннине те ырламалла çеç. Акă, кăçалтан пепкене çулталăк çурă тултариччен пăхнăшăн ĕçлемен ача амăшĕсене уйăхсерен - 1,5 пин, иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене пăхакансене вара - 3 пин тенкĕ, ĕçлекеннисене декрета кайиччен ĕçленĕ шалу укçин 40 проценчĕ чухлĕ, чи пысăк виçе - 6 пин тенкĕ пособи пама йышăннă.
2007 çултан пуçласа “2007 çулăн федераллă бюджечĕ çинчен” саккунпа килĕшÿллĕн, ачана садике çÿретнĕ чухне курнă тăкаксемшĕн ашшĕ-амăшне компенсаци тÿлĕç: пĕрремĕш ачашăн - 20 процент, иккĕмĕш - 50 процент, виççĕмĕш тата ун хыççăнхисемшĕн - 70 процент.
Кăçалхи январĕн 2-мĕшĕнчен тытăнса ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене усрава илнишĕн опекуна е усрав ашшĕ-амăшне пĕр хутчен 8 пин тенкĕ парĕç. Çавăн пекех уйăхсерен усрав ачана пăхса тăма 4 пин тенкĕрен кая мар субсиди уйăрĕç, усрав ашшĕ-амăшне - 2500 тенкĕ.