Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Амăшĕсен капиталĕ

Раççей Правительстви пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче ача çуратассине ÿстерес, тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас тĕллевпе “Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин хушма мерисем çинчен” саккуна йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакансене, иккĕмĕш... ачана усрава илекенсене малтан палăртнă пекех 250 пин тенкĕ парĕç. Калас пулать, амăшĕсен капиталне ашшĕ те илеет, енчен те ачан амăшĕ вилнĕ е ăна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă пулсан. Енчен те ача çула çитиччен (до совершеннолетия) е куçăмлă майпа 23 çулччен вĕреннĕ чухне тăлăха юлсан çак укçапа хăех усă кураять. “РФ Налук кодексĕн 23 пайне улшăнусем кĕртесси çинчен” федераллă саккунпа çак укçаран 13 процент налук тытса юлмĕç тата ăна инфляцие кура индексацилĕç. Çак 250 пин тенкĕлĕх сертификатпа ача 3 çула çитсен çеç усă курма юрать. Ăна хĕрарăм пурнăçĕнче пĕр хут çеç илме пултарать. 250 пин тенкĕне тĕллевлĕ усă курма параççĕ. Унпа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачана вĕрент­нĕшĕн тÿлеме юрать. Унсăр пуçне çав укçана амăшĕн пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ çумне куçараççĕ.

Каламалла, 250 пин тенкĕне Пенси фондне куçараççĕ. Çавăнпа та иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратнă хыççăн Пенси фончĕн районти уйрăмне кирлĕ документсемпе каймалла. Мĕнле документсем кирлĕ-ха; Чи малтанах паспорт, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельство копийĕсем. Хатĕр документсене йышăнса юлсан Пенси фончĕ уйăх хушшинче сертификат памалли е хирĕçлемелли çинчен йышăнать. Йышăннă хыççăн, 5 кунтан кая мар, заявлени çырнă çын патне уведомлени ярать. Унта сертификат илме тивĕçли е ăна хирĕçлени пирки тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Январĕн 15-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕр хĕрарăм та Пенси фондне заявлени çырма пыман-ха. Халиччен вара çак амăшĕсен капиталне илме пултаракан 1 çынна палăртнă. Вăл - Атнар ялĕнчи Алевтина Савельева. А.Савельева çак уйăхра çут тĕнчене виççĕмĕш пепке парнеленĕ.

 250 пин тенкĕ пĕчĕк укçа мар. Уйрăмах çамрăк тата сахал тупăшлă çемьесемшĕн вăл питĕ пĕл­терĕшлĕ. Шел те, пысăк укçана хапсăнса социаллă лару-тăру енчен йĕркесĕр çемьесем ытларах ача çуратма пултараççĕ. Амăшĕсен капиталне тĕл­левлĕн усă курма ирĕк панине манас марччĕ. Укçашăн çеç çунса мар, хамăр йăха упраса хăварассишĕн,  ăна малалла тăсассишĕн ăнтăлса ача çуратсан аванрах.



17 января 2007
00:00
Поделиться